|
Сывлӑх
![]() Прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ведомство килекен ыйтусене пӑхса тухмалли тата вӗсене хуравламалли срока пӑхӑнман. Пӗр общество организацине вара пачах та хурав паман. Вӑл министерствӑна сусӑра ачана эмелпе тивӗҫтерес ыйтупа ҫырнӑ. Педиатрӑн служеблӑ запискине должноҫри ҫынсем тимлӗхсӗр хӑварнӑ. Ачана вара федерацин медицина центрӗнчи тухтӑрсен консилиумӗ ҫак эмеле ӗҫме сӗннӗ. Халӗ пӗчӗк пациента кирлӗ эмелпе тивӗҫтерес ыйтӑва прокуратура тӗрӗслесе тӑрать. Министра вара йӗркене пӑснӑшӑн представлени ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Икӗ пульница пӗрлештерме хатӗрленни ахальтен мар. Ҫапла майпа Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче тата ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан ҫынсене паха медицина пулӑшӑвӗ парасшӑн. Бичурин урамӗнчи 7-мӗш хула пульницине тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Хулари 1-мӗш клиника пульницине пӗрлештересшӗн. Икӗ пульница пӗрлештересен пациентсем тухтӑрсенчен талонсӑрах консультаци илӗҫ. Ҫавӑн пекех Хулари 1-мӗш клиникӑра хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Хулари 7-мӗш пульницӑри тухтӑрсемпе медсестрасен вакансийӗсене сыхласа хӑварӗҫ. Ку йышӑнӑва тӑвиччен ҫынсен шухӑшне пӗлӗҫ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 11 сехетре Калинин районӗн администрацийӗнче кун пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ертсе пынӑ Алла Самойлова халӗ «Чувашиякурорт» санаторин тӗп тухтӑрӗ-директорӗ. Ку учреждение пылчӑкпа сипленмелли пульница тата хӑна ҫурчӗ кӗреҫҫӗ. Унчен ӑна Николай Ванеркин ертсе пынӑ. Вӑл ку должноҫе 2013 ҫулхи карлач уйӑхӗнчен ертсе пынӑ. Халӗ вӑл Самойловӑн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Унччен Николай Ванеркин Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне 12 ҫул ертсе пынӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Алла Самойловӑна отставкӑна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Сывлӑх
Геннадий Викторовӑн «Я вернусь...» кӗнекине (Шупашкар, 2006 ҫул) вуласа тухрӑм. Унта вӑл Геннадий Волков академикӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. «Ӗлӗк урама тухаттӑм та гени ҫине гени пырать. Халӗ вара ҫӗтӗк-ҫатӑк тум тӑхӑннӑ сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсем утаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗҫкӗленнӗ, кӗсйисенче укҫи ҫук… Вӗсене айӑпласшӑн та мар эпӗ ҫакӑншӑн. Анчах шухӑшламалӑх пурах ҫав», — палӑртать Геннадий Никандрович. 60-мӗш, 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсене аса илетӗн те (XX ӗмӗр), ун чухнехи ӗҫ коллективӗсенче еплерех хӑвна лайӑх туйнине астӑватӑн. Шкула пырса кӗретӗн — пӗтӗм лайӑх учитель, пурте ҫирӗп профессионалсем, туслӑ коллектив. Колхоз ӗҫӗсене тума утатӑн — каллех ырӑ туйӑмсем: икӗ бригада пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, утӑ ҫулнӑ чух та савӑк кӑмӑллӑх, улӑм пуҫтарнӑ чух те шӳт-кулӑ ҫынсен пичӗсем ҫинче, укҫине нумаях памасан та чунра таса, ҫутӑ. Чӑвашсем ӗҫлекен ӗҫлекен столовӑйӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ҫӗрте тасалӑх хуҫаланать, ҫамрӑк хӗр-поварсем чӑлт шурӑ илемлӗ ҫипуҫсемпе, хӑйсем те артисткӑсем пек капӑр тейӗн. Чӑвашсен хаҫатӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ӑслӑ, пултаруллӑ журналист, коллектив туслӑ, «редакторӗ» пысӑк шайлӑ, ӗҫ укҫийӗ те аптрамасть. |
|
Сывлӑх
![]() Яна. Ҫемье архивӗнчи сӑн Вӑрнар районӗнчи пӗр шкулта вӗренекен Яна усал шыҫӑпа чирленине унччен хыпарланӑччӗ. Ун валли ырӑ ҫынсем укҫа пухнӑ. Нумаях пулмасть хӗрачана операци тунӑ. Телее, Яна халӗ хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Хӗрачана тӑванӗ Татьяна Морозова опекӑна илнӗ. Яна Кадыкова 7-мӗш класра кӑна вӗренет-ха, анчах нушине самай курнӑ. Операци хыҫҫӑн вӑл ҫиме, калаҫма тытӑннӑ. Операци тумашкӑн 348 пин тенкӗ ытла кирлӗ пулнӑ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. Ырӑ ҫынсем айккинче юлманни Янӑна сывалма пулӑшать. Укҫа пухнӑ вӑхӑтра Янӑна васкавлӑ операци тунӑ, мӗншӗн тесен сывлӑхӗ хӑвӑрт начарланса пынӑ. Хӗрача кӗҫех химиотерапин иккӗмӗш курсӗ витӗр тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. «Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ» ҫумӗнче медпулӑшу паракан пӗрлехи служба йӗркеленӗ, унти хатӗр-хӗтӗре ҫӗнетнӗ. Анчах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пур-пӗрех тупса палӑртнӑ. Унашкал тӗслӗх пӗтӗмпе — 165. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче хыснаран эмел, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянма уйӑрнӑ укҫапа тӗллевлӗн усӑ курман. Куславккари тӗп пульницӑра вара хӑш-пӗр пӳлӗмре ӗҫченсем пурӑннӑ. Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшӑвӑн хӑш-пӗр уйрӑмӗнче диспетчер пункчӗ пулман. Хӑш-пӗр пульницӑра вара пациентсене сӑлтавсӑрах йышӑнма хирӗҫленӗ. Прокуратура административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 8 ӗҫ тата 1 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хакланӑ самант Чӑваш Енри пульницӑсем пултаруллӑ тухтӑрсене шыраҫҫӗ. Анчах этеме сиплессипе мар, юрлас-ташлас, тӗрлӗ япала ӑсталас енӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, чун киленӗҫне кӑтартассипе. «Алло, мы ищем таланты» (чӑв. Алло, эпир пултаруллисене шыратпӑр) республикӑри конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле. Унччен вырӑнсенче суйлав турӗсем йӗркелӗҫ. Ӗнер, ав, вӑл Шупашкар хулинчи тӗп пульницӑра пулнӑ. Унта хулари 11 медицина учрежденийӗнчен пуҫтарӑннӑ. Шурӑ халатлисем ал ӗҫӗсене те илсе пынӑ, сцена ҫинче те пултарулӑха кӑтартнӑ. Вӗсем хушшинче хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хастар пулнӑ. Тӳресем кашнин ӗҫнех тивӗҫлипе хаклама тӑрӑшнӑ. Хӑйсен номинацийӗсенче мала тухнисем республикӑри конкурсра тӑван пульницӑн чысне хӳтӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре арҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ Чӑваш Енри арҫынсен ӗмӗрӗ юлашки вӑхӑтра вӑрӑмланнӑ. Ҫакна Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов палӑртса хӑварнӑ. Унта вӑл, сӑмах май, ҫакна та каланӑ: тухтӑрсен тӗп кӑтартӑвӗ — халӑх нумай ҫул сывӑ пурӑнни. «Вӑрӑм ӗмӗрлисен йышӗ нумайланса пыни пурсӑмӑра та хавхалантарать», — тенӗ вӑл. 100 ҫултан иртекенсем те сахал мар. Юлашки пиллӗк ҫулта ҫак кӑтарту икӗ хут та ытларах ӳснӗ. Вӑрах чире пула вилекенсен йышӗ те чакса пырать. Аса илтерер, республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ. СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ. Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри вӑйпитти ӳсӗмри сусарсенчен 2017 ҫул вӗҫленнӗ тӗле кашни виҫҫӗмӗшне ӗҫпе тивӗҫтермелле. Ҫакна «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра ҫакна республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Ун пирки тӳре-шара сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтупа халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен директорӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 86 пин ҫын сусӑр пурнать, вӗсенчен 27 пинӗшӗ — вӑйпитти ӳсӗмрисем. Ҫавсенчен кашни пиллӗкмӗшӗ кӑна производствӑна хутшӑнать. Ҫитес виҫӗ ҫулта Чӑваш Енре вӑйпитти ӳсӗмри сусӑрсенчен кашни иккӗмӗшне ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Сусӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерессишӗнех предприяти-организацисенче вӗсем валли квотӑсем пӑхса хӑвараҫҫӗ: 100-тен ҫынлӑ коллективсенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен сусӑрсем валли икӗ процент пӑхса хӑвармалла, 35-100 вырнлисенче — 1,5 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
