Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи поликлиникӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, питӗ вӑрах.

Юсав ӗҫӗсене ҫуркунне вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Поликлиникӑна раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӗнетсе пӗтермелле. Кун валли 39,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗҫсене часрах вӗҫлеме, ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнетнӗ поликлиникӑна йышӑнас процедура пуҫланмалла.

Хальлӗхе вара тухтӑрсем пациентсене ача ҫуратмалли уйрӑмра йышӑнаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
Василий Киргизов фельдшер
Василий Киргизов фельдшер

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ӗҫрен килсен хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Каҫхине арӑмӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Василий Киргизов фельдшер унӑн инфаркт пулнине тӳрех палӑртнӑ, медпулӑшу пама пуҫланӑ. Кайран пациента машинӑна хурса Республикӑри кардиодиспансера илсе кайма тухнӑ.

Алексей Далызин водитель «пӑкӑсенчен» иртсе кайса Шупашкара васканӑ. Питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ вӑл. Юрать, ытти водитель васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе янӑ. Пациента пульницӑна вӑхӑтра илсе ҫитерсе операци тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82467
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑри спорт лапамӗсене, тренажер тата фитнес залсене, катоксене, бассейнсене тӳлевсӗрех кайма май пулӗ.

ЧР Спорт министерствин сайтӗнче сывлӑх кунӗнче мӗнле мероприятисем пулнипе, спорт организацийӗсенче тӳлевсӗр мӗнле пулӑшусемпе усӑ курма май пуррипе паллашма пулать. Сӑмах май, сывлӑх кунӗсене Чӑваш Енре 2014 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 4 пине яхӑн спорт сооруженийӗ ӗҫлет.

 

Сывлӑх
 rptd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rptd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски районӗнчи пӗр арҫын туберкулёзран сипленесшӗн пулман. Арҫын уҫӑ формипе (вӑл ҫынсене ерет) чирленӗ. Вӑл Республикӑн туберкулёзпа кӗрешекен диспансерӗнче унччен выртнӑ-ха, анчах хӑй тӗллӗн тухса каяс йӑла пулнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл сипленме пӑрахнӑ.

Ыйтӑва прокуратура тата суд урлӑ татса пама тивнӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви надзор органне евитленӗ, унтисем суда ҫитнӗ. Суд арҫынна больницӑра сипленмелле йышӑну кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
Светлана Баландина - сулахайри. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Светлана Баландина - сулахайри. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн онкодиспансерӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива юпа уйӑхн 17-мӗшӗнче паллаштарнӑ.

Светлана Баландина — Чулхуларан. Унти медицина институтӗнче вӗреннӗ. Ахаль врачран пуҫласа Чулхула облаҫӗн сывлӑх сыхлав тытӑмӗнчи ертсе пыракан должноҫсем таран йышӑнма пултарнӑ, Чулхула облаҫӗнчи клиника онкологи диспансерӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ене пневмококран вакцина кӳрсе килнӗ. Пурӗ — 5 830 доза.

«Пневмовакс-23» ятлӑ вакцина пневмококк инфекцийӗн 23 серотипӗнчен хӳтӗлет иккен. Ҫав шутра — пневмонирен (ӳпке шыҫни), отитран (хӑлха шыҫни), ҫӗрекен менингитран (пуҫ мими шыҫни), эндокардитран (эндокарди шыҫни), артритран (шӑмӑ чирӗ) тата ытти чӗр-чӗртен.

Вакцинӑна 2 ҫултан иртнӗ ачасенчен пуҫласа тӑваҫҫӗ. Препарата республикӑн сывлӑх сиплев учрежденийӗсене валеҫсе панӑ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекен сахалланнӑ. Чӑннипе, Раҫҫейӗпех ҫапла.

Юпан 17-мӗшӗнче республикӑра 49 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку, авӑн уйӑхӗн варрипе танлаштарсан, 10 хут сахалрах. Инфекциленнисенчен ытларахӑшӗ – 50 ҫултан аслӑраххисем.

Юлашки вӑхӑтра чирлекенсен йышӗнче вилекен, пульницӑра сипленекен сахалланнӑ. Иртнӗ талӑкра 1 ҫын вилнӗ, 49 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 122 ҫын.

 

Сывлӑх

Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче врач амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Унта Тури Чаткас, Хӗрлӗ Васан, Максим Горький ялӗсенчи ҫынсем ҫӳрӗҫ.

Тӗрӗссипе, амбулаторие ҫуркунне вӗҫӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах вӑл юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫеҫ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулаторие 1,2 пин ҫын пулӑшу илме пырӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

19 ҫулти хӗр чутах суккӑр юлман. Вӑл Республикӑри офтальмологи клиника пульницине пынӑ чухне куҫ ҫивӗчлӗхӗ 1 процент кӑна юлнӑ.

Хӗр линзӑпа ҫӳренӗ. Ӑна вӑхӑтра улӑштарманран унӑн куҫӗ шыҫӑннӑ. Вӑл ыратма тытӑннӑ, куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакса пынӑ. Хӗр пульницӑна пынӑ та ӑна часрах стационара вырттарнӑ.

Стационарта выртсан унӑн куҫ ҫивӗчлӗхӗ 50 процента ҫитнӗ. Тухтӑрсем юлашки вӑхӑтра ҫак чирпе аптаракан нумай пулнине палӑртаҫҫӗ. Ку линза тӑхӑннипе ҫыхӑннӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 7 пин ытла доза вакцина илсе килнӗ. Ӑна «Фармаци» складне илсе ҫитернӗ. Кӗҫех пульницӑсене салатӗҫ. Вакцина – «Гам-Ковид-Вак» ятлӑскер.

Сӑмах май, кӑшӑлвируспа чирлекенсем ытлах нумай мар. Юлашки талӑкра 36 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 693251 ҫын вакцинацин икӗ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра коллекти иммунитечӗ 7,9 процентпа танлашать.

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, ...181
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 06

1902
123
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
114
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
76
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та