Сывлӑх
![]() Сӑнӳкерчӗк: Global Look Press/XinHua/Mohammed Mohammed Англири Манчестер университетӗнчи ӑсчахсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пылӑн ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан тата микробсемпе кӗрешекен пахалӑх пур, ҫавна май унпа сурансене хӑвӑртрах тӳрлетес тесен усӑ курма пулать. Кун пирки MDPI медицина кӑларӑмӗнче хыпарланӑ. «Ридус» палӑртнӑ тӑрӑх, экспертсем 85 ҫул хушшинче пичетленнӗ 250 ӑслӑлӑх статйине пӗтӗмлетсе тишкернӗ те пылпа пӗрле усӑ курнӑ чухне вӑйлӑ бактерисем антибиотиксене лайӑхрах парӑннине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх пыл микробсемпе лайӑх кӗрешет, ӑсчахсем вӑл кӑмпапа вируссене пӗтерме е вӗсем сарӑлассине вӑрахлатма пултарнине асӑрханӑ. Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ. Тӗпчев ӗҫӗн ертсе пыракан авторӗ Джоэл Юпанки Миелес каласа панӑ тӑрӑх, пыл пӗрлешӗвӗсенче антимикроблӑ тата ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан агентсем пур, вӗсемпе ӳте сыпӑнтарма е антибиотиксене йышӑнман чухне усӑ курма пулать. Ҫав хушӑрах, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тишкерсе тата пылри ҫав агентсен ӗҫне лайӑхрах ӑнланас тӗлӗшпе тӗпчевсене малалла тӑсмалла, калӑпӑр, ахаль майпа тата хӑрушлӑх кӑлармасӑр сурана илсе ҫитермелли меслетсене тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Грипран тата кӑшӑлвирусран прививкӑсене пӗр харӑсах тума юрать. Ҫапла сӗннӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Анчах кӑшт маларах грипран прививка тутарса ӗлкӗрнӗ пулсан кӑшӑлвирусран укол тутариччен пӗр уйӑх кӗтмех тивӗ. Грипран тата ковидран пӗр харӑсах прививка тума Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ иккен. Унччен те ытларах — ытти регионта ҫак практика пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medboli.ru сайтри сӑн Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттернӗ, унта кӑшӑлвирус, вакцинаци пирки калаҫнӑ. Министр ҫак каварлӑ чирпе ытларах камсем нушаланнине каласа кӑтартнӑ. Республикӑра чирленисенчен ытларахӑшӗ, 92 проценчӗ, илте амбулатори мелӗпе сипленет. Пӗтӗмпе - 3 пин ытла ҫын. Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсенче пациентсене мӗнле пулӑшу панине никама пӑхӑнман хавклав тумашкӑн хатӗрленет. Ҫавна май аукцион пулассине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 600 пин тенкӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерӗҫ, унта ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 50 кунра тумалла. Подрядчик пульницӑсен сайчӗсене тӗрӗслӗ, вырӑна ҫитсе сӑнсем ӳкерӗ: парковкӑсем, кӗтсе тӑмалли холлсем, информстендсем, гардеробусем, туалетсем пуррине пӑхӗҫ. Кашни пульницӑра ыйтӑма 150 ҫынран кая мар хутшӑнтарӗҫ. Анчах услови пур: медорганизацисене анкетировани ирттересси пирки пӗр эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vk.com сайтри сӑн Ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттерет. Ӑна «Контактри» «Чӑваш Республики» тата «Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерстви» ушкӑнсенче итлеме пулать. Министр республикӑра кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру мӗнлине, вакцинаци пирки каласа кӑтартӗ. Унпа пӗрле республикӑри штатра тӑман тӗп терапевт Лариса Тарасова, штатра тӑман ача-пӑча тӗп аллерголог-иммунологӗ Нина Рассказова пулӗҫ. Вӗсем те ыйтусене хуравлӗҫ. Ыйтусене ушкӑнри пост айне ҫырма, тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр пульницинче ӗҫлекен тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑма операци туса унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. 82-ри кинемей ниепле те хӑсма чарӑнман, сиплев те, укол та пулӑшман. Васкавлӑ медпулӑшу ватӑ хӗрарӑма пульницӑра илсе ҫитернӗ. Унта ӑна компьютер томографине тунӑ. Унӑн пӳсӗр хӗсӗнсе ларнӑ иккен. Хӗрарӑм ватӑ пулсан та, хӑснипе вӑйӗ чаксан та тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ пациент килне таврӑнма хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Грипран ҫулсерен вакцинӑланни инсультран сыхлама пултарать. Испан ӑсчахӗсем 40 ҫултан аслӑрах 86 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ обсерваци тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туни пирки Science Daily ҫырать. Тӗпчеве хӑй ирӗкӗпе хутшӑнакан 14 пин ытла ҫын хӑй вӑхӑтӗнче пуҫ мимине юн пыми пулнине чӑтса ирттернӗ. Ыттисен вӑл нихӑҫан та пулман. Ӑсчахсем инсульт умӗн икӗ эрне маларах та пулин кам-кам грипран прививка тунине тишкернӗ. Унтан миҫе ҫулта пулнине тата ытти чирсене шута илнӗ. Кӑтартусене тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн вакцинӑланнисен инсульт аталанас хӑрушлӑх 12% пӗчӗкрех пулнине курнӑ. Пневмонирен тӑвакан вакцина унашкал усӑ паман. Тӗпчев обсервациллӗ пулнӑран ӑсчахсем шӑпах та грипран прививка туни инсульт хӑрушлӑхне чакарать тесе калаймаҫҫӗ. Хальлӗхе икӗ пулӑмӑн ҫыхӑнӑвне ҫеҫ асӑрханӑ. Тӗплӗрех пӗтӗмлетӳсем тума информацие ытларах пухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын ирхине вӑраннӑ та пуҫӗ ыратнине туйнӑ. Ку юн пусӑмӗ хӑпарнипе ҫыхӑннӑ тесе эмел ӗҫнӗ. Кӳрши вара пурпӗрех сисчӗвленнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла вӑл арҫынна вилӗмрен ҫӑлнӑ темелле. Константин Валеевпа Лиана Григорьева медсестра пациента пысӑк юн пусӑмӗнчен ҫӑлма килнӗ. Арҫыннӑн вара юн пусӑмӗ ансах ларнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑран хӑйне япӑх туйнӑ. Пациента часрах пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫул ҫинче тухӑрсем ӑна пулӑшнӑ. Халӗ пациент хӑйне аван туять, ӑна киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Мари Элте пурӑнакан, ача кӗтекен хӗрарӑма Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем пулӑшнӑ. Ҫав хӗрарӑм ЭКО тунӑ, ӑна икӗ эмбрион лартнӑ, кайран варта лешсем тата икке пайланнӑ. Ҫапла унӑн варӗнче 4 пепке аталанма тытӑннӑ. Анчах ҫак хӗрарӑм сывлӑхне кура тӑватӑ пепкене йӑтса ҫӳрейменнине палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсем иккӗшне ҫеҫ хӑварма йышӑннӑ. Кунашкал операцие вара – эмбрионсен редукцине – ятарлӑ пепкелӗх центрӗсем ҫеҫ тӑваяҫҫӗ. Ҫапла Мари Эл хӗрарӑмӗ Шупашкара лекнӗ. Пирӗн хулара вӑл – пӗрремӗш хут. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Хӗрарӑма киле кӑларнӑ. Халӗ вӑл йӗкӗреш ҫут тӗнчене килессе кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Талӑксерен 400 ытла ҫын инфекциленет. Ҫапла темиҫе кун ӗнтӗ: 407, 431, 404, 426... Юлашки талӑкра 417 ҫын чирленӗ. Иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 21 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 299 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем нумай пулсан та пульницӑра сипленекен сахал, чылайӑшӗ чире килтех чӑтса ирттерет. Иртнӗ эрнере 2721 ҫын инфекциленнӗ пулсан вӗсенчен 239-шӗ пульницӑна лекнӗ, 2 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |