Республикӑра
![]() ok.ru/batyrevska/topic/155405995818476 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн председательне Алёна Горшковӑна Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. «Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн черетсӗр ХХ съезд ӗҫне хутшӑнма тӳр килнишӗн хӗпӗртерӗм. Ӑна обществӑлла организацие йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Патӑрьел районӗнчен виҫҫӗн хутшӑнтӑмӑр: централизациленӗ библиотека директорӗ Алевтина Овчинникова, район администрацийӗн социаллӑ аталану тата туризм ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ Наталия Никитина тата эпӗ. Съезд ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнса пирӗн ӗҫе тивӗҫлӗ хак пани те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хавхаланса пӗлтернӗ съезд хыҫҫӑн Алёна Горшкова. Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн вара Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн дипломӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель 10 ҫулти арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ҫав водителе пӗр хӗрарӑм пулӑшнипе тупнӑ. Евгения Кузина ҫав аварие хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Кун пирки вӑл ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн водителе часах тытса чарнӑ. Евгения Кузинӑна йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Раҫҫейре Хӗл мучи пуйӑсӗ регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку – «Чукун ҫулӗпе» Вологда облаҫӗн правительствин пӗрлехи проекчӗ. Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Вӑл Аслӑ Устюгран пуҫласа Владивостока ҫитӗ, унтан – каялла. Хӗл мучи ҫӗршыври ачасене савӑнӑҫ парнелӗ. Пуйӑс Чӑваш Ене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килӗ. Вӑл Шупашкарта чарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Надежда Артемьева тухтӑр Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ӑнсӑртран ҫуратма пуҫланӑ. Варти ачи 33 эрнере кӑна пулнӑ. Вӑл пепкене килӗнче хӑех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм телефон патне тепӗр ҫур сехетрен кӑна тӑсӑлса ҫитнӗ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа хӑй ҫуратнине пӗлтернӗ. Оперативлӑ уйрӑмӑн аслӑ тухтӑрӗ Надежда Артемьева ӑна фельдшерсем ҫитиччен телефонпа мӗн тумаллине каласа тӑнӑ, кӑвапине мӗнле касмаллине ӑнлантарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен амӑшӗпе ачине Шупашкара илсе кайнӑ. Палӑртмалла: ку хӗрарӑмӑн виҫҫӗмӗш ачи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hypar.ru сайтри сӑн Ку эрнекун, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче республикӑри шкулсенче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ занаятисем иртнӗ. Спикерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стариксем, хӗрарӑмсем, ачасем окоп чавни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫак лекцисене 150 пин ача итленӗ. Ача пахчисенче те шӑпӑрлансене окоп чавни пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ, ачасем хӑйсемех хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче республикӑра тепӗр проект старт илнӗ: «Пӗрремӗш номерлӗ пост». Шупашкарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патӗнче тата Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну палӑкӗ патӗнче хисеплӗ кӑравул тӑрӗ. Ку ӗҫе 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем пурнӑҫлӗҫ. Кӑравулта 13-15 сехетсенче тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫанах, 2018 ҫултанпа, виҫӗреш ҫуралман. Нумаях пулмасть Алексейпа Екатерина Гуменюксен ҫемйинче тӳрех виҫӗ ача кун ҫути курнӑ: Вероника, Михаил тата Артем. Сӑмах май, кӑҫалхи 5 уйӑхра Чӑваш Енре 44 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Хальччен пӗр виҫӗреш те пулман. Пӗрремӗшӗ – Гуменюксен ҫемийнче. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 6737 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,8 процент сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ysia.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрле районӗнчи ҫӑлав станцине Сӑр юханшывӗнче икӗ ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Арҫынсем резин кимӗпе юханшыв урлӑ Чулхула еннелле каҫма тӑнӑ та куҫран ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑналла тухнӑ. Анчах ун чухне тӗттӗмленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ. Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫухалнӑ арҫынсене шыраса тупнӑ. Юрать-ха, вӗсемпе йӗркеллех, сывлӑхӗсем лайӑхах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти арҫын Мускава кайсан ҫухалнӑ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кайнӑ. Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Сергей Геннадиевич Васильев тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ та Чӑваш Ене килме тухнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл телефонне метрора хӑварнӑ. Арҫын киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй шакла, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Мӗн те пулин пӗлсен полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Патӑрьелти ачасемпе спорт шкулӗн директорне 120 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш-ака уйӑхӗсенче хӑйӗн машинине служба транспорчӗ валли уйӑрнӑ бензина янӑ. Ҫапла вӑл 425 литр бензин тӑкакланӑ. Патӑрьел районӗн администрацине пӗтӗмпе 17,5 пин тенкӗлӗх. Ҫав ҫулах кӗркунне директор ӑмӑртӑва хутшӑнакансене апатлантарма укҫа кирлӗ тесе ӗҫтешне каланӑ. Документсене хӑех хатӗрленӗ, алӑ пуснӑ - лешсем укҫа илнӗ имӗш. Чӑннипе вара илмен. Директор укҫана хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Регион управленийӗн центрӗ малашне чӑвашла ҫырнӑ ыйтусене те йышӑнӗ. Хуравне те чӑвашлах парӗҫ. Мониторинг тӑвакан "Инцидент менеджмент" тытӑм ҫынсем халӑх тетелӗсенче хускатнӑ ҫивӗч ыйтусене асӑрхать. Халӗ ӑна ҫӗнетнӗ, вӑл чӑвашла сӑмахсене те ӑнланать. Чӑвашла пӗлекен тытӑмпа пӗрремӗш Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫыннисем усӑ курнӑ. Шкулта юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн унта чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑ. Кайран вӑл вӗҫсе тухса кайнӑ. Ҫынсене йӑва шӑпи пӑшӑрхантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |