Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Никита Бичурина халалланӑ сӑвӑ конкурсӗ иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.01.2022 08:52 | 1466 хут пӑхнӑ
Культура
https://www.facebook.com/groups/1745274839035767/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://www.facebook.com/groups/1745274839035767/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей Никита Бичурин ӑсчах ҫуранӑранпа 245 ҫул ҫитнине халалласа поэзи конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ.

«Выдающийся сын чувашского народа» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ) регионсем хушшинчи конкурс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта хутшӑнас текенсен хӑйсем хайланӑ сӑввисене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен museum_bs@mail.ru электрон ҫырупа ярса памалла.

Никита Бичурин 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ. Хусанти семинарире вӗреннӗ. Манаха тухнӑ хыҫҫӑн Иакинфят илнӗ. Иркутскри мӑнастирте, унтан Китайра 14 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ. Вӑл хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.

#сӑвӑсем. пултарулӑх, #астӑвӑм, #ӑсчахсем, #Шупашкар районӗ, #конкурссем, #Китай, #Иркустк, #Типнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2331.86.6369
2022.01.16 11:12
Agabazar
Кунта ҫакна каламала пуль — халиччен кун ҫути курман сӑвӑсем ҫеҫ хутшӑнма пултараҫҫӗ ӗнтӗ.
Унашкал малсӑлтав ҫук пулсан, конкурс пулаймасть.
Agabazar // 2331.86.6369
2022.01.16 15:32
Agabazar
"Мухтавлӑ" тени вырӑсла «славный» пулать.
Эппин «выдающийся» тени тӗрӗс мар.
Чӑвашларан вырӑсла йӑнӑш куҫарнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем