Сывлӑх
![]() 35media.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑрлачӑн 9-15-мӗшӗсенче 76 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 57-шӗ - А гриппа, 19-шӗ В гриппа аптӑранӑ. Ҫак тапхӑрта гриппа чирленисен йышӗнче 35 ача. Ыттисем, 41 ҫын, аслӑ ӳсӗмрисем. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 77 ҫыннӑн грипп пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 73-шӗн "сысна грипӗ" пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Врач офисӗнче шыв та ҫук, тухтӑр та ҫук» — тесе эпир Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисӗнчи лару-тӑру пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче асӑннӑ офис ҫынсене ҫак эрнери ытлари кун (кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче) йышӑнма тытӑнни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Тухтӑр ҫуртне пынисем офис пирки хавхаланса та ҫунатланса (халӑхра ун пеккине «вӗҫсе каясла» теҫҫӗ) каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, Киря посёлокӗнче пурӑнакан Валентина А, Людмила М. питӗ савӑннӑ. Вӗсем врач офисне ырласа пӗтереймеҫҫӗ. Офисра врач тата профедура кабинечӗсем, 3 койко-вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур иккен. Тухтӑр ҫуртне интернетпа ҫыхӑнтарнӑран вырӑнтисем ансӑр специалистсемпе е республика пульницисенчи врачсемпе канашласа илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери тухтӑрсем кӗрт ӑшӗнче выртакан ҫынна пулӑшнӑ. Районти тӗп пульницӑра тӑрӑшакан Мария Панова врачпа Любовь Иванова медсестра ӗҫ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Утса пынӑ чухне вӗсем ҫул хӗрринче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Иртен-ҫӳрен ним пулман пек иртсе ҫӳренӗ, выртакан ҫынна пӗри те пулӑшма шухӑшламан. Шурӑ халатлисем арҫынна тӑратнӑ, пульницӑн йышӑну уйрӑмне илсе кайнӑ. Алли-урри, пичӗ шӑнса кӳтнӗ арҫын халӗ пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗр машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Хендай-Cанта Фе» автомобиль «М-7» федераци ҫулӗпе Хусан еннелле васканӑ. Ишлей ҫул ҫаврӑмне ҫитсен вӑл ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ, машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 54 ҫулти водитель пулнӑ. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл эрех сыпнине тупса палӑртман. Салонта водителӗн икӗ хӗрӗ: 6 тата 13 ҫулсенчи ачасем — пулнӑ. Вӗсем аманнӑ. Хӗрачасене пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ. Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта 4 ҫулти ача чирлесе ӳксен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, лайӑх анман. Унтан ӳслӗк пуҫланнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине палӑртнӑ. Анализсем ачан «сысна грипӗ» пулнине те ҫирӗплетнӗ. Пульницӑна вырттарсан та унӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Компьютер томографийӗ ӳпкин 75 проценчӗ шыҫӑннине кӑтартнӑ. Хӗрачана реанимацие вырттарнӑ. Унта вӑл 13 кун выртнӑ. Кайран ӑна педиатри уйрӑмне куҫарнӑ, тепӗр 6 кунран киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() naran.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман. Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче. Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Дивеевӑри Славян культурин центрӗнче «Серафим ячӗллӗ тухтӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта «Серафим ячӗлллӗ врач» тата «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ятсене тивӗҫнисене чысланӑ. Шупашкарти Елена Маштакова медсестрана «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ят парса хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӳр хирургийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлет. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ уйрӑмра йывӑр чирлисем те сипленеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Елена Маштакова медсестра шӑпах ҫавӑн пек иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. 5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ. Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре гриппа чирлекен йышлӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонра халӑхӑн 46,1 проценчӗ грипран прививка тутарнӑ. Ку, ытти регионпа танлаштарсан, сахал. Танлаштарӑмра ку енӗпе пирӗн регион хыҫалтан 8-мӗш вырӑн йышӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре 76 ытла миллион ҫын грипран прививка тутарнӑ. Ку 52,2 процентпа танлашать. Республикӑра пӗтӗмпе 13,6 пин ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсен 48,6 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |