Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче плотинӑра арҫын путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗн Ирчемеспе Уйпуҫ ялсен хушшинче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Акчикассинче пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ҫӑлавҫӑсене унӑн мӑшӑрӗ чӗннӗ. Лешсем ирхине унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |