Культура
![]() Антонина Лукина. hdshi.chvs.muzkult.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн культура отраслӗнче ӗҫлекен тата тепӗр икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура училищин (техникумӗн) преподавательне Сергей Ерисова тата Патӑрьел районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссерне Луиза Леонтьевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятсем панӑччӗ. Эрнекун кун пек ята Куславкка районӗнчи «Культура аталанӑвӗн, вулавӑш тытӑмӗн тата архив ӗҫӗн центрӗ» автономи учрежденийӗн режиссерӗ Наталья Исаева тата Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑчан ӳнер шкулӗн преподавателӗ Антонина Лукина тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(Геннадий Исаев художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май) («Чӑваш философийӗ. Чӑваш чунӗн философийӗ» кӗнекерен)
Г.И. Исаев (1925, раштав, 28 – 2007, чӳк, 15) философ пулнине туякансем, сӗмленекенсем, палӑртасшӑн ӑнтӑлакансем пулнӑ. Чӑваш ӳнер музейӗнче сӑрӑҫӑн куравне уҫнӑ чух (2005, раштав, 28) Александр Егоров Г.И. Исаева: «Вы великий философ», – терӗ. «Нашедший Будду» ятлӑ тӗрленчӗк пичетлерӗ (Ведомости Чувашской Республики, № 2 (98), 10–16 января 2006, с. 22). «Шалт тӗлӗнтерсе ярать: 80 ҫулхи ӑста чунӗпе иккен чӑн-чӑн… дзен-буддист» («К нашему потрясению, 80-летний мастер оказался в душе самым настоящим… дзен-буддистом»), – ҫырчӗ ӑслӑ та пултаруллӑ журналист. Атнер Петрович та хӑйӗн тӗрленчӗкне дзенпа ҫыхрӗ (Хусанкай А. Чувашский дзэн // ЛИК, 2007, № 1, с. 51–52.). «ЛИК» журналӑн ҫак номерӗнчех ман ӗҫ те кун ҫути курчӗ (Яковлев Ю. Тайновидец чувашской природы // ЛИК, 2007, № 1. с. 53–54.). Вулаканӑмӑр патне ман чӑвашла ҫырнисене ҫитерес килет: Яковлев Ю. «Кашни харпӑр хӑй ҫӗрӗ ҫинче туптӑр телей, пуянлӑх» // Хыпар, 1996, пуш, 5; «Чун вӗҫет…Чун…» (Геннадий Исаев художник Соломон патшапа тава кӗни пирки) // Ар, 2001, кӑрлач, 16, 3 (24) №; Сив ачи (Геннадий Исаев художникӑн чунӗнчи тата пултарӑвӗнчи сивлеклӗхӗн метафизикӑллӑ пӗлтерӗшӗ пирки) // Тӑван Атӑл – Ялав, 2006, 9 №, 143 – 146 с. |
Культура
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ташшисене вӗрентмелли ӑсталӑх сехечӗн пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. на онлайн-мелпе йӗркеленӗ. Чӑваш ташшипе ӑсталӑх сехетне Шупашкарти тӗп клубӑн тытӑмӗнчи «Нарспи» клубӑн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ Алиса Лукина ирттернӗ. Чӑваш халӑх хореографи ӳнерӗ икӗ жанртан тӑрать: вӑйӑ (уяв картисем), maшӑ. Жанрсенче хӑйсен тӗсӗсем пур. Уяв картинче — юрӑ карти, вӑйӑ картисем, ташӑ карти тата карта вӑййисем. «Сарпике» ансамбль «Вӑйӑра» ташша кӑтартнӑ. Коллектив ертӳҫи Алиса Лукина ташӑпа паллаштарнӑ. «Нарспи» клубӑн аккомпаниаторӗ, баянист, «ЯлАр» этно-рок ушкӑн ертӳҫи Николай Пыркин та кӑсӑклӑ самантсене уҫӑмлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пысӑк экран ҫине «Зоя» фильм проката тухать. Палӑртма кӑмӑллӑ: Зоя Козьмодемьянскаян рольне Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Анастасия Мишина калӑпланӑ. Настя 1993 ҫулта ҫуралнӑ, 2012 ҫулта Раҫҫей театр ӳнерӗн институтне (ГИТИС) режиссер факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Владимир Маяковский ячеллӗ театр труппине йышӑннӑ. Настя «Вольф», «Заключение» фильмсенче те ӳкерӗннӗ. Хальхинче Анастасия Мишина Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ паллӑ разведчицӑна – Зойӑна – вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш журналистики пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. ҫак дата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» пуҫласа пичетленнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл паян, 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта кун ҫути курнӑ. 2021 ҫулта сакӑр пичет кӑларӑмӗ 90 ҫулхи юбилейне уявлӗ: «Тантӑш» ача-пӑча хаҫачӗ, «Тӑван Атӑл» журнал, Патӑрьел районӗнчи «Авангард», Канаш районӗнчи «Канаш», Куславкка районӗнчи «Ялав», Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Парачкав районӗнчи «Порецкие вести», Комсомольски районӗнчи «Каҫал ен» хаҫатсем. «Хресчен сасси» 30 ҫулхине уявлӗ. Радио калаҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет, Чӑваш Енри телекурава йӗркеленӗренпе — 60 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьелти халӑх театрӗ. batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльти ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта культура сферинчисем те пур. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята икӗ ҫынна панӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин культура училищин (техникумӗн) преподавателӗ Сергей Ерисов, тепри — Патӑрьел районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссерӗ Луиза Леонтьева. Патӑрьелти халӑх театрӗн кун-ҫулӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленӗ драма кружокӗнчен пуҫланнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫеҫ ӗҫлемен вӑл. Коллектив 1970 ҫулта халӑх театрӗ ята тивӗҫнӗ. 2015 ҫултанпа Луиза Леонтьева ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Улатӑрти хула училищи пулнӑ икӗ хутлӑ ҫурт пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче шеллевлӗн курӑнса ларнӑ. 1911 ҫулта хӑпартса лартнӑскере 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫурта юсаса ҫӗнетмелле пулин те укҫа-тенкӗ уйӑрман. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, 2020-2021 ҫулсенчи хӗле ҫурт ӑшӑсӑр кӗтсе илме пултарнӑ. «Вырӑнти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Татьяна Алексеевна Борисова мана укҫа уйӑрма май тупма ӳкӗте кӗртрӗ, унтан подряд организацийӗ ӗҫе тытӑнчӗ», — аса илнӗ Элтепер. Халӗ историпе культура палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ, унта ӑшӑ та ҫутӑ. Каярах ҫав ҫурт тавралли лаптӑка хӑтлӑлатасшӑн, унта Вырӑс провинцийӗн музейне уҫасшӑн. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, территорие илемлетиччен проект хатӗрлемелле, ун валли каллех укҫа тупмалла. «Тупӑпӑр», — шантарнӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ ҫул тӗленчи вӑрӑм уяв кунӗсенче пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ют регионсене кайса курнӑ. Вӗсем хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ облаҫӗпе республикипе паллашнӑ. Пирӗн тӑрӑх та ҫул ҫӳрекенсене те кӑсӑклантарнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чӑваш Енре тӗрлӗ регионти 21 пин ытла турист килнӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ Шупашкарта пулнӑ. Туристсем Хӗрлӗ тӳремре, Мускав ҫыранӗн хӗрринче, Чӑваш наци музейӗнче, Муркаш районӗнчи шыв сикки патӗнче йышлӑн ҫӳренӗ. Чӑваш Ене килсе курнӑ хӑнасем — Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен, Дагестанран, Ярослав облаҫӗнчен тата ытти регионтан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Олег Николаев. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑри журналистсене хисеплӗ ят парас шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗсемпе тӗл пулсан паллӑ пулнӑ. Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 115 ҫул ҫывхарнине халалланӑ тӗл пулура республика ертӳҫи журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Вера Иванова журналист: «Журналистсем такамшӑн та тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ хускатнӑ ыйтусем те ҫынсемшӗн тӑрӑшнипех ҫыхӑннӑ. Анчах вӗсем хӑйсемшӗн пачах та ыйтмаҫҫӗ тесен те юрать. «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хисеплӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» хисеплӗ ятсем туса хума май ҫук-ши?», — тесе ыйтнине Олег Алексеевич «Лайӑх сӗнӳ», — тесе йышӑннӑ, яваплисемпе сӳтсе явма пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!! Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ! Е.В. Николаева опернӑйне е вырӑс драма театрне директор пулма тухса кайӗ! К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ В.Н.Оринов пулса тӑрӗ! М.Н. Юхмашӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ! Унӑн спектаклӗсене драма театрӗнче нихӑҫан та выляман! Опернӑйӗнче ачашланса пурӑнакан В.Л. Клементьевне чӑваш театрӗн директорне лартас! Ҫамрӑксен театрӗнчен вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсенче выляс кӑмӑллӑ артистсене вырӑс театрне куҫарас! Урӑх ҫул ҫук! Чӑваш этемӗ вырӑс чӗлхиллӗ рольсене выляс тени ирсӗрлӗх! Чӑваш чӗлхине юратманнине пӗлтерет анчах! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |