Сывлӑх
![]() Элӗк районӗнчи Йӑлкӑшри ФАП Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ. Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать. Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Валерий Спиридонов програмист тата Серджио Канаверо нейрохирург Итали нейрохирургӗ Серджио Канаверо ҫитес ҫулхи Сурхури тӗлӗнче Раҫҫей программисчӗсенчен пӗрин пуҫне ылмаштарса лартасшӑн. Тӗнчере халиччен туман операцие пурнӑҫлас ҫак ҫутӑ ӗмӗт мӗнпе вӗҫленессине калама хӗн. Чӑваш халӑх сайчӗ кун пирки пуҫласа пӗлтернӗ чух Италири клиникӑсенчен пӗринче ӗҫленӗ хирург 30 ҫулти Валерий Спиридонова урӑх пуҫ лартса парасшӑннине, каччӑ хӑй кун пирки унран скайп урлӑ ыйтнине асӑннӑччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, донор пуҫа клиника вилӗмӗ тӳссе ирттернӗ ҫынӑнне е вӗлермелле айӑпланӑ ҫынӑнне касса илмелле теҫҫӗ. Хирург ҫӗҫҫи айне пуҫ кастарма выртма хатӗр каччӑ ҫурӑм амиорофийӗ текен усал чирпе мӗн пӗчӗкрен аптӑрать иккен. Тӗлӗнмелле операцие нейрохирург Германире ирттерессине пӗлтернӗ. Пуҫ вырӑнне пуҫ лартасси 36 сехет таран тӑсӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасемпе пӗрле аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын та лекнӗ. Пӗтӗмпе 13 ача наркӑмӑшланнӑ. Ку 40-мӗш ача пахчинчи пӗр корпусра пулнӑ. Ача пахинче ун чухне 147 шӑпӑрлан пулнӑ. Эрнекун, канмалли кунсенче пульницӑна наркӑмӑшланнӑ ачасене илсе килме тытӑннӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Ку лару-тӑрӑва ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова сӑнаса тӑрать. Халӗ ача пахчине хупнӑ. Унта следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем килте лараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине урӑх ача пахчине ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта пурӑнакан Лиза Петровӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр операци тумалла. Вӑл 7-ре кӑна-ха, нушине вара пайтах курать. Лиза усал шыҫӑпа чирлет. Амӑшӗ пилӗк ачана ура ҫине тӑратать, ҫавӑнпа унӑн операци валли укҫа ҫук. Кун валли 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ. Ҫемьене инкек пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче килнӗ. Амӑшӗ Любовь Степанова каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫул хӗрачан сулахай ури хытӑ ыратма тытӑннӑ, кайран шыҫӑннӑ. Амӑшӗ ӑна тухтӑра кӑтартнӑ. Тухтӑр пӑхнӑ хыҫҫӑн ку онкологи пулма пултарнине каланӑ. Вӗсене Хусана тӗрӗсленме янӑ. Биопси илнӗ хыҫҫӑн диагноз ҫирӗпленнӗ. Ҫитменнине, ӳпкинче метастаза пулни палӑрнӑ. Ун чухне Лиза химиотерапие ҫӳреме пуҫланӑ. Мускав тухтӑрӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Лизӑн урине сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсем каллех Хусана таврӑннӑ. Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ кашни виҫӗ эрнере Мускав сипленме ҫӳреҫҫӗ. Сиплев хаклӑ. Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗ Лизӑна йышӑнма хатӗр. Анчах 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 1 миллион тенкӗлӗх квота уйӑрнӑ. Ку ҫитмест. Лизӑна кашни ҫыннах пулӑшма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ершепуҫӗнчи ФАП Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Тухтӑр пӳртне тӑвассине "Чӑваш Республикинче ял ҫыннисене медицинӑпа санитари пуҫламӑш пулӑшӑвӗ кӳрессипе хушма мерӑсем ҫинчен" республика Элтеперӗн 2012 ҫулхи хушӑвне пурнӑҫланӑ май тытӑннӑ. ФАПа вӑрнарсем ҫак уйӑх вӗҫӗччен туса пӗтересшӗн. Ӗҫе пурнӑҫлакан "Анкер" строительство организацийӗ никӗс ярса пӗтернӗ, халӗ стенасене хӑпартать. Апла пулин те ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ кирлӗ шайра пырать тееймӗн. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикран юлса пулса пырать. Ӗҫе хӑвӑртлатассишӗн епле мерӑсем йышӑнассине каламан-ха район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта. Ӗҫе пурнӑҫлама республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ыйтнине вара палӑртса хӑварнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЛДПР депутачӗ Александр Шерин автозаправкӑсенче аптека тума сӗнет. Унта кашни водитель чи кирлӗ эмелсене туянма пултартӑр. «Мускав» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхе ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн тӑвасшӑн. Ӑна хӑҫан тӑвассине тата аптека мӗнле пулмаллине каламан-ха. Ку ӗҫе Правительствӑна тума сӗнеҫҫӗ. Аптека гильдийӗн ертӳҫи Елена Неволина ку ҫӗнӗлӗхе кӗртме хирӗҫ мар. «Пӗрремӗшӗнчен, унта специалист ӗҫлемелле. Иккӗмешӗнчен, препаратсене упрамалли условисене пӑхӑнмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, аптекӑсем валли хатӗрсем тата лаптӑк кирлӗ. Ҫаксене йӑлтах пӑхӑнсан мӗншӗн ку проекта пурнӑҫа кӗртсе мар?» — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсенчен хӑшӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула килте ача ҫуратма тытӑнса кайрӗҫ. Ҫакна вӗсем тем тӗрлӗ те ӑнлантараҫҫӗ. Килте ҫуратас йӑла, тӗпрен илсен, анӑҫран килет тесе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр тесен, пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем те, Анӑҫа-мӗне кайса курмасӑрах килтех ҫуратнӑ. Анчах... ку вӑл, чӑн та, ӗлӗк пулнӑ. Хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах амӑшӗ пулса тӑнисем сахал-им? Тухтӑр патне каймасӑр ача ҫуратнине теприсем пульницӑсенчи тӳрккеслӗхпе сӑлтавлаҫҫӗ. Чӑн та, шурӑ халатлисем кӑнттаммине, шел пулин те, час-часах асӑрхама тивет. Халӗ ку енӗпе тӗп врачӗсем ҫирӗп ыйтма тӑрӑшнӑҫи пулаҫҫӗ-ха. Пульницӑсен ӗҫӗшӗн яваплисем те кӑлтӑк пирки хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ, этикӑпа деонтологи виҫисене пӑхӑнманшӑн явап тыттарма шантараҫҫӗ. Хӗрарӑмсем килте ҫуратма пуҫлас йӑла иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пуҫланса кайнине пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне тӗнчери аталаннӑ ҫӗршывсенчи пульницӑсенче те ҫӗрекен чирсем сарӑлма тытӑнса кайнӑ. Ку вӑл тин ҫеҫ ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсемпе ачисен хушшинче тӗл пулнӑ. Унтан чир тата шаларах кайнӑ: пневмони, менингит, йывӑр гастроэнтерит, омфалит, остемиолит, мастит, эндометрит тата йышшисем аталанма пуҫланӑ. |
Сывлӑх
![]() Республикӑри кардиодиспансерта ҫӗнӗ хатер-хӗтӗр кӳрсе килнӗ. Халӗ тухтӑрсем пациентсемпе ҫӗнӗ диагностика ирттерме пултараҫҫӗ. Ультрасасӑллӑ тӗпчев чӗре мӗнле ӗҫленине яланах йӗркеллӗ палӑртаймасть. Хӑш-пӗр чухне кӑштах хускалмалла. Ку стресс-эхокардиографи пулать. Ҫын хускалнӑ чухне УЗИ тӑваҫҫӗ. Ку чӗрен ишеми чирӗ пулнӑ чухне пӗлтерӗшлӗ. Тӗплӗн тӗрӗслес тесен ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр кирлӗ. Премиум-класлӑ ультрасасӑллӑ хатӗрпе тухтӑр чӗре ҫын лапкӑ каннӑ чухне мӗнле ӗҫленине тата хускалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗнле улшӑннине палӑртать. Ытти мел те пур-ха, анчах ку — чи йӳнни. Ку мелпе ют ҫӗршыври кардиологи центрӗсем усӑ кураҫҫӗ. Ку хатӗр Чӑваш Енри ҫынсен сывлӑхне лайӑхлатма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Канашра ача-пӑча валли поликлиника уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра унти территорисем хушшинчи медицина центрӗнче 11 пин ытла ачана пӑхса тӑраҫҫӗ. Ача-пӑча поликлиники 15 ача пахчипе 10 шкула пӑхса тӑрӗ. Сывлӑха тӗрӗслесе тӑракан ҫав ҫурта уҫнӑ май хӑйӑва уҫма та ачасенех шаннӑ. Ун пек мероприятисенче тӳре-шарана тав тӑвасси йӑлана кӗнӗ тесен те юрать. Канашри мӗнпур ашшӗ-амӑшӗн ячӗпе Спиридоновсен ҫемйи правительствӑна тав тунӑ. Сӑмах калаканӗ арӑмӗ пулнӑ. «Мана кирлӗ пулӑшӑва тухтӑрсем кӳрессине, ача пӑхма вӗрентессине, врачсене яланах шанма май пуррине хам опыт тӑрӑх калатӑп», — хӑпартланса калаҫнӑ ҫамрӑк амӑшӗ. Хӑй вӑл медицина сестрин сертификатне кӗҫех илессине, Канашра тухтӑрта ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ васкавлӑ пулӑшу» проект Чӑваш Енри 1 муниципалитетра 2003 ҫулта старт илнӗ. Пульницӑсен автопаркне ҫӗнетес ӗҫе харпӑр организаци илнӗ. Ку, Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, лайӑх витӗм кӳнӗ. Тухтӑрсем, виҫӗ ҫул каяллахипе танлаштарсан, пациентсем патне 1,5 минут хӑвӑртрах ҫитме пуҫланӑ. Вӗсем вӑтамран 12,7 минутра килеҫҫӗ. Ҫул ҫинче авари пулсан вара 10,7 минутра ҫитеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа «Ҫӗнӗ васкавлӑ пулӑшу» проект тепӗр виҫӗ муниципалитетра вӑй илнӗ. РФ Президенчӗ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ку опыта ҫӗртме уйӑхӗччен тишкерсе пӗтерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |