|
Сывлӑх
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗр машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Хендай-Cанта Фе» автомобиль «М-7» федераци ҫулӗпе Хусан еннелле васканӑ. Ишлей ҫул ҫаврӑмне ҫитсен вӑл ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ, машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 54 ҫулти водитель пулнӑ. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл эрех сыпнине тупса палӑртман. Салонта водителӗн икӗ хӗрӗ: 6 тата 13 ҫулсенчи ачасем — пулнӑ. Вӗсем аманнӑ. Хӗрачасене пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ. Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта 4 ҫулти ача чирлесе ӳксен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, лайӑх анман. Унтан ӳслӗк пуҫланнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине палӑртнӑ. Анализсем ачан «сысна грипӗ» пулнине те ҫирӗплетнӗ. Пульницӑна вырттарсан та унӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Компьютер томографийӗ ӳпкин 75 проценчӗ шыҫӑннине кӑтартнӑ. Хӗрачана реанимацие вырттарнӑ. Унта вӑл 13 кун выртнӑ. Кайран ӑна педиатри уйрӑмне куҫарнӑ, тепӗр 6 кунран киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() naran.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман. Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче. Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Дивеевӑри Славян культурин центрӗнче «Серафим ячӗллӗ тухтӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта «Серафим ячӗлллӗ врач» тата «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ятсене тивӗҫнисене чысланӑ. Шупашкарти Елена Маштакова медсестрана «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ят парса хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӳр хирургийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлет. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ уйрӑмра йывӑр чирлисем те сипленеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Елена Маштакова медсестра шӑпах ҫавӑн пек иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. 5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ. Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре гриппа чирлекен йышлӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонра халӑхӑн 46,1 проценчӗ грипран прививка тутарнӑ. Ку, ытти регионпа танлаштарсан, сахал. Танлаштарӑмра ку енӗпе пирӗн регион хыҫалтан 8-мӗш вырӑн йышӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре 76 ытла миллион ҫын грипран прививка тутарнӑ. Ку 52,2 процентпа танлашать. Республикӑра пӗтӗмпе 13,6 пин ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсен 48,6 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлени паллӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем пулӗҫ. Амбулатори тата стационар условийӗсенче графикпа килӗшӳллӗ медпулӑшу парӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче тухтӑртан пулӑшу илме май пулӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗ те ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ. Кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче 8-20 сехетсенче васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Иртнӗ эрнере унпа 41 ҫын чирленӗ. Чӳкӗн 21-27-мӗшӗсенче 2 тӗслӗх пулнӑ, чӳкӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 20 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ - ачасем. Сысна грипӗпе чирленине мӗнле пӗлмелле? Ӳт температури пысӑк, апат лайӑх анмасть. Паллах, диагноз пирки тухтӑра чӗнсен кӑна тӗрӗс пӗлме пулать. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ОРВИпе чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра 181 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Кун пек кӑтарту юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе пулман. Иртнӗ талӑкра 59 ҫын пульницӑран сывалса тухнӑ. 15 ҫынна вара пульницӑна вырттарнӑ. Шел те, 1 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗх 2,5 эрне пулман. Юлашки хутчен кун пек тӗслӗхе чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче шута илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче кӑшӑлвируса 3 ҫын парӑнтарайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
