Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Паян хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫумӑр ҫунӑ. Канаш районӗнче вара самаях вӑйлӑ чашлаттарнӑ, аслати те авӑтнӑ. Ухман ялӗнче инкек пулнӑ. Ҫынсем пурӑнакан ҫурта аҫа ҫапнӑ. Ҫавна май пушар тухнӑ. Ку инкек паян 16 сехетсенче пулнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шар курнӑ ҫынсем пирки хыпар пулман. Аса илтерер: синоптиксем Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын пӑтӑрмаха икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ун пирки пакунлисене килтисем евитленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫавскер йӗрке хуралҫисемпе пуҫтахланма именмен. Пакунлисем киле пыни тарӑхтарнӑран вӑл вӗсене хирӗҫ сенӗкпе сиксе тухнӑ. 38 ҫулти арҫын ҫивӗч вӗҫлӗ ӗҫ хатӗрӗпе чикессипе хӑратнӑ. Пакунлисем арҫынна тытса чарса аллине сӑнчӑрланӑ. Кайран ӑна йӗрке хуралҫисем хӑйсемпе лартса кайнӑ. Йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ арҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать. Пуҫиле ӗҫе Канаш районӗнчи суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх. Ӗнер Куславкка районӗнчи «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче икӗ пысӑк машина ҫапӑннӑ. Вӗсем ирхи 10 сехетре инкеке лекнӗ. «Скания» тата ҫур прицеплӑ «КамАЗ» пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн «КамАЗ» водителӗ инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, «Скания» водителӗпе пассажирӗ суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче машинӑсене иртсе ҫӳресси пӗр вӑхӑтра йывӑрланнӑ. Кайран ҫула уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта каллех тепӗр ҫын нумай хутлӑ ҫуртран ӳкнӗ. Шел те, хальхинче те ку пӑтӑрмах вилепе вӗҫленнӗ. Ку паян 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Про Горд» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын нумай хутлӑ ҫуртӑн пурте усӑ куракан балконран ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах Учитель урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын йӗрке хуралҫисем ҫитиччен вилсе кайнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче 14 ҫулти яш Атӑлта путнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек кӑнтӑрла иртсен пулса иртнӗ. Ҫамрӑкскер Атӑл ҫыранӗнчен инҫех мар вырӑнта путнӑ. Унта яш тусӗсемпе шыва кӗнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, каччӑ шывпа чыхланса кайнӑ. Инкек ҫыран хӗрринчен темиҫе метрта сиксе тухнӑ. Ача виллине темиҫе сехетрен тупнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ. Специалистсем судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ. Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ, ҫавӑнпа сыхлӑхпа асӑрханулӑх пирки пӗр самантлӑха та манмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче пӗр ҫемье муначӑр тата ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем килте пулман. Пушар ӗнер ҫӗрле пулнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫулӑм темиҫе метрта ларакан пӳрт ҫине куҫнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах, шел те, ҫурта сыхласа хӑварайман. Ҫулӑма виҫӗ машина сӳнтернӗ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, кил хуҫисем мунча кӗнӗ те килтен кайнӑ. Пӗр хӗр ҫӑра тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
youtube.com сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ пушах ларнӑ. Асӑннӑ ялти Мускав урамӗнче пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унтан ҫулӑм кӳршӗри пӳрт ҫине куҫнӑ. Унта ҫынсем пурӑннӑ. Кайран ҫулӑм пурӑнман тепӗр виҫӗ ҫурта ярса илнӗ. Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chgtrk.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Симӗс урамӗнчи пӗр ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Шел те, инкек хурлӑхпа вӗҫленнӗ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кравать ҫинче выртнӑ. Кил хуҫи 48 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Специалистсем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ. Халӗ вӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ботаника садӗнчи пӗве. Николай Плотников тунӑ сӑн Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл пӗвере выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнче пулнӑ. Унта Ботаника сачӗ вырнаҫнӑ. Садри пӗвере ҫамрӑк арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ria.ru сайтри сӑн Шупашкарта ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫын ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Ку инкек 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ӗнер Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнчен хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм 31 ҫулта пулнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкарти ҫуртсен картишӗнче 17 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |