Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ухсай Яккӑвӗн трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакльпе ҫӗнӗ сезона уҫрӗҫ. Театрта пӗлтернӗ евӗр, мистикӑллӑ драма «кашни ҫыннӑн чунӗнчи ырӑпа усал, ҫутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх темине ҫӗклет. Спектакле иртнӗ ӗмӗрӗн кунӗсене кӑтартма фольклор элеменчӗсемпе пуянлатнӑ». Театрта ӗнер ҫамрӑксем питех те йышлӑччӗ. Вӗсем Пушкин карттипе пынине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак йӗркесен авторне тыткӑнлани — ҫамрӑксем спектакле кӑсӑкланса пӑхни. Шкулсенчен е ытти вӗренӳ учрежденийӗнчен ушкӑнпа пынӑ ҫамрӑксем шавлама юратнине унчченхи ҫулсенче пӗрре кӑна мар сиснӗччӗ, театрта ӗҫлекенсен вӗсене шӑпрах ларма темиҫе хутчен те асӑрхаттарма тивнине куркаланӑ. Ӗнерхи спектакль хыҫҫӑн залри халӑх «Браво!», «Молодцы!», «Маттур!» тесе темиҫе хутчен те каларӗ, чылайччен алӑ ҫупрӗ. | ||
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен) 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Горький ячӗпе хисепленекен МХАТ-ра А.Г. Дугин «Метафизика Синей Птицы» лекци вулать (14 лекцирен тӑракан «Онтология и антропология театра» ярӑмран). Ӑна 1905 ҫулта ҫырнӑ бельги ҫыравҫын тата философӗн Морис Метерлинкӑн «Сенкер Кайӑк» пьесине халалланӑ. «Пьесӑсен пьеси. Кайнисен тӗнчи пирки, ӗмӗр чӗрӗ архетипсен тӗнчи пирки, хӑватсен чӗмӗсем вӑранни пирки каланӑ тарӑнран тарӑн, философилле, неоплатоникла халай/сӑмах» («Пьеса пьес. Глубинное, философское, неоплатоническое послание о мире мертвых, о мире вечных архетипов, о пробуждении духов стихий». – Дугин А.Г. Формирование нашего сознания через русский театр. Студия «Аврора», 2020 г.). «Вилнисем ҫук, вилӗм те ҫук», — тесе ӗненнӗ Метерлинк. А.Г. Дугин лекцийӗнчен:
| ||
Культура
![]() Марина Фёдорова. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ача-пӑча туризмӗн чи лайӑх менеджерӗ Чӑваш Енре ӗҫлет. Вӑл — Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплекс ертӳҫи Марина Фёдорова. Мускавра «Турист инфраструктурине аталантарасси» ятпа регионсем хушшинчи форум иртнӗ. Унта «Туризм енӗпе профессире чи лайӑххи» преми ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Асӑннӑ конкурса Ростуризм ҫулсерен ирттерет. «Ясна» этнокомплекс ертӳҫи Марина Федорова «Ача-пӑчапа ҫамрӑксен туризмӗн чи лайӑх менеджерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Этнокомплекс Шупашкартан 28 километрта вырнаҫнӑ. Унти маршрутсенчен пӗри – Улӑп ҫӗрӗ патне ҫитсе курни. «Авалхи чӑвашсен асамлӑ ҫаранӗ» маршрута вара шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ. Унта ачасем «Вайӑ картине» те тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() @chuvashskaya_respublika сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Федерацин Атӑлҫи округӗнче иртекен «ФормArt» стрит-арт фестивальне хутшӑнакансемшӗн сасӑлама май пур. Пирӗн республика чысне Максим Косаткин стрит-арт художник хӳтӗлӗ. Вӑл унта «Подъём сельскохозяйственной отрасли» (чӑв. Ял хуҫалӑх отрасльне ҫӗклени) ӗҫпе хутшӑнать. Сасӑлав юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене халӑх тата экспертсен сасӑлавӗ тӑрӑх палӑртӗҫ. Конкурса юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Zoom» платформа ҫинче иртекен онлайн-трансляци вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. I, II, III вырӑнсене тухнисене 100, 150 тата 200 пин тенкӗ, диплом тата асӑнмалӑх парне парса хавхалантарӗҫ. Сасӑлава хутшӑнас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номер ҫине шӑнкӑравласа финалистӑн кодне палӑртмалла. Пирӗн республикӑн стрит-арт фестивальти кочӗ — 6. Пӗр номертен пӗр хутчен ҫеҫ сасӑлама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() 900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей». Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Эдуард Кириллов. Эдуард Кирилловӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлекен Эдурад Кириллова паян Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Эдуард Васильевич — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн юбилейне уявланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Эдурад Кирилловпа ӗҫлекенсем аккомпаниатор-концертмейстерӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе вӑл юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 104-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӗ. Ун чухне куракансене чӑваш классикӗ Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйтан чури» спектакль кӑтартӗҫ. Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Композиторӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина. Ӗҫе Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() chv.addnt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри театрсемпе кинотеатрсене QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, ҫав самана ҫитрӗ те. Ҫӗнӗ йӗрке юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Чару 18 ҫултан аслӑраххисене пырса тивӗ. Ҫитес тунтикунтан республикӑри культура учрежденийӗсене кӑшӑлвирусран вакцинаци тутарнине ӗнентерекен QR-кодпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Е юлашки ҫур ҫулта кӑшӑлвруспа чирленине ҫирӗплетсе паракан справкӑпа. Ку хыпара паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ирхи планёркӑра республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ йӗрке кинона, спектакле, музее, концерта т.ыт.те каяс текенснее пырса тивӗ. «Ҫак йӗркене эпир чирлекенсем йышлӑран турӑмӑр. Прививка тутарса хӑвӑр тата ҫывӑх ҫыннӑрсен сывлӑхне упрама сӗнетӗп», — тенӗ республика ертӳҫи. Билетсене маларах илсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах кирлӗ документсем пулмасан укҫана каялла тавӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пирӗн АйхиСумлӑ сӑмах
Культура
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле. | ||
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Г. Доницеттин «Дон Паскуале» оперине кӑтартнӑ. Культура учрежденийӗнче ҫав каҫа Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, театрӑн режиссёр-постановщикне Анатолий Ильина, тата терӗсрех каласан, унӑн юбилейне, халалланӑ. Анатолий Ильин хӑйӗн «ҫавра» ҫулне кӑҫалхи ака уйӑхӗнче уявланӑ. Спектакльти тӗп партисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Тойбахтина, Чӑваш халӑх артисчӗ Дмитрий Семкин, халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗсем Владимир Ашмарин, Максим Карсаков, Василий Николаев калӑпланӑ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. «Дон Паскуале» спектакле Анатолий Ильин лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.