Хулара
![]() Элтеперӗн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Отпускра вӑл ӑҫта канни пирки унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ, кун пирки те хыпарланӑччӗ. Паян Михаил Васильевича пӗр япала канӑҫ паман, кун ҫинчен те вӑл хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Паян Элтепер кӳлмекре пулӑҫсем пӑр ҫинче ларнине асӑрханӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хальлӗхе пӑр ҫӳхе пулнине хыпарланӑччӗ, ҫавна май Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ, пулӑҫсене ку инкекпе вӗҫленме пултарасси пирки шухӑшлама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта Шупашкар хулин Ленин районӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗн каҫхине фейерверксене ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ — вӗсене ҫав лаптӑксенче ҫеҫ яма хушаҫҫӗ. Капла май фейерверк янӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма май пулӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, унсӑр пуҫне район лаптӑкӗнчи ҫурт-йӗр те сиенленмӗ. Ҫак вырӑнсене палӑртнӑ: 1) Б. Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫурт патӗнчи лаптӑк; 2) Комуналлӑ Слапата урамӗ патӗнчи ҫул унки патӗнчи вырӑн; 3) Эгер бульварӗнчи 43-мешпе 45-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑк; 4) Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи парк; 5) И. Яковлев урамӗнчи 16-мӗш ҫуртпа Кӑкшӑм урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗпе 7-мӗш ҫурт хушшинчи вырӑн; 6) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ умӗнчи вырӑн; 7) Чапаев скверӗ; 8) «Дорисс-парк»; 9) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 30-мӗш ҫуртпа транспорт унки хушшинчи лаптӑк; 10) Наци вулавӑшӗ умӗнчи И.Яковлев палӑкӗн тавралӑхӗ; 11) «ТрансСтройТех» техникумпа катастрофа медицинин республика центрӗн тата 149-меш ача пахчи хушшинчи лаптӑк; 12) Мир проспектӗнчи 98-меш ҫурт умӗнчи лаптӑк; 13) Садовӑй микрорайонпа Сӑкӑт кӗперӗ хушшинчи пуш вырӑн. Ленин район администрацийӗ фейерверк янӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗнчи тата хула администрацине пӑхӑнакан организацисенчи тӳре-шарана ӗҫе машинӑпа пыма чарнӑ. Анчах яланлӑх мар. Пӗр кунлӑха. Ӗҫ тата уйрӑм ҫын машинисемсӗр куна ирттерме Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков сӗннӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницне ҫырса хунӑ. Тӳре-шаран раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, тунтикун, ӗҫе общество транспорчӗпе — автобус-троллейбуспа — ҫитмелле. Кӑнтӑрла таҫта каймалли тупӑнсан та общество транспортне суйламалла. Киле те ҫавӑн пек таврӑнмалла. Тӳре-шарана автобус-троллейбуспа ӗҫе пырса кайма хушнин сӑлтавӗ — хулари транспорт реформине хакласси. Аса илтерер, ырантан хулари 1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутсене пӗтерӗҫ. 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗшӗсем урӑхларах ҫулпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Совет Союзӗн Паттӑрне Алексей Романович Логинова халалласа палӑк лартӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара унӑн ячӗпе урам хисепленме тытӑннӑ. Пӑхӑр скульптурӑна А.Логинов урамӗнче вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ЧР ШӖМӗпе ҫак ведомствӑн медсанчаҫӗ хушшинче пулӗ. Палӑка тумашкӑн 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «ЖКХ управленийӗ тата хӑтлӑх» организаци Петр Пупин скульпторпа килӗшӳ тунӑ. Шӑпах вӑл палӑк авторӗ. Скульптурӑна 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформи пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ ҫула тухӗ, 14 автобус маршрутне ылмаштарӗҫ, 16-шне пӗтерӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлесе хут ҫырнӑ. Вӗсем 51, 61, 59-мӗш маршрутсем ҫӳреме чарӑннине хирӗҫ. Ҫапла шухӑшлисем икӗ кунта 700 ҫын пухнӑ. Реформа килӗшменнине палӑртнӑ ҫырӑва Роспотребнадзора, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне, ытти ведомствӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пирки 51-мӗш маршрут ҫинче ӗҫлекен Вадим Орлов пӗлтернӗ. Маршрутҫӑсен представителӗ Сергей Беляев хула администрацийӗнче маршрутсене ют ҫынна парасшӑн тесе шухӑшлать. Кунта вӑл Алексей Ладыков сити-менеджер ятне те асӑннӑ. Шупашкарти пассажирсене «Питеравто» текен Питӗр хулинчи предприяти турттарма пуҫламалла имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра «Яндекс. Такси» таксисчӗсем час-часах аварие ҫакланчӗҫ. Руль умӗнче ӳсӗр водитель ларни те тӗл пулнӑ. Малашне Яндекс пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан таксистсене блокировка тума тытӑнӗ. Хӑвӑртлӑха мониторинг тӑвакан технологи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлӗ. Кунсӑр пуҫне халӗ таксире пӗр талӑкра нумай ӗҫлекен водительсем патне саккас пымасть, мӗншӗн тесен таксистӑн канмалла. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал авӑн-юпа уйӑхӗсенче Шупашкарта «Яндекс. Такси» службӑра ӗҫлекен водительсен 94 проценчӗ пӗр хутчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр йӗркине урӑх пӑсман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ. Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ валли ҫӗнӗ ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Сасӑлава 594 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 55,39 проценчӗ, чарӑнӑва «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗннӗ. 30,3 проценчӗ чарӑнӑван унчченхи ячӗшӗн сасӑланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 7,91 проценчӗ ята специалист тупасса шаннӑ, тепӗр 6,4 проценчӗ хуравлама иккӗленнӗ. Чарӑнӑва мӗнле ят парассине хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татӑклӑн калӗ. Паллах, вӑл сасӑлава хутшӑннисен шухӑшне шута илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫине тӑрсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Аса илтерер, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 25 метр ҫуллӗш ёлка уяв сӗмӗ кӳрӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне капӑрлатса пӗтересшӗн. Хӗрлӗ лапамра 4 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче каток йӗркелӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ тӑрсан ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ. Каток ҫинче ярӑнма ӗмӗтленекен, анчах коньки ятарласа туянас килмесен е ӑна илсе пыма маннисене ҫак хатӗре вӑхӑтлӑх усӑ курма парӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар хула валҫӗсем ачасене конькипе ярӑнма вӗрентме палӑртса хунӑ. Фигурӑсем туса ярӑнма вӗрентессипе тренерсем ҫине тӑрӗҫ. Унтах ҫавӑн валли кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, ҫав шутра пӗчӗк виҫеллӗ конькисемпе те тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна Шупашкарта пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Кунта сӑмах 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Красноармейски районӗнче тимленӗ Андрей Шестаков ҫинчен пырать. Малашне вӑл «Управление жилфондом города Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти ҫур-йӗр фончӗн управленийӗ) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пырӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян иртнӗ хула планёркинче пӗлтернӗ. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхччен ҫурт-йӗр фондне Валерий Гладков ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе Эдуард Семенов тӗп инженер пурнӑҫлама кӳлӗннӗ. Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗнче те улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулма Надежда Куликована ҫирӗплетнӗ. Н. Куликова унччен те финанс управленийӗнче ӗҫленӗ. пурӗ 18 ҫул. сак вӑхатра вӑл терлӗ пукан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Людмила Васильевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |