Пӑтӑрмахсем
chelny-izvest.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне пӗр этем шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл банк ӗҫченӗ тесе улталанӑ. Хӗрарӑмран: « Эсир чӑнахах та кредит илесшӗн-и?» — тесе кӑсӑкланнӑ. Кивҫене кӗме шухӑшламан хӗрарӑм шикленсе ӳкнӗ, хӑй нимле кредит та илме палӑртманнине пӗлтернӗ. Ултавҫӑ-этем хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ. Телефон кӗпҫин тепӗр вӗҫӗнчи ҫын сӑмахне ӗненсе хӗрарӑм хай сисмесӗрех пӗр миллиона яхӑн тенкӗ кивҫен илсе ҫав укҫана пач палламан ҫынна куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна шанмалла маррине, банкпа ҫыхӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Алӑран ҫыртнӑПӑтӑрмахсем
Патӑрьел районӗнчи Куславкка ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл йӗрке хуралҫин сулахай аллинчен ҫыртса лартнӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшенче хӗрарӑмӑн упӑшки мопедпа шлемсӑр ярӑннӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ. Вӗсем мотоциклиста чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан тапса сикнӗ. Пакунлисем хыҫран хӑваланӑ. Арҫын хӑйӗн килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ. Унта хайхин арӑмӗ сиксе тухнӑ, пакунлисемпе хирӗҫме тытӑннӑ. Тарӑхнипе вӑл вӗсенчен пӗрин сулахай аллинчен ҫыртса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ хулинче килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын хӑйӗн ар хатӗрне ачасене кӑтартнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна хупса хумалла тунӑ. Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын 8-11 ҫулсенчи 4 хӗрача патне пынӑ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗнче вылянӑ. Арҫын ар хатӗрне уҫса кӑтартнӑ хыҫҫӑн таҫта кайса ҫухалнӑ. Ачасенчен пӗри киле кӗрсен ашшӗне евитленӗ. Арҫын пакунлисене пӗлтерме васканӑ. Пӑтӑрмахчен 6 кун маларах арҫын хуран вӑрланӑ. Хуҫи тӑкака 2,5 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтернӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ӑна 13,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
time56.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ ҫыннӑн велосипедне вӑрланӑ. 38 ҫулти хӗрарӑм тин ҫеҫ туяннӑ велосипед ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. 17 пин тенкӗ ытла тӑракан хатӗр ҫӗрле ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна нумай хваттерлӗ ҫуртӑн коридорӗнче хӑварнӑ. Велоҫӑрапа тыттарни те пулӑшман. Ҫавӑн пек пӑтӑрмах 36 ҫулти хӗрарӑмпа та пулса иртнӗ. Велосипеда вӑл подъездри стена ҫумне таянтарса хӑварнӑ. Кӑштахран коридора тухсан велосипед ҫуккине асӑрханӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 58 ҫулти арҫын велосипеда урамра, нумай хваттерлӗ ҫурт подъезчӗ умне, тӑратса хӑварнӑ. Кӑнтӑрла никам та тӗкӗнмӗ тесе шаннӑ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта ку пӑтӑрмах ҫулталӑк каяллах, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Администраци ҫурчӗсенчен пӗрне юсанӑ чухне пӗр рабочи ҫивитти ҫинчен персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскер инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 216-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух асӑрханманни ҫын вилнипе вӗҫленсен айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем строительство ӗҫсене пурнӑҫлакан организацин 43 ҫулти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫлӑх ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Рабочие вӑл ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе паллаштарман ҫеҫ мар, ӳкесрен хӳтӗленмелли ятарлӑ хатӗрсӗр тата тӗпӗ шуҫтарман пушмаксӑр хӑпартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: эрех ӗҫме юратакан, киккирикне хӗртсен усалланса каякан пӗр арҫын ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. 10-ри ачана ачана амӑшне хӳтӗлеме тӑнишӗн патак лекнӗ. Пӑтӑрмах Йӗпреҫре пулса иртнӗ. Ниҫта та ӗҫлемен вӑйпитти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑпланӑ. Ӗҫсен хайне пачах тытма пӗлмен этеме суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшенче, ҫиччӗри ача балконтан ӳксе вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана аслисем килте пӗччен хӑварна. Хӗрача чӳречине кантӑк лартнӑ балконтан ӳкнӗ. Тӑваттӑмӗш хутран персе аннӑскерӗн пурнӑҫӗ самантрах татӑлнӑ. Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсемпе криминалистсем ҫитнӗ. Вӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем инкек вырӑнне пӑхса ҫаврӑннӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе вӗсем тӗпчев пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗчӗк ачасене килте пӗччен хӑвармалла марри пирки аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Куславккара пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Яшӑн ҫын пурлӑхне ҫаратнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 161-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тытма тивӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл Куславккари Воложка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫывӑхӗнче 46-ри ӳсӗр арҫынна асӑрханӑ. Унӑн карас телефонне, сигартне, пӗр кӗленче эрехне тата 100 тенкӗ укҫине уҫҫӑн ҫаратнӑ. Тӗпчевҫӗсем тӑкак виҫи 9 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ кунтан, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине, каччӑ Куславккари автозаправка станцийӗн территорийӗнчи автомобиль пылесосне вӑрланӑ. Ку япала 7 пин тенкӗ ытла тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсем вилнӗ. Пушар каҫхине пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ, ҫулӑм хыҫҫӑн нимӗн те юлман, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Пушара сӳнтерсен хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – аппӑшӗпе шӑллӗ. Хӗрарӑм – 50-ра, арҫын 47 ҫулта пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, ку инке криминалпа ҫыхӑнман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта общежити ҫуннӑ. Пушар тухсан ҫуртри электричествӑна чарса лартнӑ. Ӗнер каҫхине, 20 сехетре, Терешкова урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Ку – общежити. Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Электричествӑна чарса лартнӑ, ҫынсене урама илсе тухнӑ. Вырӑна виҫӗ пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Юрать-ха, общежитире пурӑнакансенчен нихӑшӗ те суранланман, шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |