Пӑтӑрмахсем
Legal.report сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын пӗлӗш хӗрне тавӑрас тесе унӑн сӑнӳкерчӗкне тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Калӑн, сӑнӳкерчӗк. Анчах вӑл интимлӑскер пулнӑ. Ун пек сӑнӳкерчӗке хӗр каччӑна иккӗшӗ туслӑ чухне, халӑх ушкӑнӗсенчен пӗри ҫыру ҫӳретнӗ май, ярса панӑ. Кайран икӗ чун тем пайлайман. Хирӗҫсе кайнӑ. Хӗре тавӑрас тесе 29-ти арҫын унӑн хайхи сӑнӳкерчӗкне тӗнче тетелне кӑларса лартнӑ. Уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫне ҫын ҫине кӑларма юрамасть. Кутӑнла хӑтлансан явап тыттарӗҫ. Ҫавна РФ Пуҫиле кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. Сӑмах май, тӗпчевҫӗсем Шупашкарти ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та. Арҫына 200 пин тенкӗ таран штрафлама, 360-а яхӑн сехет таран ӗҫлеттерме, ҫулталӑк таран ӗҫлеттерсе юсантарма е тата 2 ҫуллӑха хупма ирӗк парать саккун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея хурласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Кугеси.рф /// Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф /// Халӑх канашӗ) ятлинче, ҫыракансем унччен те тупӑннӑччӗ. Ятне пытарма ыйтнӑ ҫын столовӑйӗнчи апат пахалӑхӗ начарри, лицея вӗренме вырнаҫма йывӑрри, шкул ертӳҫисем ыйтӑва татма васкаманни пирки ӗнентернӗччӗ. Паян вара тата тепӗр ҫын тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Унта столовӑйӗнче ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр панине хыпарланӑ. Поста вуланисенчен пӗри Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине тата Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя евитлеме сӗннӗ. Хӑшӗсем вара никама та, ниме те, тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ лицейра йӗрке пуласса ӗненменни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
donbasssos.org сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти студента суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртӑн подъездӗнче выртса тӑракан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна хӗненӗ. Кунсӑр пуҫне студент унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн. Следстви тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Каччӑ ҫав каҫ ҫапкаланчӑка вӑйлах хӗненӗ. Ирхине лешӗ тӑнсӑр выртнине пӗр хӗрарӑм асӑрханӑ, вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫын пульницӑра та тӑна кӗмен, кӑҫал ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ. Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман. Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер: Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ инкекре ГАЗель водителӗ вилнӗ. Инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳрече тиенӗ ГАЗ машинӑна 51 ҫулти водитель тытса пынӑ. Вӑл Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ енне ҫул тытнӑ. Тахӑш самантра машина ҫул айккине персе аннӑ. Инкек самантне асӑрханисем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй пыракан ҫултан машина кӗтмен ҫӗртен пӑрӑннӑ. Инкек ҫухатупа вӗҫленнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ инкек сӑлтавне палӑртассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре Шупашкарти Николаев урамӗнче инкек пулнӑ. Строительство ӗҫӗсем пынӑ чухне ҫамрӑк арҫын, 30 ҫултискер, сарӑмсӑр вилнӗ. Андриян Николаев урамӗнче пӗр ҫуртӑн фасадне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак арҫын леса ҫинче ӗҫленӗ. Хайхискер асӑрханман – аялалла ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ мудпулӑшу, полици ҫитнӗ. Анчах ҫамрӑк арҫыннӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ – вӑл сывлама пӑрахнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм руль умне ӳсӗрле ларнӑ. «Рено Логан» машинӑна тытса пыраканскере пакунлисем Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 20 сехет тӗлӗнче асӑрханӑ. Машинӑна чарас тенӗ те автомобиль хуҫи хӑнк та туман — малалла шӑлнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем хӑвалама йышӑннӑ. Вӗсенчен тарма хӑтланса пӗр ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнман. Водитель эрех ӗҫни те палӑрнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем килсе ҫитиччен ҫул-йӗр инспекторӗсем хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме ҫавскер килӗшмен. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм-водителӗн машина рулӗ умне ларма ирӗк пулман иккен. Хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа пилӗк хутчен явап тыттарнӑ. Ӳсӗр водительсем пирки пакунлисене, сӑмах май, 102 е 8 (8352) 62-00-22 номерсемпе пӗлтерме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ. Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Тип Тимеш ялӗ ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Транспортра 20 ача пулнӑ. Аварире автобус водителӗ тата икӗ ача шар курнӑ. 12 ҫулти арҫын ачана тата 15-ри хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ, водителе – Патӑрьелти пульницӑна. Водителӗн алли хуҫӑлнӑ, ачасен кӑштах сурансем пур. Автобус район шкулӗнчен ачасене киле леҫме тухнӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 52 ҫулти водитель малта пыракан автобуса юраман вырӑнта хӑваласа иртме тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра автобус сулахаялла пӑрӑннӑ. Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк. Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |