Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Елчӗк районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Халӗ Тӗрӗслев пушар лабораторийӗн эксперчӗсем ҫулӑм мӗнрен тухние тӗпчеҫҫӗ. Юрать-ха, ӗне ферми пушах пулнӑ. Ҫулӑм унӑн тӑррине сиенлетнӗ, пушар пӗтӗмпе 800 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗри хуралтӑсем шар курман. Кушкӑ ферминчи пушара сӳнтерме тӑватӑ машина ҫитнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи Лоза урамӗнче ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, унта икӗ ҫын вилнӗ. Ҫулӑм кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине куҫнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ пушах ларнӑ, теприн хуҫисем суранланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пысӑк инек пулнӑ. 13-мӗш хутран ача ӳксе вилнӗ. Пӗчӗкскер 3 ҫулта пулнӑ. Вӑл ӗнер 19 сехет те 50 минутра чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача килте аслашшӗпе /е кукашшӗпе/ пулнӑ. Вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Шел те, ача тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ. Инкек вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача подъезд тӑррине ӳкнӗ. Унӑн кӗлеткине пушар машинин пусмипе илсе антарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
commapress.ru сайтри сӑн Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл подъезд умӗнче выртнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗр хӗрарӑм урамра уҫӑлса ҫӳренӗ, ача кӳми тӗксе утнӑ. Шӑпах вӑл асӑрханӑ та арҫын виллине. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын нумай хутлӑ ҫуртӑн пӗрле усӑ курмалли балконӗнчен ӳкнӗ. Вӑл подъезд умӗнчи бетон картлашка ҫине персе аннӑ, ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑй арҫын 40 ҫулти пек курӑнать. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
photosight.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхине икӗ пулӑҫ Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхне Сӑр юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Анчах хайхискерсем каялла таврӑнман, вӗсене шырама пуҫланӑ. Киммине тепӗр ирхине тупнӑ, вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине Улатӑр районӗнче юханшывра арҫын виллине тупнӑ. Вӑл – ҫав пулӑҫсенчен пӗри. Вилене тӳрех судмедэкспертизӑна панӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Арҫын тумпа пулнӑ, докуменчӗсене те ҫумрах тупнӑ. Тепӗр пулӑҫа халӗ те шыраҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сайтра ҫӑра пуррине пӑхма ан манӑр Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ хӗрарӑм самолет туяннӑ чух улталаннӑ. Вӗсенчен пӗри 18 пин тенкӗсӗр юлнӑ, тепри - 16 пинсӗр. Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм онлайн-билет илес тесе пӗр сайта кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл анкета тултарнӑ май хӑйӗн пирки йӑлт ҫырса пӗлтернӗ. Ҫав шутра – банк карттин тӳнтер енчи CVV-кода та. Смс-ҫырупа килнӗ кода ҫырса янӑ хыҫҫӑн электрон авиабилета электрон почтӑпа ярса парассине кӗтме тытӑннӑ. Анчах усси пулман. Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ. Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чух питӗ тимлӗ пулмалла. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче сайтӑн домен адресне тата браузерта хӑрушсӑрлӑх ҫӑри пуррине пӑхмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» А-151 ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, сиксе тухнӑ. «Мерседес» минивэн водителӗ ҫулӑн сулахай енче ларакан манипуляторпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑра 9 пассажир пулнӑ. Вӗсене водитель Мускавран Патӑрьел районне илсе килнӗ. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем инкеке ҫакланнӑ. Манипуляторпа ҫапӑнсан «Мерседес» водителӗ аманнӑ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Ыттисене вырӑнта пулӑшнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл автомашина водитель тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, паян ҫӗрле, Улатӑрта пушар пулнӑ. Лазо урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ӑна тӗп тунӑ, ӑна каялла ҫӗнетме май ҫук. Ҫав ҫуртра упӑшкипе арӑмӗ, 62-ри арҫынпа 56-ри хӗрарӑм, пурӑннӑ. Вӗсем ҫырӑнмасӑрах кун кунланӑ. Шел те, пушар хыҫҫӑн вӗсен виллисене тупнӑ. Пушар кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Пӗринче ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем шар курман. Тепӗр икӗ пӳрт пушах ларнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Тӗрлӗ версие пӑхса тухаҫҫӗ, ҫав шутра – пирус асӑрханмасӑр туртнине те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн. Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче руль умӗнчи хӗрарӑм йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Вӑл руле итлеттереймен, ҫул ҫинчен тухса кайнӑ. Ку авари юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. 35 ҫулти хӗрарӑмпа пӗрле 7 ҫулти ачи пулнӑ. Хӗрарӑм хӑй те, ачи те ятарлӑ пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Ҫитменнине, ачан ятарлӑ кресло пулман. Аварире шар курнӑ хӗрарӑмпа шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен сурансем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
mytopdating.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн 4-мӗш пайне 42 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ. Вӑл хӑйӗн пирки ют ҫӗршыв патшалӑхӗн ҫар докторӗ тесе каланӑ. Арҫынпа хӗрарӑм темиҫе уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ. Кӑштахран арҫын ҫар служби вӗҫленнине пӗлтернӗ, укҫа йӑпӑртлӑха кивҫен пама ыйтнӑ. Тупра авиабилет туянма тата медицина тӗрӗслевӗ тухма кирлине ӗнентернӗ. Кивҫен илнине киле ҫитсен тавӑрса пама шантарнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫынна шаннӑ, ӗненнӗ, 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑмӑн укҫи пӗтсе ҫитсен арҫын та ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |