Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденин ӗҫченӗ тата пӗр врач тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫавсем хӑш-пӗр яша хӗсметрен хӑтарма пулӑшнӑ. Ахаль мар. Укҫалла. Кунта сӑмах министерствӑн «Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденийӗсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗ» хысна учрежденийӗн тӗрӗслевпе ревизи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ тата Шупашкарти пульницӑсенчен пӗринче эндоскопистра ӗҫлекен, Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫын пирки пырать. Эндоскопист тухтӑр хырӑмра ятарласа суран кӳнӗ, ҫавӑ юхан-суран пек кӑтартма пулӑшнӑ. Пулӑшупа усӑ куракансем 100 пинрен пуҫласа 200 пин тенкӗ таран сӗтев панӑ. Укҫана 11 ҫынтан илнӗ. Сӗтевӗн пӗтӗмӗшле виҫи 1,5 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫартан пӑрӑнма тӑрӑшнӑ тата сӗтев панӑ каччӑсем тӗлӗшпе те (10 яш пирки) тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |