Пӑтӑрмахсем
verybank.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи саманара пирӗнтен чылайӑшӗ кредит тӳлет пулӗ. Совет саманинчи пек черете тӑрса хваттер тӳлевсӗр илеймӗн. Ӑна пилӗк ачаллисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсене тата ытти хӑш-пӗр категорие ҫеҫ параҫҫӗ. Ыттисен ирӗксӗрех ипотекӑна шанма тивет. Теприсем вара ҫурт-йӗр е хваттер туянма ҫеҫ мар, япала илме те кредит карттипе усӑ кураҫҫӗ. Канашра пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑмӑн та пулнӑ вӑл. Юпа уйӑхӗн каҫхине ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма кредит картти ҫинчи укҫан процент ставкине чакарма сӗннӗ. Хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ-шаннӑ. Хӑйӗн телефонӗ ҫине килнӗ кода тата пароле пӗлтернӗ. Ҫавсемпе усӑ курса ултавҫӑсем интернет-банкри уйрӑм ҫын пӳлӗмӗпе хуҫаланмалли телефон номерне ылмаштарнӑ. Унтан карттӑ ҫинчи 83 пин тенке вӑрланӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ номере Кострома облаҫӗнче регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
m.123ru.net сайтри сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтернӗ. Строительство компанийӗн рабочийӗсем кӳлмекре хута каякан «Одис» отель патӗнче траншея чавнӑ. Тарӑнӑшӗ 3 метра яхӑн пулнӑ. Унччен те пулман – пӗр рабочи ҫине тӑпра ишӗлсе аннӑ. Вӑл траншейӑра, аялта, пулнӑ. Рабочи тӑпра айне пулнӑ. Ӗҫтешӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, темиҫе сехет иртнӗ – кӑлӑхах. Вырӑна ятарлӑ служба та ҫитнӗ. Арҫынна тӑпра айӗнчен кӑларнӑ-ха, анчах ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл вилнӗ ӗнтӗ. Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑка пула икӗ ҫын шар курнӑ. Турра шӗкӗр, вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын Ҫӗнӗ Тутаркассинчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта вӑл хӑй унччен палламан 34-ри арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе тӑватӑ хут чикнӗ. Хырӑмран тата ытти вырӑнтан лектернӗ. 34 ҫулти арҫынна паллакан 23-ри каччӑ хушша-хуппа кӗнӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. 27-ри ҫамрӑка вӑл ҫӗре асфальт ҫине пусса ӳкернӗ, ӑна тӑма ирӗк паман. Апла пулин те лешӗ каччӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикме ӗлкӗрнӗ. Пӑтӑрмаха, юрать, куракансем пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе икӗ арҫын та сывӑ юлнӑ, йывӑр суранланнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫынсене ҫӗҫӗпе аматнӑ ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 27-ри каччӑ унччен те судпа айӑпланнӑ, ҫав шутра – ҫынна вӗлернӗшӗн те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
@gibdd21 сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче, «М-7» автоҫул ҫинче, тӑватӑ машина ҫапӑннӑ. Инкекре 13 ҫулти хӗрачапа 11-ти арҫын ача аманнӑ. Вӗсем машинӑсенчен пӗрин салонӗнче ларса пынӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Хендай» автомобиль водителӗ ҫул урлӑ каҫакана ирттерсе яма чарӑннӑ. Ҫуран ҫӳрекен ятарлӑ вырӑнтах, анчах светофор ҫук тӗлте, каҫнӑ. Ҫӑмӑл машина ҫине ҫурма прицеплӑ, йывӑр тиевлӗ машина пырса кӗнӗ. «Хендай» ҫавна май хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Лада Грантӑпа» пырса ҫапӑннӑ. Икӗ машина та ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑр машина ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Унӑн салонӗнче икӗ ача пулнӑ. Руль умӗнче пулнӑ 18 ҫулти хӗр тата машинӑри икӗ ачана ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
twitter.com/dbrnjhbzdkflbv1 сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинчи предприятисенчен пӗринче рабочисене ӗҫре хӳтӗлӗнмелли хатӗрсем паман. Ҫакна вырӑнти прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Надзор органӗ «Стройгарант» тулли мар яваплӑ обществӑра пулнӑ. Унта ӗҫ саккунне самай пӑсаҫҫӗ иккен. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе рабочисене вӑхӑтра паллаштарса инструктаж ирттермен. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсене ӗҫре хӳтӗленмелли хатӗрсем валеҫсе паман. Саккуна пӑхӑнман директор тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ пуҫлӑха штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
start.sampo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринчен тухса тарнӑ ҫынна суд тунӑ. Айӑплав вӑхӑтне вӑл ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерӗ. Унччен ӑна унтан кӑларса колони-поселение куҫарнӑ. 32 ҫулти Шупашкар арҫыннине йывӑр преступлени тунӑшӑн Ҫӗрпӳри ҫирӗп режимлӑ 9-мӗш колоние хупса хунӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче суд ӑна колони-поселение куҫарма йышӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӑна айӑпланнисем патне апатпа кайма ирӗк панӑ. Лешӗсем колонири ӗне кӗтӗвӗпе ҫӳренӗ. Шӑпах ҫавӑнтан тапса сикнӗ те хайхи. Ҫула май транспортпа малтан Патӑрьеле ҫитнӗ, унтан республикӑран тухса кайнӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин ӗҫченӗсем таркӑна пӗр эрнере Волгоградра тытса чарнӑ. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменнине тата колонирен тарнине шута илсе таркӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 5,5 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта 16 ҫулти яш банк счечӗ ҫинчи ҫын укҫине вӑрланӑ. Вӑл укҫа ачан аслашшӗ пулнӑ. 16-ри яш пӗррехинче 74-ри аслашшӗн банк карттипе лавккана кайнӑ. Лешӗ ӑна хӑйне валли апат-ҫимӗҫ туянса пама ыйтнӑ. Банк картти алла лексен ҫамрӑк хӑйӗн телефонӗ ҫине мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл аслашшӗн банк картти ҫинчен 320 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ. Ҫын укҫине (аслашӗнне пулин те) тытнӑ ҫамрӑка тӗрмене хупса усрамасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнче 46 ҫулти усламҫӑна суд тунӑ. Ӑна ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн явап тытарнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, кафе тытнӑ. Ӑна 44 ҫулти пӗр арҫын тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласа пулӑшнӑ. Арҫын ӗҫре ӳсӗр пулнӑ. Ҫавӑншӑн усламҫӑ тарӑхса кайнӑ, иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Унтан вӑл алли-урине ирӗке янӑ. Рабочие вӑл 30 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын киле кайма тухсан ҫул ҫинче вилсе кайнӑ. Суд усламҫӑна 7 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатасшӑн. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче инкек пулнӑ. Унта пӗр пӳртре икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Инкекре 81 ҫулти арҫын тата унӑн 83-ри арӑмӗ вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Сӗрӗм газ хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Ҫапах следовательсем тӗрлӗ версие тишкереҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче экспертиза тӑвӗҫ. Хальлехе ҫакӑ паллӑ: карчӑкпа старик вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн хвтатерсӗр юлас хӑрушлӑх пур. Пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Ун пеккисен тупӑша кӑтартакан декларацисем тӑратма тивет. Ҫав ҫын та ҫаплах тунӑ. 2015, 2016, 2017 ҫулсенчи миҫе тенкӗ ӗҫлесе илнине вӑл пытарман. Ҫав вӑхӑтра унӑн тата мӑшӑрӗн тупӑшӗ 5 миллион тенкӗрен кӑшт иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туяннӑ. Ипотекӑпа мар. Ӑна директорӑн арӑмӗн аякри тӑванӗ ҫине ҫыртарнӑ. Лешӗ те пенсири ҫын та, унӑн 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туянма укҫи-тенки пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хваттере туртса илме прокуратура тавӑҫпа тухнӑ. Ӑна судра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |