Пӑтӑрмахсем
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хальхинче ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем шар курнӑ. Пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «LADA Granta» автомобиль астумасӑр «КамАЗпа» ҫапӑннӑ, унтан ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Инкекре аманнӑ икӗ рабочие тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Иртнӗ шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккара «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Пушар каҫхи 18 сехет тӗлӗнче тухнӑ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Коммунистсен урамӗнчи 34-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тухнӑ. Унта «Магнит Косметик» косметика лавкки вырнаҫнӑ. Вут-ҫулӑма пула пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи стеллаж ҫинче тавар сиенленнӗ. Лавккара ӗҫлекенсем те, тавар туянакансем те шар курман. Пушара васкавлӑн сӳнтерме май килнӗ. Кам чӗртсе янине специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян республикӑра ҫил-тӑман алхаснӑран ҫине-ҫинех аварисем пулнӑ. Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнчи хӑрушӑ аварире 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Шупашкар районӗнче те машинӑсем ҫапӑнни пирки хыпарларӑмӑр. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын суранланнӑ. 11 сехет те 45 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче «Калина» водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Хондӑпа» ҫапӑннӑ. «Калина» рулӗ умӗнче 35 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл тата унӑн пассажирӗ, «Хондӑри» пассажир аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ, вӗсенчен пӗринче ача ларса пыни паллӑ. Инкек кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, Урай Макаҫ ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Пӑтӑрмаха «Лада Гранта» тата «ВАЗ-2115» машинӑсем ҫакланнӑ. Машинӑсенчен пӗрин водителӗ тата салонти хӗрача суранланнӑ. Анчах вӗсем, Турра шӗкӗр, ҫӑмӑл суран ҫеҫ илнӗ. Ҫакӑн пирки «Про Город» кӑларӑма ҫул ҫипчи инкеке асӑрханӑ ҫын пӗлтернӗ. Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу машини тата пушар сӳнтерекен машина пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян кӑнтӑрла, 12 сехетсенче, М-7 автоҫулӑн 734-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ача та пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймен, йывӑр тиевлӗ «Сканийӑна» сулахай айккипе ҫакланнӑ. Унтан минивэн хирӗҫ килекен КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн «Скания» «Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Тепӗр машина аварирен пӑрӑнас тесе кювета чамнӑ. «Шевроле» машинӑра пулнӑ тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 7-ри тата 15 ҫулти хӗрачасен. Пӗри пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама пӑрахнӑ. «Калинӑри» икӗ ҫын тата «Шевролери» ача суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водителе хӑваланӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пулса иртнӗ. «УАЗик» автомобиль водителӗ йӗрке хуралҫисем чарӑнма хушнине итлемен — урам тӑрӑх вирхӗннӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑран юлман — ун хыҫҫӑн хӑваланӑ. «УАЗик» юрлӑ ҫулпа вӑрах тарайман — лакса ларнӑ. Йӗркене пӑхӑнман водитель тӗлӗшпе административлӑ темиҫе материал шӑрҫаланӑ. Водительтӗлӗшпе ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн ҫеҫ мар, РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе те ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем чарма ыйтнине пӑхӑнман водителе самай тенкӗлӗх штрафлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхи пӗр сехет тӗлӗнче машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах пирки Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗрпӳри уйрӑмне пӗлтернӗ. Инкек «Атӑл-Сӗнтӗрвӑрри-Кӑнар» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Киа» машина ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Автомобилӗн 20 ҫулти водителӗ ҫул ҫине сиксе тухнӑ тилӗрен пӑрӑнас тенӗ. Юр ӑшне лакса ларнӑ машинӑна кӑларма май килменрен каччӑ йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ полицейскисем машинӑна туртса кӑларма пулӑшнӑ. Водитель вӗсене чунтан тав тунӑ, унтан вӑл хӑй тухнӑ ҫулпа васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи арҫын виллине тупнӑ. Вӑл подъезд умӗнче выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Эпир патне пыман. Ахӑртнех, арҫыннӑн вилли. Унта йӗрке хуралҫисем ӗҫлетчӗҫ. Вилене илсе кайманччӗ-ха» - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Вӑл 46 ҫулти арҫыннӑн вилли пулнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче ултӑ ҫын пушарта ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем. Паян кӑшӑлвируса сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче ҫак пушар пирки те калаҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшлӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров ҫак ҫемье ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ҫемье 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе Урнарта пурӑннӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ. Икӗ хӗрӗ /вӗсенчен пӗрин ачасем пулнӑ/ амӑшӗ тата унӑн арҫынни патне пурӑнма килнӗ. Амӑшӗ вара арҫыннипе виҫӗ ҫул пурӑннӑ. Пурӑнмали условисем япӑх пулнӑран ҫемье Ҫӗрпӳ районӗнче шутра пулнӑ. 7-ри тата 10 ҫулти ачсем шкулта вӗреннӗ, 4-ри хӗрача ача пахчине ҫӳремен, мӗншӗн тесен ку ялта вӑл пулман та. Соцӗҫченсем ҫемьене пӗрре мар килнӗ. Юлашки хутчен раштавӑн 26-мӗшӗнче пынӑ, ачасене сиплев учрежденине вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма сӗннӗ. Амӑшӗ Ҫӗнӗ ҫула ҫемьепе ирттерес тенӗ, уяв хыҫҫӑн пыма шантарнӑ. Вениамин Петров малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр холодильнике пула тухма пултарнӑ. Пӗртӑвансенчен пӗри ҫулӑм тухнине сиссен кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ вара мӗн тумаллине пӗлмен ахӑртнех – хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те кӳршисенчен пулӑшу ыйтма васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ пулнӑ Иван Моторина водитель прависӗр хӑварма пултарӗҫ. Ӑна руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Тӳре-шарара ӗҫленӗскере правсӑр хӑварас хӑрушлӑх пур тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлеме тивӗ. Республикӑн Правительствинче ӗҫленӗ чух Иван Моторин ҫул-йӗр правилине пӑсакансемпе кӗрешекен ӗҫ ушкӑнне йӗркелесе пынӑ. Иван Моторин пӑтӑрмаха 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ. Шупашкарти Энгельс-Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте «Nissan Pathfinder» автомобиль сылтӑмалла пӑрӑннӑ чух ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Машинӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Руль умӗнче пулнӑ Иван Моторина пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайсан экс-пуҫлӑх эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫула тухнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |