Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ паллиативлӑ уйрӑм чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хупӑнать. Вӑл Республикари онкологи диспансерӗн уйрӑмӗ шутланать.

Уйрӑмра 30 ҫын вырнаҫайнӑ. Унта онкологи патлогийӗ ҫук ҫынсене тӳлевлӗ вырттарнӑ. Паллиативлӑ уйрӑма мӗншӗн хупаҫҫӗ-ха? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Энгельс урамӗнчи ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ.

Тӑватӑ хутлӑ пульницӑна «СервисСтройПроект» тӗрӗсленӗ. Вӑл ӑна авариллӗ лару-тӑрура тесе йышӑннӑ. Ҫавна май уйрӑма Гладков урамӗнчи паллиативлӑ пулӑшу паракан уйрӑмпа пӗрлештерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр койкӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнчи уйрӑма парӗҫ.

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ачана ҫӗнӗ меслетпе операци тунӑ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ку операцие Чӑваш Енӗн тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский республикӑри ача-пӑча клиника больницин нейрохирургӗпе Владимир Родионовпа тата Чӑваш Енӗн тӗп анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа пӗрле тунӑ. Пӗчӗк пациента пуҫ мимин юн пусӑмӗн датчикне вырнаҫтарса панӑ.

Ҫак мониторпа ачасемпе аслисене сипленӗ чухне те усӑ кураҫҫӗ иккен. Анчах паянхи кунччен республикӑра унпа усӑ курса ачасене операци туман. Ҫак хатӗр пациентӑн сывлӑхне тӗрӗс палӑртма, пусӑм улшӑнӑвне курса тӑма, диагнозне пӗлсе сиплеве кирлӗ пек йӗркелеме май парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45551
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре укҫа-тенке перекетлес тесе Республикӑри психиатри пульницине реорганизацилесшӗн. Ку проекта ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче пичетленӗ.

Психиатри пульницине Улатӑрти психиатри пульниципе тата Етӗрнери районсен хушшинчи психиатри пульниципе пӗрлештерме палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илес тӗк, вӗсен кредитор умӗнче парӑмсем пур. Республикӑри психиатри пульницин – 15,2 миллион, Улатӑрти психиатри пульницин – 1,7 миллион, Етӗрнери районсен хушшинчи психиатри пульницин 1,5 миллион тенкӗ парӑм.

Администраципе хуҫалӑх персоналӗсен штачӗсене кӗскетсе ҫулсерен 3,4 миллион тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ.

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хулари икӗ сиплев учрежденине пӗр-пӗрин ҫумне пӗрлештерессине пӗлтернӗ. Ача-пӑчан Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ тата 3-мӗш номерлӗ пульницисем пӗрлешӗҫ.

«Реорганизацин тӗп тӗллевӗ – халӑха пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтересси, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси, ертӳҫӗсен шутне чакарасси. Анчах медиксем епле ӗҫленӗ, малашне те ҫавӑн пекех тӑрӑшӗҫ. Икӗ учрежденин ертӳҫисенчен пӗри ҫеҫ ӳлӗмрен сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗн пуҫлӑхӗ пулма пултарать, тепӗр ертӳҫӗн урӑхларах ӗҫсем пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар, вӗсем мӗнле сипленме ҫӳренӗ, малашне те ҫав учрежденисенех кайӗҫ. Икӗ учреждение пӗрлештерсен ӗҫлекенсен йышӗ 1603 ҫын пулӗ», — тенӗ министр.

 

Сывлӑх

Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ.

Пульницӑсене пӗрлештерес ыйтӑва паян Шупашкарта Мускав район администрацийӗнче халӑха пухса сӳтсе явнӑ. Реорганизаци тӗллевне Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫак утӑма медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлас тӗллевпе пуҫарнӑ. Эндокринологи диспансерӗ вырнаҫнӑ ҫуртра тухтӑрсене ӗҫлеме, чирлисене сипленме хӑтлӑ услови ҫук иккен. 2004 ҫулта хута янӑ госпитальте вара кун валли май пур иккен.

Тухтӑрсем вара епле ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех тар тӑкассине шантараҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Тухтӑрсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ пулмалла, ӑна ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсем хӑҫан грипп пӗтессине пӗлтернӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» хыпарлать.

Грипӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ хӑҫан пӗтме пултарассине Роспотребнадзорӑн пуҫлӑхӗ Анна Попова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, грипп Раҫҫейрен юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне каймалла.

Унччен тухтӑрсем медицина маски тӑхӑнма, ҫын нумай пухӑнакан вырӑнтан пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне гигиенӑна пӑхӑнмалла. Май пур таран телефона, алӑк хӑлӑпӗсене дезинфекцилемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45103
 

Сывлӑх

Шупашкарта усал шыҫҫа тупса палӑртакан биочипа тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.

Биочип усал шыҫҫа хӑвӑрт тупса палӑртма пулӑшать. Вӑл патент илнӗ. Халӗ ӑна Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗнче тата Чӑваш Енри онкодиспансерта тӗрӗслеҫҫӗ.

Биочип пулӑшнипе усал шыҫӑн кирек мӗнле тӗсне те темиҫе сехетре тупса палӑртма пулать. Унӑн ячейкинче антителӑсем тата красительсем пур. Вӗсем усал шыҫҫа тупма май параҫҫӗ. Биоматериала илнӗ хыҫҫӑн чипа термостата вырнаҫтараҫҫӗ, унта микрокоппа пӑхаҫҫӗ. Вӑл информацие компьютер ҫине кӑларать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45033
 

Сывлӑх

Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнакансем питӗ савӑннӑ. Ара, вӗсен ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ-ҫке-ха.

Унччен Ҫичӗпӳртре кивӗ ФАП пулнӑ. Ҫӗннине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. ФАПа тумашкӑн пӗтӗмпе 2 миллион та 633 пин те 800 тенкӗ уйӑрнӑ. Федераци хыснинчен – 81 пин тенкӗ, ытти – регион хыснинчен. Хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан туянмашкӑн 181 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ.

Ҫичӗпӳртри ФАПа икӗ ял ҫыннисем ҫӳрӗҫ. Пӗтӗмпе 500 ытла ҫын сывлӑхне тӗрӗслесе тӑрӗ. Унта пӗрремӗш категориллӗ фельдшер Ирина Федорова ӗҫлӗ.

Сӑмах май, район пульници 32 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Октябрьскинчи тухтӑр амбулаторийӗ – 8 ытла ҫухрӑмра.

 

Сывлӑх

Ӗнер 19 сехетре Вӑрнар район пульницине харӑсах ултӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсенчен пӗри уйрӑмах хытӑ аптӑранӑ.

Арҫынсем Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче пӗр хӗрарӑм патӗнче ӗҫленӗ. Пулӑшакансене кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмпа яшкипе хӑналанӑ. Хӑй те апата ҫинӗ. Сехет те ҫитмен — хӑнасем те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ те хӑйсене начар туйма пуҫланӑ: ӑш пӑтраннӑ, хӑсӑк килнӗ, вар пӑсӑлнӑ. Арҫынсенчен пӗри тӑн ҫухатасси патнех ҫитнӗ.

Ҫӗркаҫ улттӑшне те пульницӑн реанимаци уйрӑмӗнче тытнӑ. Паян ирхи сакӑр сехетсенче вӗсене инфекци уйрӑмне куҫарнӑ. Кӑмпа яшки ҫисе нушаланса пӗтнипе пульницӑна лекнисем халӗ хайсене начар мар туяҫҫӗ. Ҫапах та тухтӑрсем чирлисене пӑхсах тӑраҫҫӗ, кирлӗ эмелпе, ытти процедурӑпа вӑхӑтра тивӗҫтереҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн, Хулари клиника центрӗн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗсем пациентсене йышӑнӗҫ.

Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунне сӗт парӗсемпе тата ӳтпе ҫыхӑннӑ ыйтусене халаллӗҫ. Малтанах ҫырӑнас тесен электронлӑ регистратурӑна кӗмелле. Хӑвӑрпа пӗрле анализсен пӗтӗмлетӗвӗ, полис тат паспорт пулмалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вара терапевт, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ тата ансӑр специалист йышӑнӗ. 1-мӗш поликлиникӑра флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44727
 

Страницӑсем: 1 ... 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, [144], 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть