Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӗмпӗрти Акатуя тата унта иртекен Халӑхсен туслӑхӗн кунӗпе саламлама концертпа тухса кайӗ. Уяв ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Винновская роща» культурӑпа кану паркӗнче иртӗ. Акатуй 11 сехетре пуҫланӗ. Уява Тутарстанри, Оренбург, Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчи коллективсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗрсем чӑваш Акатуйне кӑҫалхипе 32-мӗш хут пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫав уяв «Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ. Иван Яковлев хваттерӗ» музей территорийӗнче чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫнипе пӗр килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |