Пӑтӑрмахсем
Паян 11 сехетре Шупашкар тата Хыркасси хушшинчи, Чантӑр ҫывӑхӗнче, ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, ҫухату та пысӑк. Аварире ача тата аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ, 67-ри арҫын, Шупашкар еннелле кайнӑ чухне ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Мицубисипе» ҫапӑннӑ. «Мерседес» водителӗ аварире чӗрӗ юлайман. «Мицубисире» пулнӑ 6 ҫулти хӗрача та, шел те, вилнӗ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, «бустер» ҫинче ларнӑ. «Мерседес» водителӗн 63-ри арӑмӗ, «Мицубисири» арӑмӗпе упӑшки /хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ/ тата вӗсен 4-ри ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Пӗчӗк арҫын ача ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
«Pro-город» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ. 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Атӑл тӗпӗнчен арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ҫавӑнтанпах ӑна шыранӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ. Куславкка арҫынни пулла раштавӑн 7-мӗшӗнче каҫ енне тухса кайнӑ. 37-рискер пулӑ тытса сутса пурӑннӑ. Ку енӗпе вӑл профессионал пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх инкек хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаран сиксе тухнӑ. Пулӑҫ шыв ҫинче шӑнмасӑр юлнӑ вырӑна лекнӗ пуль теҫҫӗ. Пӑр ҫийӗн вӑл мотобуксировщикпа пынӑ. Арҫын виллине тата унӑн техникине водолазсем раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Атӑл тӗпӗнче тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӗҫлекенсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшни пирки хӑйсен Инстаграмри страницинче час-часах пӗлтереҫҫӗ. Паян та вӗсем ҫынна ырӑ тунӑ. «Ҫул ҫинче фура ҫапса хӑварнипе вилесси хӑрушӑ», — тесе ҫырнӑ @gibdd21 пабликра. Ҫухату ҫыннӑн ҫемйине пысӑк хуйхӑ илсе ҫитерет. Хамӑр пирки шухӑшламасан та тӑвансемшӗн пӑшӑрханар. Ҫуран ҫӳрекен пӗр ҫын федераци ҫулӗн хӗррипе утнӑ. Вӑл ҫула май транспорт ҫӳрекен енпе пынӑ. Ун ҫумӗнче машинӑсем аякран курӑнмалли нимле паллӑ та пулман. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Ара, водительсене тӗттӗмре ҫынна асӑрхама йывӑр-ҫке. Ҫуран ҫӳрекене пакунлисем Хусан енне каякан ҫула май машинӑпа лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 15 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Суд вӑл ҫынна вӗлернине ҫирӗплетнӗ. Ку инкек кӑҫал ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын Шупашкарта мунча комплексӗн пӗр ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер 20 ҫулти тата 21-ри пӗлӗшӗсемпе хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫамрӑккисене ҫӗҫӗпе чикнӗ. 20 ҫулти каччӑ вилнӗ, тепри чӗрӗ юлнӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судра явап тытнӑ. Вӑл ун чухне ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ. Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ. Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул хӗрринче выртакан ҫынна пулӑшнӑ. «Пулӑшу кирлӗ ҫынсенчен пӑрӑнса ан иртӗр», — чӗнсе калаҫҫӗ вӗсем. Патрульпе ҫула тухнӑ инспекторсем ҫул хӗрринчи тротуар ҫинче ҫын выртнине асӑрханӑ. Пакунли машинӑна чарнӑ та ҫуран ҫӳрекен патне пынӑ, мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утайманни палӑрнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа иртсе пыракан тепӗр машина та чарӑннӑ. Унӑн водителӗ васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Инкеке лекнӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Айӑпа йышӑнманПӑтӑрмахсем
Шупашкарти Кабель тата Машина тӑвакансен проезчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта икӗ машина ҫапӑннӑ. Инкекӗ «ВАЗ-21140» автомобильсем лекнӗ. Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн авари вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Водительсем ҫул-йӗр правилине пӑсманнине, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнине ӗнентерме тапранса кайнӑ. Кашниех хӑй тӗрӗс тунӑ тесе тупӑшнӑ. Машинӑсенчен пӗрин водителӗ пуҫне суранлантнӑ. Водительсем иккӗшӗ те — Шупашкарта пурӑнаканскерсем. Иккӗшӗ те машинисене страхламан. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленӗ те — иккӗшӗ те урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Канмалли кунсенче мунча хыҫҫӑн мунча ҫунать. Кун пирки РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Акӑ, сӑмахран, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре пӗр уйрӑм ҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Йывӑҫ мунча хыпса илнӗ, унӑн шалти пайӗ сиенленнӗ. Ҫав каҫах Улатӑрта вут-ҫулӑм алхаснӑ. Унта та йывӑҫ мунча ҫуннӑ. Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи каҫхине Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗри 65 ҫулти кил хуҫин мунчи тата хуралтисем ҫуннӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — кӑмакара. Вырсарникунхи пушарта Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тата Патӑрьел районӗсенче мунчасем ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |