Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи котельнӑя сӳнтернӗ самант Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ. Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канашри пушарта сиенленнӗ машина Паян ирпе Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуннӑ. Инкек ирхи 6 сехетре пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Шел те, пушар час-часах унта та кунта алхасать. Канаш хулинче, сӑмахран, ӗнер вут-ҫулӑм «Kia-Rio» ҫӑмӑл автомобиле сиенлетнӗ. 2015 ҫулта туса кӑларнӑскер Некрасов урамӗнчи 6-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. Машина кӑнтӑр кунӗнче, 12 сехет те 30 минутра, хыпса илнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомобилӗн электрооборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрарӑмсем те улталаҫҫӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ ҫепӗҫлӗхпе, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа уйрӑлса тӑмалла пек те, анчах вӗсем хушшинче те темле ҫын та пур. Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисем 30 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн офисӗ Улатӑрти «Стрелка» микрорайонти 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хайхискер 2019-2020 ҫулсенче пластик чӳрече лартса пама шантарнӑ. Клиентсенчен укҫа илнӗ те ӗҫне пурнӑҫламан. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 20 ҫынна улталанӑ. Шар курнисенчен пӗр пайӗ йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтман та. Хӗрарӑм-усламҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынсене 350 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшланӑ. Шар курнисем татах пулсан 8(83531)20-2-02 телефон номерӗпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем 58 ҫулти арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑйпитти этем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗп пек ҫӗтнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен арҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗпчевҫӗсем тӗшмӗртни сая кайман темелле. Арҫынпа пӗрле ӗҫленӗ 58 ҫулти хуралҫа кӗҫех тытса чарнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине вӗсем иккӗшӗ пӗрле каҫхи хуралта тӑнӑ. Арҫынсем тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан коммерци фирминче тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, икӗ хуралҫӑ хирӗҫсе кайнӑ та пӗри теприне тапса-ҫапса пӗтернӗ, вӗлермеллех хӗнесе тӑкнӑ. Тӗпчев малалла пыать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ. Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ. Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш район администрацийӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Тӳре-шарара ӗҫленӗскер тӳлевсӗр ҫӗре укҫалла панӑ. Хӗрарӑм нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр валеҫнӗ чух пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Муркаш районӗнчи Ильинка ҫывӑхӗнче ҫӗр уйӑрнӑ чухне вӑл ҫемьесенчен 10-шар пин тенкӗ илнӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫавӑн пек ултӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хӗрарӑм район администрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗнче ертсе пыракан специалист-экспертра ӗҫленӗ. 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл 6 хутчен сӗтев илнӗ. Суд хӗрарӑма 5 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне тытса юлмалла йышӑну кӑларнӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Элӗк районӗнче тырӑ склачӗ пулнӑ ҫурт ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «01» пульт ҫине Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. 8 сехет те 30 минутра унта склад ҫунма пуҫланӑ. Унта ял хуҫалӑх техникине лартнӑ, гараж пек усӑ курнӑ. Пушар 400 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Тӑрри йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тырӑ вырмалли ДОН-1500 Б комбайна та сиенлетнӗ. Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче мунча ҫуннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 243 пушар тухнӑ, вӗсенче 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 11-шӗ суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пушар хуралӗнче ӗҫлекенсен ҫӳп-ҫап контейнерӗсене те сӳнтерме тивет. Пуш уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Шупашкарти Кадыков, Кривов тата Гузовский урамӗсенчи контейнерсем ҫунма тытӑннӑ. Унта пушар сӳнтерекенсем ҫитнӗ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ырашпулӑхра йывӑҫ мунча хыпса илнӗ. 55 ҫулти кил хуҫин ытти хуралти те вутра кӗлленнӗ. Юрать, пӳртне ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пушар ҫурҫӗр тӗлӗнче тухнӑ. Ҫав каҫах Шупашкарти уйрӑм ҫуртсенчен пӗринче мунча ҫуннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 236 хут алхаснӑ. Вут-ҫулӑм 6 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. 27 ҫын вилнӗ, 10-ӑн пиҫсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян ирхине 8 сехет 44 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача нумай хваттерлӗ ҫуртӑн 25-мӗш хутӗнчен сикнӗ. Ача шкултан тарнӑ. Вӑл шӑпах картишре ларакан Газель тӑррине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ та. Халӗ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче выртать. Йӗрке хуралҫисем 25-мӗш хутри балкон ҫинче арҫын ача кӗске ҫырӑва курнӑ. Вӑл ӑна аялалла сикиччен 19 минут маларах ҫырнӑ. Ҫырӑвӑн оригиналне Телеграм-канал Mash пичетленӗ, ӑна илсе кӑтартатпӑр /текстра хӑш-пӗр вырӑнта орфографие тата пунктуацие тӳрлетнӗ/. Анчах хавшак нерв тытӑмӗллӗ ҫынсене ӑна вулама сӗнмеҫҫӗ: «Мама, папа, я вас очень сильно люблю, и не надо плакать, хорошо? У меня есть к вам просьба: когда Саша вырастет, не надо ей говорить, что у неё был старший брат, а скажите ей только в 18 лет. Мама, спасибо, что ты мне подарила детство. Папа, ты, пожалуйста, не плачь, хорошо, и да, я сброшусь с крыши, потому что я Андрею сказал: если ты поженишься с Соней, то я сброшусь с крыши, и если ты ей расскажешь, то я точно сброшусь. Андрей не поверил в мои слова, посчитал их шуткой и сказал ей, а я пошёл на 25-этажку спрыгивать с крыши. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинче паян ирпе ирех ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. «Киа Рио» автомобиль Гагарин тата Петров урамӗсенчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта пасар патӗнчи тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Унччен вӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкеке асӑрхакансем каланӑ тӑрӑх, «Киа» водителӗ Богдан Хмельницкий урамӗ енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ. Хӗрлӗ ҫутта пӑхӑнмасӑр каяканскер хура тӗслӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекре сахалтан та пӗр ҫын аманнӑ. Унччен «Киа» автомобиль Гагарин кӗперӗ ҫинче пассажирсене турттаракан маршрут водителӗпе хирӗҫнӗ-мӗн. Малтан вӑл «маршруткӑран» иртсе кайнӑ, кайран микроавтобус водителӗпе вӑрҫӑнассишӗн чарӑнса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |