|
Сывлӑх
![]() Акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре хӗрлӗхене (корь) хирӗҫ иммунизаци ирттерӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре ҫак чир сарӑлса пынипе ҫыхӑннӑ. Юлашки виҫӗ уйӑхра ҫӗршывра хӗрлӗхенпе чирленӗ 800 ытла тӗслӗхе палӑртнӑ: Мускавра, Мускав, Чулхула, Владимир, Иваново облаҫӗсенче тата ытти регионта. Вӑл Чӑваш Ене ҫитес хӑрушлӑх та пур. Юлашки хутчен кунашкал чир Чӑваш Ене Мускав облаҫӗнчен лекнӗ. Чӑваш Енре унччен ҫак чирпе чирлемен, прививка туман 18-35 ҫулсенчи ҫынсене прививка иммунизацийӗ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех хӗрлӗхенпе чирлес хӑрушлӑх пысӑк ҫынсене, 36-55 ҫулсенчисене, тӑвӗҫ: медицина, суту-илӳ, транспорт, социаллӑ, коммуналлӑ тытӑмсенче, вахта мелӗпе ӗҫлекенсене, мигрантсене. Икӗ прививка тӑвӗҫ: вакцинаци тата ревакцинаци. Вӗсен хушши виҫӗ уйӑхран сахал мар пулӗ. Кунсӑр пуҫне наци календарӗпе прививка туман 2-17 ҫулсенчи ачасене иммунизаци тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Нимӗҫ ортопечӗ, Зальцкоттен хулинчи Иосиф святой ячӗллӗ госпиталӗн тӗп тухтӑрӗ Марко Эзечиели Шупашкарти ӗҫтешӗсене хӑйӗн ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ, кунтах хайне евӗр операци тунӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Марко Эзечиели Шупашкарта — иккӗмӗш хут. Хальхинче вӑл Чӑваш Енри тухтӑрсене пӗҫӗ шӑммине ҫӗнӗ меслетпе епле улӑштармаллине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкарти ортопедипе эндоротезировани центрӗн тухтӑрӗпе Вадим Яковлевпа пӗрле ҫамрӑк ҫынна операци тунӑ, каччӑн пӗҫӗ шӑммине эндопротезпа улӑштарнӑ. Вӑл ҫынна кӑлтӑксемсӗр ҫӳреме май парать. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, тӗп хулари центр тухтӑрӗсем малашне хӑйсен ӗҫӗнче ҫак меслетпе усӑ курассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ. Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ. Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ. Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() 35 ҫултан ҫамрӑкрах тухтӑрсене, хула поликлиникисене е пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене ӗҫлеме килнӗскерсене, компенсаци парӗҫ. 200 пин тенке илес тесен вӗсен хӑйсен участокӗнче пӗр ҫул ӗҫлемелле. Халӗ ҫӑмрӑк тухтӑрсем аслисен поликлиникисенче те, ачасен пульницисенче те кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсем компенсацие кирек мӗнле тӗллевпе те тӑкаклама пултараҫҫӗ: счет ҫине хума та, вӗренӳшӗн тӳлеме те май пур. Ҫапах чылайӑшӗ 200 пин тенке пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайахлатма ярать. Аса илтерер: нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Патшалӑх Думине янӑ Ҫырура ялсенчи шкулсене ӗҫлеме килекен вӗрентекенсене те 1 миллион тенкӗпе хавхалантармалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() 2007 ҫулта Президент пепкелӗх центрӗнче 690 грамм таякан, 35 сантиметр тӑршшӗ арҫын ача ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ ӑна 26-27 эрнере ҫуратнӑ. Ҫак тӗслӗхе тухтӑрсем астуса юлнӑ, мӗншӗн тесен пепкен пурнӑҫӗшӗн самай кӗрешме тивнӗ. Ача реанимаци уйрӑмӗнче пӗр уйӑха яхӑн выртнӑ, ӑна искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пепке 1500 грама ҫитсен вӑл суккӑр ан юлтӑр тесе операци тунӑ. Тухтӑрсем пирӗн патра кунашкаллине пӗрремӗш хутчен тунӑ. Ҫак арҫын ача халӗ мӗнле пурӑнать-ши? Халӗ вӑл 4-мӗш класра вӗренет, виҫӗ чӗлхепе ҫӑмӑллӑнах калаҫать. Арҫын ача тантӑшӗсенчен нихӑш енӗпе те юлмасть. Палӑртмалла: 2018 ҫулта Президент пепкелӗх центрӗнче 361 ача вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ. Вӗсенчен 47-шӗ 1000-1500 грамм тайнӑ, 36-шӗ вара – 500-1000 грамм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ. Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакансем ҫӗнӗ ФАП пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Халӗ ялти фельдшер пацентсене 2007 ҫулта хупӑннӑ шкул ҫуртӗнче йышӑнать. Унччен ял варринче пулнӑ администрацие, клуба та ҫавӑнта, ял хӗррине, куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗрин фельдшер патне ҫитес тесе самай утмалла: 2-3 ҫухрӑм. Лачакаллӑ чухне уйрӑмах йывӑр – ҫула асфальт сарман. Екатерина Алексеева фельдшерта 40 ҫул ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юратать, ку ӗҫе пӑрахасшӑн. Унӑн шухӑшӗпе, ФАП ял варринче пулсан лайӑхрах, ку унӑн ӗҫне те ҫӑмӑллатать. Халӗ Килтӗшре 218 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 36-шӗ – ачасем. Ҫынсем ял пухӑвӗсенче мудпункта ял варрине куҫарассине пӗрре мар сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ФАП тӑваҫҫех, ун валли вырӑн та хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем канмалли кунсене пӑхмӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн учрежденийӗсем пуш уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче епле ӗҫлессине палӑртнӑ ӗнтӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче пульницӑсем этем ретлех канӗҫ. Тӳрех палӑртар: кунта сӑмах стационарта пулӑшу кӳрекенсем пирки мар. Амбулатори пулӑшӑвӗ ҫинчен калатпӑр. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче шурӑ халатлисем ӗҫе тухӗҫ. Вал кун вӗсем шӑмат кунхи расписанипе ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, яланхиллех канӗҫ. Ҫынна васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан пульницӑсем ӗҫлемеҫҫӗ тесе шикленмелле мар. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем канмалли кунсенче те, уявсенче те талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Ача-пӑча кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗпе 10-мӗшӗнче канӗҫ, 9-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Дмитрий Абрамов ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пульницӑри пӑтӑрмаха ҫырса кӑтартнӑ. Дмитрий ачипе Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Энтузиастсен урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницине кайнӑ иккен. «Вӑл вырӑн пирки япӑх калаҫнине унччен те чылай илтнӗччӗ. Ҫав учреждение тарӑхнипе уйрӑм ҫын клиникисене каякансем пуррине те пӗлетӗп», — тенӗ пост авторӗ. Вӑтам ҫулсенчи врач ӗҫ вырӑнӗнче чылай вӑхӑт пулман хыҫҫӑн: «Мӗншӗн кая юлса килетӗр?» — тесе кӗтсе илнӗ-мӗн. «Хӑй вӑл ӑҫта ҫӳрет?» — тӗлӗннӗ Дмитрий. Пост авторӗ тухтӑра ун пек сасӑпа калаҫмалла марри пирки малтан лӑпкӑн асӑрхаттарнӑ иккен, кайран тавлашасси патне ҫитнӗ. Унтан тухтӑр йышӑнмассине пӗлтернӗ, кайма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен республикӑри организацисенче тата объектсенче карантин пулнине пӗлтернӗ. Ку грипп тата ОРВИ чирӗсем сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Постановление Чӑваш Республикин тӗп санитарӗ Надежда Луговская алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑтӗнче пульница стационарӗнче выртакансем патне тӑванӗсене кӗртмӗҫ. Шкулсенче ачасен сывхлӑхне куллен тӗрӗслеме хушнӑ. Директорсене ҫак тапхӑрта пӳлӗмсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелле марри пирки асӑрхаттарнӑ. Класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен 7-10 кунлӑха вӗренӗве чармалла. Палӑртмалла: кӑҫал 180 ҫын гриппа чирленӗ. ОРВИ анлӑ сарӑлнӑ май республикӑри 33 шкулта 73 класс карантина кайнӑ, 3 шкул вара вӑхӑтлӑха хупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
