Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи лавккасенчен пӗри хаклӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ӑна пӗр арҫын вӑрланӑ тесе шухӑшланӑран Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫавӑн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Элита шутланакан эрех кӗленчисӗр тӑрса юлнӑ суту-илӳ точки хулари Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав эрех 10 пине яхӑн тенкӗ тӑнӑ. Элита эрехе лавккари камера ҫине лекнӗ арҫын вӑрламан-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнран пӑхсан вӑл 35-40 ҫулсенче, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Шурӑ толстовка, хура шӑлавар, тӗксӗм бейсболка тӑхӑннӑ. Арҫынна уйӑрса илнисене йӗрке хуралҫисене 8-927-668-70-35, 8 (8352) 63-00-02 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rossaprimavera.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче Водопровод урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ ҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра 41 ҫулти тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. 64-ри хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗ. Ҫынсем контрафактлӑ эрехпе наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Чӑн та, инкек вырӑнне Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Семёнов та ҫав кунах тухса кайнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчӗҫ, тивӗҫлӗ мера йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() М-7 ҫул ҫинче, Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче, йӗкӗреш арҫынсем аварире шар курнӑ. Вӗсем - Чӑваш Енрен. Авари Хакасирен тиев илсе килекен грузовик волительне пула пулнӑ. Водитель дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл Чӑваш Енри иномаркӑпа ҫапӑннӑ. Салонра йӗкӗреш арҫынсем тата вӗсен 46 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын аллине хуҫнӑ, малта ларса пыракан тепӗр йӗкӗреш пуҫне, питне суранлатнӑ. 46-ри арҫын та аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫав хваттерте тунӑ сӑн Паян 10 сехетре Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче Водопровод урамӗнчи пӗр ҫуртра темиҫе ҫын виллине тупнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. 64-ри хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ, унӑн сывлӑхӗ йывӑр. Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсене пусмӑрласа вӗлермен. Вӗсем контрафактлӑ эрехпе наркӑмӑшланса вилме пултарнӑ, ҫавна май тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертиза тусан ҫеҫ чӑн сӑлтавӗ уҫӑмланӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ҫав хваттерте темиҫе кун ӗҫкӗ пулнӑ. Прокуратура ку ӗҫе тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() glavpos.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленйиӗнчен пӗр хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗ урлӑ перманент макияжӗ валли аппарат туянас тенӗ. Тавар хакӗн пӗр пайӗшӗн тӳличчен вӑл посылка килнине йӗрлемелли трек-номер тата таварпа транспорт накладнойне илнӗ. Таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Анчах кӑштахран ӑна йӳнӗ футболка ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ. Ултавҫа Краснодарта тытса чарнӑ. Вӑл унта пурӑнакан 24 ҫулти хӗр пунӑ. Хайхискер унччен те ҫынсене ҫавӑн пек улталанӑ. Ӑна судпа та айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() m.mirkorma.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Интернет урлӑ вӑл икӗ костюм туянас тенӗ, анчах 3,5 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Костюм сутасси ҫинчен пӗлтернине хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине асӑрханӑ. Хак йӳннине кура вӑл укҫана та шикленмесӗрех куҫарса панӑ. Кӗтнӗ тавар вырӑнне хӗрарӑма кушак туалетне тултармалли хатӗр ярса панӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫын Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын иккен. Ҫавскер унччен те ҫынсене улталанӑ, уншӑн судпа та айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян Тӑвай районӗнче авари пулнӑ. Юр хӳсе лартнӑ ҫул ҫинче, Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Гранта» тата «Лада Калина» ҫапӑннӑ. «Лада Калина» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Гранта» водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. «Калина» водителӗ суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: икӗ машина та шинӑсене хӗллехисем ҫине улӑштарнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @gshum.administraciya сӑнӳкерчӗкпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Ҫӗмӗрле хулинче суя электриксем ҫӳреҫҫӗ. Ултавҫӑсем вырӑнтисем мар иккен. Таҫтан килнисем. Суя электриксем уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем патне электропӑралук ылмаштарса пама шантараҫҫӗ иккен. Ӗҫшӗн 5 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн. Ылмаштарма ҫине тӑрсах сӗнеҫҫӗ иккен, килӗшмесен штрафлассипе е ҫутта сӳнтерессипе хӑратаҫҫӗ имӗш. «Ҫӗмӗрлери хула электричество сечӗсем» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукне, электросчетчиксене асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫеҫ ылмаштараҫҫӗ. Ултавҫӑсем пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шӑмӑршӑра икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ-ха, анчах ҫӗрсе кайнӑ кӗпере пула ҫулӑм патне ҫывхарайман. Шоссе урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫуртра пӗринче – ватӑ хӗрарӑмпа мӑнукӗ, тепринче хӗрарӑм 17-ри тата 13 ҫулти ачисемпе пурӑннӑ. Пушара вӑхӑтра сӳнтерейменрен вӗсем ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем ҫак кӗпере юсама администрацие пӗрре мар ыйтнӑ. Усси пулман. Ав халӗ инкек сиксе тухнӑ. Ҫапах пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман, кӳршӗ ҫуртсене сухласа хӑварнӑ. Вырӑнти тӳре-шара кӗпере ҫитес ҫул юсама палӑртнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнче пурӑнакан 94 ҫулти карчӑк виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирпе асӑрханӑ. Ӑна машина таптаса кайнӑ пек туйӑннӑран тӗпчев пуҫарнӑ. Ватӑ ҫынна малтанхи кун, 19 сехет тӗлӗнче, «Шкода» автомобиль таптаса кайнӑ пуль тесе унӑн хуҫине тытса чарнӑ. Вӑл ҫын Йӗпреҫре ҫуралнӑ, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. 44 ҫулти арҫын айӑпа йышӑнман. Вӑл хӑйӗн автомбильне чул лекнӗ, капота тата кантӑка вӑл сиенлетнӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын карчӑка асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |