Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр арҫын Чӑваш Енри икӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗн ертӳҫи-мӗн. Хайхискер аварие ҫакланнӑ тӗн ҫыннине сипленмешкӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра республикӑн митрополичӗ вырӑнта пулман. Варнава владыка ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 34 ҫулти арҫын тата 48-ти хӗрарӑм ӑна ӗненмен, полицие пӗлтернӗ. Ултавҫӑ вӗсенчен 40 пине яхӑн тенкӗ сӑптӑрма шутланӑ. ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе 33 ҫулти арҫын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл – Кемӗр облаҫӗнчен, унччен те судпа айӑпланнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Вӗсем хулари Горшенин урамӗнче брусчатка сарнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем тимленине Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти пайӗн миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ютран килнисен ӗҫлеме юрать-ха, анчах малтан ятарлӑ ирӗк (е патент) илмелле. Хайхисен ун пек хутсем пулман. Ҫавӑ саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать. Брусчатка саракансенчен кашнинех 2-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫлеттернӗ организаци (вӑл — кӳршӗллӗ регионта регистрациленнӗскер) тӗлӗшпе те протоколсем ҫырнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Саккуна пӑснӑ организацие 250 пин тенкӗрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран штрафлама е предприяти ӗҫне 90 кун таранлӑха чарса хума май юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Хурӑнлӑхри ваттисен ҫуртӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӑхӑнать. Ваттисен ҫуртӗнче санитарипе эпидемиологи саккунне пӑсаҫҫӗ иккен. Сӑмахран, сӗт-ҫу тата ытти апат-ҫимӗҫе упракан холодильникра термометр ӗҫлемен. Холодильникра управ вӑхӑчӗ тухнӑ ҫӗпре упраннӑ. Савӑт-сапа ҫумалли пӳлӗмре ҫӳп-ҫап контейнерӗпе ҫывӑхрах ҫӗрулми упранӑ. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, аван уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарта авари пулнӑ. Чутах шкул ачин пурнӑҫӗ татӑлман. Юрать-ха, инкек лайӑхпа вӗҫленнӗ. Паян ирхине Октябрь 50 ҫул тултарнине халалланӑ урамра автокран ҫул урлӑ каҫакан шкул ачи ҫине кӗрсе кайнӑ. Ача «Мега Гелекси» патӗнче утнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача 7 ҫулти пек курӑнать. Вӑл велосипедпа пулнӑ. Вырӑна ҪҪХПИ, ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ. 22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ. Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Шупашкарта «Волга» ҫӑмӑл машина хыпса илнӗ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал хыпарланӑ. Марков урамӗнче ларнӑ транспорта сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ пушарнӑйсем пулӑшнӑ. Апла пулин те машина усӑ курма юрӑхсӑр. Вӑл йӑлтах ҫунса кайнӑ, ӑна тимӗр-тӑмӑра ҫеҫ ӑсатайӑн. Шупашкарта ӗнер тата тепӗр ҫӗрте те автомобиль ҫуннӑ. Вӑл та — хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑскер. Николаев урамӗнче «ВАЗ-2114» машина хыпса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсен чаҫӗ ҫывӑхрах пулнӑран пушарнӑйсем ҫулӑма самантрах сӳнтернӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() iz.ru сайтри сӑн Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, хальхинче ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехетре Николаев урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече ани ҫине хӑпарса кантӑка уҫнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амашӗ килтех пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Суранланнӑ ачана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() putpobedy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокуратури «Сӑрҫи» заповедникри пушра сӑлтавне тӗпченӗ. Надзор органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 11,5 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑм вӑрман фондне 13 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Вӑрманта пушар тухни ҫын тимсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Тӗпчев материалӗсене прокуратура следстви органӗсене ярса панӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 261-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вӑрмансене тӗп туни е сиен кӳни) килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарассине татса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине ҫутҫанталӑк прокуратури хай тӗрӗслесе тӑрӗ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" хаҫатран илнӗ сӑн Паян ҫӗрле Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Ку инкек Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 25-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ патӗнче пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 23 ҫулта пулнӑ, вӑл 11 хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хӗр мӗнле майпа ӳкнине тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |