|
Ҫул-йӗр
![]() aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӗнчери тата ҫӗршыври лару-тӑрӑва пула Шупашкартан самолётсем кӑҫал кӑнтӑрти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарӑннӑ. Вӑл списокра — Симферополь, Краснодар, Минеральные Воды хулисем. Апла пулин те халӑх самолётпа вӗҫме юратать. Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Шупашкарти аэропорт урлӑ 200 пине яхӑн пассажир ҫула тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен асӑннӑ кӑтарту 2 процент нумайрах. Аэропорта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн аэропорт сехетре 200 пассажира йышӑнма пултарӗ, ҫавна май ҫулталӑкра – 500 пин ытла ҫынна. Ку цифрӑна республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Степанов палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() trn-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫул ҫӳреме юратакансем юлашки вӑхӑтра хамӑр ҫӗршыври илемлӗ вырӑнсемпе киленме кӑмӑллаҫҫӗ. Хӑш-пӗр региона хӗлле кайма уйрӑмах лайӑх, тепӗр ҫӗре — ҫулла, виҫҫӗмӗшӗсем ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те туристсене илӗртеҫҫӗ. Краснодар тӑрӑхӗ пирки те ҫавнах каламалла. Ҫулла унта шыв кӗме тата хӗвелпе хӗртӗнме аван, хӗлле — курса ҫӳренисӗр пуҫне туллӑ курортсенче йӗлтӗрпе ярӑнма. «Nordwind» авиакомпани хӗлле те самолётсене Шупашкартан Сочие вӗҫтерме палӑртса хунӑ. Рейссене вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӗ, самолётсене унта раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ҫӳретӗ. Самолётсем ытларикунпа эрнекун ҫула тухӗҫ. Шупашкартан вӗсем 18 сехет те 40 минутра хускалӗҫ. Чи йӳнӗ билет хакӗ — 1,5 пин тенкӗрен пуҫласа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «Хусан–Чулхула–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен виҫӗ электричкӑн расписанийӗ улшӑнӗ, унсӑр пуҫне тата тепӗр рейс хутшӑнӗ. 5501-мӗш номерпе ҫула тухакан «Шупашкар–Канаш» электропуйӑс 7:18 сехетре (хальхинчен 6 минут каярах) ҫула тухса Канаша 9:48 сехете ҫитӗ. 6351-мӗш номерлӗ «Хусан–Канаш» пуйӑс 4:00 сехетре (7 минут иртерех) хускалӗ, Канаша 6:43 сехете ҫитӗ (7 минут иртерех). 6194-мӗш номерлӗ «Ҫӗмӗрле–Канаш» пуйӑс 20:00 сехетре (48 минут каярах) ҫула тухса 21:31 сехете (48 минут каярах) Канаша ҫитӗ. Хусанпа Чулхула хушшинче тепӗр электропуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл унтан 05:10 сехетре тухӗ те Чулхулана 11:30 сехете ҫитӗ. Чулхуларан Хусана 16:08 сехетре тухса кайӗ, вырӑна 22:28 сехетре ҫитӗ. Асӑннӑ электропуйӑс юнкунсӑр пуҫне кашни кунах ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 6 сехет те 20 минут иртӗ. Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ икӗ хулана ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫӗрле хускалса ирпе ҫитеҫҫӗ. Хусантан Чулхулана ҫитме 8 сехет те 37 минут иртет, Чулхуларан Хусана кайма — 9 сехет те 17 минут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк «Шупашкар-Хусан» тата «Хусан–Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем ҫӳреме тытӑннӑранпа 205 рейс тунӑ, вӗсем 7,8 пин ытла пассажира турттарнӑ. Кашни рейс вӑтамран 95 процента яхӑн тулли — 45 вырӑнлӑ карапра вӑтамран 38 ҫын ларса ҫула тухать. Кунсӑр пуҫне «Валдайсем» «Шупашкар–Свияжск» тата «Свияжск–Шупашкар» линипе пассажирсене 12 хутчен турттарнӑ. Навигаци пуҫланнӑранпа Шупашкарти юханшыв порчӗ 1 154 билета каялла йышӑннӑ, вӗсенчен 385 билетне — карап рейса тухманран. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Шупашкар-Хусан» тата «Хусан-Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем кашни кун ирхи 8 тата каҫхи 4 сехетре ҫула тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() mintrans.uz сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Раҫҫее Узбекистанран автобуссем ҫӳреме тытӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Ташкента Мускавпа, Питӗрпе тата Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Мускава автобуссем тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен килӗҫ. Транспорт Ташкентран 12 сехетре ҫула тухӗ. Билет хакӗ — 1 млн сум. Хусана автобуссем ытларикунпа эрнекун килӗҫ. Ташкентран вӗсем 11 сехетре хускалӗҫ. Билет хакӗ – 800 пин сум. «Ташкент-Санкт-Петербург» маршрутпа автобуссем юнкунсерен тата шӑматкунсерен ҫула тухӗҫ. Транспорт Ташкентран 16:00 сехетре хускалӗ. Билет хакӗ – 1 250 000 сум. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() vk.com/dtpcheb сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Эгер бульварӗнче виҫӗ машина пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ача аманнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, грузовик «Ниссан» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ, «Ниссан» – «Ларгуспа». «Аварком 21» ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ларгус» автомобиль кӗтмен-туман ҫӗртен тепӗр йӗр ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫавна пула инкек сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Авари сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Инкекре 2 ҫулхи ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Вӑл хӑш машинӑра ларса пынине хыпарта пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Шупашкар – Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен шыв транспортӗнче ырантан, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, улшӑну пулса иртӗ. Халӑх ҫул ҫӳреме питӗ юратнине кура пӗр вӑхӑтра икӗ «Валдай-45Р» карап ҫӳрӗ. Маршрут расписанийӗ улшӑнмӗ. Карапсем Шупашкартан кашни кунах 8 сехетре тапранса кайӗҫ, Хусантан – 16 сехетре. Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче сутаҫҫӗ. «Шупашкар – Свияжск – Шупашкар» маршрутпа карапсем вырсарникунсерен ҫӳреҫҫӗ. Ытти маршрутпа карапсем вӑхӑтлӑха ҫӳремӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() zabavniks.com сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра чи лайӑх ҫулсемлӗ регионсен рейтингне йӗркеленӗ. Вӑл енӗпе Мускав хули малта пырать, унта регионти тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ паха ҫулсен хисепӗ — 97,5 процент. Ханты-Манси автономи округӗнче ҫав цифра — 87,1 процент, Краснодар крайӗнче — 84,5 процент, Ингушетинче — 82,2 процент, Челепир облаҫӗнче — 81,4 процент. Аутсайдерсем ҫаксем: Архангельск облаҫӗ — 10,3%, Киров облаҫӗ — 22%, Алтай Республики — 23,8%, Мари Эл — 24,4%, Ненецк автономи округӗ — 27,7%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Вӑрӑмой ялне ҫити асфальт ҫул сараҫҫӗ. Паян унта 10 ытла ҫын тӑрӑшать, техника ҫителӗклӗ. «Атӑл–Вурмой» объекта пӗлтӗр юсама тытӑннӑ. Ун чухне ҫулӑн 3,3 километрне юсаса ҫӗнетнӗ, кӑҫал тата тепӗр 3,5 километр тӑршшӗ ҫӗнетӗҫ. Подрядчик пулса «Проксис» тулли мар яваплӑ общество тӑрӑшать. Рабочисем ӗҫе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлӗннӗ. Паян ҫула тӑвасси малалла пырать. Ял ҫыннисем ҫул туса панишӗн савӑнаҫҫӗ. Пӗчӗк ҫав ялта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ӗҫе район центрне ҫӳрет. Хитре ҫулпа чарӑнӑва ҫити утса тухма та лайӑх, машинӑсемшӗн те меллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() «Россия-1/Улатимӗр» телеканалтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ. Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ. «М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн. «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
