Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ. Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ. Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ахаль ларман - бензопӑчкӑ йӑтнӑ та хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ-турата пуҫтарма тухнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫула тасатнӑ. Аса илтерер: паян ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫавна май 90 ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.pinterest.com сайтри сӑн Юр нумай ҫунипе, пӑрлӑ ҫумӑра пула пуйӑссем те вӑхӑтра ҫӳреймеҫҫӗ. Чукун ҫул тытӑмӗнче те электричество пӗтнӗ. "Шупашкар" чукун ҫул вокзалӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑссем 5 сехет те 10 минут кая юлса ҫитӗҫ. Ӗнер тата паян "Арзамас - Канаш" чукун ҫулӗ ҫинче пассажирсене илсе ҫӳрекен темиҫе пуйӑс тытӑнса тӑрать. "Мускав - Хусан" тата "Мускав - Шупашкар" пуйӑссене 3 сехет ытла тытса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр 7 пуйӑс 2-7 сехет кая юлса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Чуракасси ялӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫак ҫын хыпарланӑ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр ирхине ҫунӑ. Нумай йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ, электричество сӳнсе ларнӑ. "Тирек йывӑҫҫисем пӑра чӑтаймасӑр хуҫӑлаҫҫӗ. Пӑрӗ унчченхиех юлнӑ. Паян татах ҫурӗ", - хыпарланӑ халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ. Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ. Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать. Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян ҫанталӑка пула республикӑра темӗн тӑршшӗ "пӑкӑ" пулнӑ. "Про Город" хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, ку Муркаш районӗнчи Москакассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче пулнӑ. Машинӑсем унта кунӗпех тӑнӑ. Авари ан пултӑр тесе пысӑк тиевлӗ машинӑсене пӗрерӗн янӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем унтах пулнӑ. Сӑмах май, республикӑра ыран та юр ҫӑвать. Синоптиксем ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ - ҫеккунтра 18 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ruzaregion.ru сайтри сӑн Куславккара тата Ҫӗмӗрлере ӑшӑ сечӗсене тӑвӗҫ. Кун валли 460 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Пӗтӗмпе ку ӗҫ валли 578,6 миллион тенкӗ кирлӗ. 459,2 миллион тенкине уйӑрса парӗҫ. Ку ҫав хуласенчи нумай хваттерлӗ 54 ҫурта ӑшӑпа тивӗҫтерме май парӗ. Уйӑрнӑ укҫапа Куславккара ӑшӑ сечӗсен – 95 процентне, Ҫӗмӗрлере 80 процентне ҫӗнетме май парӗ. Ӗҫсене 2023 ҫул пӗтиччен вӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗ спутник урлӑ эфира тухас тесе аукцион ирттерет. Палӑртмалла: 2017 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнченпе наци телевиденине "Триколор" абоненчӗсем курма пуҫланӑ, ҫав ҫулах ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе — "Телекарта" абоненчӗсем. Аукционра палӑртнӑ малтанхи хак - 24 миллион та 924 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрса парӗҫ. Аукциона раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Сухайкаси ялӗнче хӗвел батарейисемпе ӗҫлекен "ӑслӑ чарӑну" туса лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑнакан саксем, тӳлевсӗр Wi-Fi пур. Ҫавӑнтах телефона заряд тума, общество транспорчӗ ӑҫта ҫитнине сӑнама май пур. Ҫак чарӑнӑва пула Сухайкасси ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра пӗр номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Куншӑн федераци хыснинчен 6,3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа ял тӑрӑхне илемлетме, коммуналлӑ техника туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи 52 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем икӗ хутчен улталанӑ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм пульницӑра ӗҫлет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна кӑшӑлвируспа чирленӗшӗн компенсаци парассине кӑтартакан каҫӑ ярса панӑ. Ку ун хыҫҫӑн палламан ҫынпа ҫырӑннӑ. Лешӗ ӑна 100 пин тенке яхӑн куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак хӗрарӑм кайран каллех полицие пынӑ. Хальхинче ӑна ун ячӗпе кредит илме хатӗрленни пирки суйнӑ. Ҫапла вӑл 80 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |