Культура
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗпе, поэтпа, прозаикпа, публицистпа Николай Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи литература ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. Залра Николай Николаевичӑн хайлавӗсем янӑранӑ тата Алина Федорова тата Сергей Петров эстрада юрӑҫӗсем хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Ҫыравҫӑн хайлавӗсен хӑйнеевӗрлӗхпе филологи наукисен кандидачӗ Ольга Скворцова паллаштарнӑ. Николай Ларионов Зощенко пекех — ҫырма пуҫличчен пурнӑҫ мӗнне ӑнланнӑ. Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Чӗмпӗр ҫыравҫине Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Николай Ларионов 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1978 ҫултанпа Чӗмпӗрте пурӑнать. 2002-2018 ҫулсенче облаҫри чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулнӑ, «Шевле» литература пӗрлешӗвне пуҫарса янӑ. Паян вӑл — «Ульяновская правда» издательство ҫурчӗн наци хаҫачӗсен тӗп эксперчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лилия Прокопьева) артисчӗсем нумаях пулмасть Белоруҫ Республикин тӗп хулинчен, Минскран, таврӑннӑ. Унта Минскри трактор савучӗн 75 ҫулхине халалланӑ юбилей мероприятийӗсем иртнӗ. Чӑваш артисчӗсем шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп музыка коллективӗсенчен пӗринпе пӗрлех Минскра «Фантом» ташӑ студийӗ, «Паша Ангелина ячӗллӗ бригадӑри» тракторист-хӗрсем, Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗн ӗҫченӗсем «Эволюция тяговой силы» экспозиципе хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Зинаида Воронова Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ Зинаида Воронова 70 ҫул тултарнӑ. Вӑл Елчӗкре 1951 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Зинаида Воронова — наци тумне хатӗрлессипе Чӑваш Енра тата Раҫҫейре паллӑ ӑста. Чӑваш культурине упраса хӑварассипе 30 ҫул ытла тӑрӑшать. Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче Зинаида Воронова 2013 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта тӗрлӗ курса ертсе пырать, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ культурипе паллаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн кивӗ Правительство ҫуртӗнче мӗн пулсан лайӑхрах? Чӑваш Енре пурӑнакансем кун пирки хӑйсен шухӑшне «Чӑваш Республики» ушкӑнра пӗлтерме пултарнӑ. Ыйтӑма 1200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑланисенчен ытларахӑшӗ (32,57%) аслӑ шкула вӗренӳ корпусӗ валли пама сӗннӗ. 14,26 проценчӗ шкул уҫтарасшӑн. Тӗрлӗ мероприяти (куравсем, конференцисем, форумсем тата ытти) валли усӑ курма сӗнекен те пур. Ун пек шухӑшлисем — 13,63 процент. 11,89 проценчӗ уҫтарасшӑн. Администраци ҫурчӗ пултӑр тенисем — 8,72 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ. Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Валентина Тараватӑн «Чӑн-чӑн туслӑх. Настоящая дружба» кӗнекине хӑтланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнӗ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем — Лена тата Вова, ял ачисем. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче вӗсем ача пахчине ҫӳреҫҫӗ, пӗрле выляса кулаҫҫӗ. Кӗнеке хӑтлавне хулари 37-мӗш шкул ачисем тата Чӑваш Енпе Чӗмпӗрти ҫыравҫӑсем: Николай Ларионов тата Раҫҫейри ҫыравҫӑсен союзӗн Чӗмпӗрти регионти уйрӑмӗн председателӗ Ольга Даранова — хутшӑннӑ. Валентина Николаевна сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырать. Унӑн 30 ытла кӗнеке пичетленнӗ, ҫав шутран 16-шӗ — чӑвашла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре пӗрремӗш хут «Географи каҫӗ» акци иртет. Пӗтӗм тӗнчери акцие Раҫҫейри географи обществи пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, акцие пӗлтӗр Раҫҫейре пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Ӑна Вырӑс географи обществи 175 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӑҫал Чӑваш наци музейӗ те акцие хутшанӗ. Мероприятисем Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗҫ те 21 сехетре вӗҫленӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Чӑваш Енри кайӑксемпе, музейӑн геологи коллекциӗпе паллашма, чӗрчунсем пирки пӗлме май пулӗ. Музей ҫумӗнчи скверта Раҫҫей карттине пуҫтарас енӗпе ӑмӑрту иртӗ, викторина пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Яблоки в траве» (чӑв. Курӑк ҫинчи панулмисем) регионсем хушшинчи V фестиваль ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енре иртнӗ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ. Курскри Вероника Тутенко журналист, ҫыравҫӑ, художник-иллюстратор, поэт, хореограф Брянск облаҫӗнчи Лысые ялӗнче ҫуралнӑ Николай Мельников (1966-2006) поэтӑн, режиссерӑн сӑввине вуланӑ хыҫҫӑн Раҫҫейри халӑхсен шӑпи пирки шухӑша путнӑ. Поэтӑн сӑввинчи йӗркене илсе вӑл Николай Мельников ячӗллӗ фестиваль ирттерме тытӑннӑ. Мероприятире пӗринче Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри Венера Усанова ҫӗнтернӗ. Вӑл ял вулавӑшӗн заведующийӗнче тӑрӑшать. Ҫавна кура фестивале хальхинче кунта йӗркеленӗ. Вероника Тутенко «Контактра» страницӑра чӑваш чӗлхине видеоклипсем урлӑ вӗренмелли те йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера труппин малтанхи солисчӗсенчен пӗри пулнӑ Тамара Супонина куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш халӑх артистки пурнӑҫран ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Пулас артисткӑн ачалӑхӗ Минск облаҫӗнчи Лебедево ялӗнче иртнӗ. Белоруссинчи патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра ҫамрӑк артистка сцена ҫине пуҫласа 1967 ҫулта тухнӑ, К. Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ оперӑра вылянӑ. Тамара Михайловна каярах аса илнӗ тӑрӑх, ӑна Чӑваш драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри Ольга Ырсем нумай пулӑшнӑ, илемлӗ те пуян чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхне уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн тата халӑх ӑстинсен маҫтӑрӗн Зинаида Воронован «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» куравӗ уҫӑлӗ. Унта Зинаида Воронован нумай ҫул хушши хӑй аллипе шӑрҫа-тенкӗрен пуҫтарнӑ чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗсене курма май килӗ. Чӑваш наци музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ӑста «авалтан килекен йӑлана пӑхӑнса ӑсталанӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй те мӗн те пулсан ҫӗннине кӗртме тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсенче XIX ӗмӗрти капӑрлӑхсене ҫӗнетсе улӑштарса туни те сисӗнет». Хальхи вӑхӑтра Зинаида Ивановна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсене хӑйӗн ӑсталӑхне вӗрентет. Ҫавӑнпа та курава вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратӗҫ. Зинаида Ивановна ытти регионти чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн 26 регионне ҫитсе хай аллипе тунӑ чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. З.И. Воронова тӑрӑшнипе «Чӑваш халӑх тумӗ – халах эткерӗ» конкурс иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |