Пӑтӑрмахсем
Чукун ҫул ҫинче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл наркотик сарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 39 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ухтарнӑ вӑхӑтра полицейскисем ун ҫумӗнче пӗчӗк хутаҫ тупнӑ, ун ӑшӗнче – кӑвак тӗслӗ япала. Нуски ӑшӗнче тепӗр 9 тӗрке тупнӑ, ун ӑшӗнче порошок евӗр япала пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче пӗтӗмпе 4 грама яхӑн наркотик тупнӑ. Вӑл пурӑнакан вырӑнта та наркотик тупнӑ – 0,83 грамм. Ҫакӑ паллӑ: арҫын наркотике телефонри сарӑм урлӑ туяннӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман. Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман. Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
zugunder.com сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкар районӗнчи Тумкасси ялӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл хӑйӗн КамАЗӗ айне пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын гараж умӗнче хӑйӗн бензовозне юсанӑ. Унччен те пулман – транспорт вырӑнтан тапранса кайнӑ, хуҫи урлӑ каҫса юр ҫине пырса тӑрӑннӑ. Тухтӑрсем киличчен арҫын чӗрех пулнӑ. Анчах, шел те, вӑл пульницӑра ҫав кунах вилнӗ. Йӗрке хуралҫисем халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ. Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ. Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман. Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян М-7 ҫул ҫинче фурӑпа «ВАЗ-2114» автомашина ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Авари Муркаш районӗнче Нискасси ҫывӑхӗнче ҫул пӑрӑнӑшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне кӗтмен ҫӗртен фура умӗнче пӑрӑнма тытӑннӑ. Фура Димитровграда кайма тухнӑ. Икӗ машина ҫапӑнсан «вунтӑваттӑмӗшӗнче» пулнӑ водитель вилнӗ. Вӑл 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Хайхискер водитель правине 2017 ҫулта ҫеҫ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
bizgaz.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче икӗ каччӑ юр айӗнчен тимӗр япаласем кӑларнӑ. Иртсе пыракан ҫынна ҫакӑ иккӗлентернӗ. Хайхискер йӗр тӑрӑх кайнӑ та тӗрлӗ япала асӑрханӑ: йӑлара усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр, строительство материалӗсем. Пӗтӗмпе – 200 килограмм ытла. Каччӑсем вӗсене пушӑ ҫуртран вӑрласа тухнӑ. Унта вӗсем чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Каччӑсем вӑрланӑ япаласене тиев турттармалли таксипе илсе кайма шутланӑ. Анчах иртсе пыракан ҫын ҫакна тума паман – полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар тухнӑ. Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм полимер савӑтсен тата хатӗр продукци складӗнче алхаснӑ. Пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман. Предприятире сиенлӗ япаласен сывлӑшри виҫине тӗрӗсленӗ. Хлор тата углерод оксичӗн виҫи нормӑран иртмен. Эппин, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗ, пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке паян «Россия 1» телеканалта сӳтсе яврӗҫ. Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» передачӑн черетлӗ кӑларӑмне «Под грифом «секретно» ят панӑ. Унта федераци эксперчӗсем ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Пушарта 110 ҫын, ҫав шутра 106 ача, пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулин те шӑв-шав кӑларман. Районтисем те пурте пӗлмен. Ҫӗршыв ятне ярас килмен тӗр. Ара, Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне космос карапӗ вӗҫтернӗ саманапа пӗр килнӗ-ҫке ҫав тапхӑр. Кӑларӑма хутшӑннисен йышӗнче Олег Залогин журналист, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Арсентьева, инкек вӑхӑтӗнче шкул директорӗнче ӗҫленӗ ҫыннӑн мӑнукӗн хӗрӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Физика учителӗн ывӑлӗ каласа кӑтартнӑ истори те чуна ҫӳҫентермелле янӑрарӗ. Вырӑнтисем шкул вырӑнӗнче часовня лартасшӑн. Ку енӗпе Виктория Лазич ресторатор пулӑшма шантарчӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен (инкек 60 ҫул каялла ҫав кун пулнӑ) ӑна туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Бичурин урамӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын патшалӑх ҫӗрӗпе хуҫаланма тытӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, хула ҫӗрӗпе. Ҫавӑн пирки тӳре-шарана систерекен пулнӑ. Унтан Шупашкар хула администрацийӗн муниципалитет тӗрӗслевӗн тата Территоире планлакан управлени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, урамӑн мӑшӑрлӑ енӗнчи хӑш-пӗр кил хуҫи хайӗн ҫӗр лаптӑкӗнчен тухса кайнӑ. Ют ҫӗрпе усӑ курнӑ ҫынсен тӗлӗшпе хут ҫырнӑ, ӑна Росреестрӑн Чӑваш Енри управленине ярса панӑ. Унтисем Бичурин урамӗнче пурӑнакан тӑватӑ ҫынна пурӗ 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. 2 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ тепӗр ҫынна сӑмахпа асӑрхаттарнӑ. Ҫӗре хӑйсем тӗллӗн ярса илнисен тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район судне те тавӑҫ ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта икӗ фармацевт контрафактлӑ спирт сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав хаяр шӗвеке 20 тонна туртса илнӗ. Шупашкарти фармаци компанийӗсенчен пӗрин ӗҫченӗсем пакунлисен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Предприятин эмел таврашне курттӑммӑн сутма лицензи пулнӑ-ха. Вӗсем ҫынсене 5 тата 10 литрлӑ канистрпа спирт та сутнӑ. Йӗрке хуралҫисем ахаль ҫынсем пек пулса вӗсенчен 500 литр спирт туяннӑ. Продукци предприятин складӗнче упраннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн икӗ фармацевта тытса чарнӑ. Предприяти складне йӗрке хуралҫисене кӗртесшӗн пулман. Ҫапах та унти 20 тонна спирта туртса илме май килнӗ. Лицензисӗр спирта сутакансен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |