Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Куславкка хулинче республикӑри хуткупӑсҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Чувашские переливы» (чӑв. Чӑваш юрри-ҫемми) ятпа йӗркеленӗскере тӗрлӗ районпе хулара, ялпа поселокра пурӑнакан сакӑр теҫетке ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла хуткупӑспа хитре каланӑ, такмакланӑ.

Хуткупӑсҫӑсене хаклама пуҫтарӑннӑ сумлӑ тӳресем Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Александр Никоноров пултарулӑхне уйрӑмах пысӑк хак панӑ. Фестиваль-конкурсра ҫӗнтернӗ ӑстана хуткупӑс туянма сертификат тыттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CFY7zu_gb05/
 

Культура

Станислав Убасси журналист чӑваш апат-ҫимӗҫне Шупашкарта тата Чӑваш Енре тутанса пӑхма май ҫукки пирки Фейсбукра ҫырнӑ.

Чӑваш апатне ӗне ҫисе янӑ-шим? Ҫапларах пуҫ ватать журналист. Ку темӑна вӑл Марина Карягина тележурналиста хускатма сӗннӗ иккен.

«Хӑнасем наци апачӗ тутанса пӑхасшӑн. Вӑл та наци палли. Музейсем-палӑксем ҫеҫ мар», — тесе шухӑшлать Станислав Убасси. Республикӑра наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлекенсен конкурсне те ирттернӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан кӗнекесем те час-часах кӑларать.

Журналист палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта — 100 ытла ресторан-кафе. Иккӗшӗ кӑна чӑваш ятлисем — «Ехрем хуҫа» тата «Юлташ». Унран та ытларах. Ячӗсем — нумайӑшӗн акӑлчанла. Станислав Убасси ӳркенмесӗрех тӗрлӗ ҫӗре шӑнкӑравласа пӑхнӑ. Пӗр 50 ресторан-каферен пӗринче те наци апачӗ ҫук тесе пӗлтернӗ. Журналист чӑваш апатне хатӗрлеме колледжсенче вӗрентменнине, шкулсемпе ача пахчисен менювӗнче тӑван халӑхӑмӑр апачӗ ҫуккине те палӑртнӑ.

 

Культура
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрнере 109 ҫулти ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку ӗҫе «РАС» фирма пурнӑҫлӗ. Ҫурта 90 кунра туса пӗтермелле. Ку тӗллевпе 14,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Маркс урамӗнче вырнаҫнӑ ҫурта 1911-1912 ҫулсенче тунӑ. Ӑна Таланцев пиччӗшӗпе шӑллӗн укҫи-тенкипе хӑпартнӑ. 1928 ҫулта унта Етӗрне районӗн пульницин хирурги уйрӑмӗ вырнаҫнӑ. 2008 ҫултанпа – ача-пӑча уйрӑмӗ. 2010 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчен унта ӳнер музейне уҫнӑ.

Ҫурта РФ халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн статусне панӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

2. Утса тухнӑ ҫул мӗн кӑтартать?

Килти ҫӳлӗк ҫинчи тахҫанхи те хальхи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене чылай вӑхӑт ҫавӑрса лартӑм. Вуласа тухнисем ватӑлнӑ чуна ҫӗнӗрен ҫупӑрларӗҫ. Унта шухӑшламалли пайтах, унта — чӑвашӑн йывӑр кунҫулӗ, пирӗн халӑхӑн ҫутӑ ӑс-хакӑлӗ те ҫирӗп тӑн-пуҫӗ, писательсен пултару паттӑрлӑхӗ. Унта – чӑваш литературин классики, халӑх сӑмахлӑхӗ, ача-пӑча литератури, чӗлхе пӗлӗвӗ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем, истори, ӳнерсем, тӗрленчӗксемпе асилӳсем, теори, критикӑпа библиографи, ҫамрӑксен пайӗ, календарь, сатирӑпа юмор тата тӗнче литературинчен куҫарнӑ паха хайлавсем. Чухӑн пирӗн альманах, чуххӑм пирӗн журнал тесе калаймӑн.

«Трактӑрӑн» пӗрремӗш кӗнекинче (1931, январь-февраль) Василий Краснов-Аслин «Тӑвалла» сыпӑкӗсем (кун ҫути курнӑ пӗрремӗш чӑваш романӗ) пичетленме пуҫланӑ, Мӗтри Юманӑн «Колхоз новеллисем», Николай Патманӑн «Вобла ҫинчен» калавӗ, Сергей Ялавинӑн «Савӑт сасси» пьесси, Илле Думилинӑн эскимоссем ҫинчен «Самоедсем патӗнче» очеркӗ, Кӗркури Келин «Ҫилапӗкпе тонӗк ҫинчен тавлашни мӗнле сӳтӗлсе тухрӗ» статйи, Андрей Петтокин «Ҫирӗм иккӗ» поэми, Василий Алагер, Валентин Ахтупай, Ехрим Иванӗ, Николай Пиктемир, Куҫма Наманган сӑввисем пичетленнӗ.

Малалла...

 

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӗҫех ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитерӗҫ. Вӑл «Шуйттан чури» ятлӑ.

Хальхи вӑхӑтра декорацисене тата геройсен ҫипуҫӗсене хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартаҫҫӗ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева.

Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ.

«Шуйттан чури» трагедие Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр.

Спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе ҫитерме палӑртаҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш художникӗсен союзӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юбилейлӑ курав курав уҫӑлнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Ӗнерех Чӑваш Енри художниксен союзӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, союза ертсе пыма Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) скульптора шаннӑ. 150 ытла художникран сасӑлава 93-ӗн хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ Нагорновшӑн пулнӑ.

Владимир Нагорнов — республикӑри чи паллӑ скульпторсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсем хушшинче монументсем, портретсем, рельеф композицийӗсем пур. Раҫҫей тата Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Золото тюрков» (чӑв. Тӗрӗксен ылтӑнӗ)

Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал форума пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче вӑл Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑн уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче иртет.

4 кунта тӗрлӗ вӗрентӳ программи йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫав шутра – ӑсталӑх класӗсем, экспертсемпе тӗлпулусем, этнокультура енӗпе лекцисем.

«Тӗрӗксен форумӗ» пӗлтӗр Шупашкарта иртнӗччӗ. Унта ҫӗршывӑн 14 регионӗнчи 160 ҫамрӑк хутшӑннӑ.

 

Культура

Тӑвай районӗнчи Элпуҫ ялӗнчи шкула 1886 ҫулта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев хутшӑннӑ. Унта самана ыйтнине шута илсе Турӑ саккунне, ҫырулӑха, вулама тата арифметикӑна вӗрентнӗ.

1974 ҫулта ҫурта республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра культура эткерлӗхӗ шутланакан 379 объект пур. Вӗсем – чиркӳсем, купса ҫурчӗсем, 18-20 ӗмӗрсенче тунӑ хуҫалӑх хуралтисем. Росреестрӑн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем ҫавсене тупса палӑртас тесе кӑҫал самай тӑрӑшнӑ. Шел те, 33 ҫурт докуменчӗсене тупма май килмен. Истори пӗлтерӗшлӗ тепӗр 18 ҫурта вара ҫулталӑк вӗҫлениччен кадастр учетне илӗҫ.

 

Культура

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫулҫӳревҫисен пӗрремӗш форумӗ иртӗ. Вӗсем кӑҫалхи ҫулла епле канни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Инҫе ҫула тухсан мӗн пӗлмеллине ӑнлантарса парӗҫ. Ҫула тухсан ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарӗҫ.

Форум Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртӗ. Вӑл 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансене 17 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ.

Чӑваш Енри ҫулҫӳревҫӗсен пӗрремӗш форумне хутшӑнас ыйтусене 8 (8352)23-02-17 (хушма номер 128) телефон номерӗпе уҫӑмлатма пулать.

 

Культура

ЧР Культура министерстви ыйтнипе архивсене, музейсене, кинотеатрсене тата кинозалсене уҫма ирӗк панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова театрсемпе концерт организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Театрта кӑшӑлвирус ересрен хӑранипе зала ҫуррине ҫеҫ тултарма ирӗк панӑ. Куракансен пӗр-пӗринчен пӗр метртан ҫывӑхарах ларма юрамӗ. Пӗр ҫемьери ҫынсем пулсан юнашар ларма чармӗҫ.

«Организацисем ӗҫлеме тытӑнсан та хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма тивӗ», – тенӗ министр.

 

Страницӑсем: 1 ... 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, [191], 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, ...421
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем