Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков муниципалитетсен финанс органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл муниципалитет ӗҫченӗсен шалӑвӗн фончӗ ҫитес ҫул 30 процент ыларах пулассине пӗлтернӗ. 2023 ҫултан вырӑнти администрацисен ӗҫченӗсен окладне ӳстерме палӑртнӑ. Аса илтерер: республикӑра 19 район муниципалитет округӗ пулса тӑнӑ. Кун пек чухне унта аппарат структури те улшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaluga.kp.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн варринче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче лавккана арҫын кӗрсе сутуҫӑран укҫа хӑмсарса ыйтнӑ. Ку каҫхине пулса иртнӗ. Сутуҫӑ кассӑна питӗрсе айккинелле пӑрӑннӑ. Арҫын вара унта выртакан ҫӗҫҫе ярса тытнӑ та хӑратма пуҫланӑ. Хӗрарӑм урама чупса тухса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын тарса ҫухалнӑ. Ку ӗҫе 46 ҫулти арҫын, унччен те судпа айӑпланнӑскер, тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна хӑйӗн ялӗнче тытса чарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ҫӗҫҫе ӑҫта ывӑтнине те кӑтартнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр туянмашкӑн 5,2 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Унпа вӗсем Ҫӗрпӳре икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ. Волковсем 8 ача ӳстереҫҫӗ. Ҫӗрпӳне куҫса килни вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнӑ. Кӗҫӗн ачисем ача пахчине кайнӑ, аслисем халь вӗренӗве чӑрмавсӑр ҫӳреҫҫӗ. Кашни ачан тенӗ пек килте пӳлӗм пур халӗ. Волковсем 12 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ выльӑх-чӗрлӗхпе аппаланать. Вӗсем ҫывӑхри ҫӗре тара илсе выльӑх-чӗрлӗхпе малалла ӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ. Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса самай шар кӑтартнӑ. Паян ир тӗлне 9 районти 43 ял ҫутӑсӑр пулнӑ. Вӗсенче 6876 кил. Ҫав пӳртсенче 13737 ҫын пурӑнать. Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 22 объектра ҫутӑ ҫук. Ҫав вӑхӑтра аварисене пӗтерес тесе 25 бригада ӗҫленӗ. Паян 14 сехет тӗлне 10 районти 33 ялта электроэнерги пулман. Хальхи вӑхӑтра аварие сирекен 35 бригада ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Амӑшӗсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ амӑшӗсене саламланӑ, нагарадӑсем панӑ. РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Элӗк районӗнчи Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Геннадипе Вера Яковлевсем тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин «Анне» паллине Шупашкарти Ирина Васильевӑпа Наталья Шилова, Ҫӗмӗрлери Марина Ветликова, Элӗк районӗнчи Полина Ефремова, Красноармейски районӗнчи Вера Владимирова, Вӑрмар районӗнечи Елена Павлова, Ҫӗмӗрле районӗнчи Зоя Харитонова, Шупашкар районӗнчи Мария Изванова илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи психоневрологи диспансерӗпе асӑннӑ тӑрӑхри Каршлӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен интернат-ҫуртне пӗрлештересшӗн. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫавӑн пек йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унпа ӗнер Алёна Елизарова республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Реорганизаци хыҫҫӑн учрежденире ӗҫлекенсен йышне чакарӗҫ, ҫавӑ ӗҫ укҫишӗн уйӑракан укҫана ҫулталӑкне 2,2 миллион тенкӗ таран перекетлеме май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pulse.mail.ru сайтри сӑн Тӗнче тетелӗнче «Помни» сервис ӗҫлесе кайнӑ. Мӗн-ха вӑл? Ятарлӑ QR-код урлӑ вилнӗ ҫын пирки пӗлме пулать. Телефон камерипе ун ҫине тӗллесен леш тӗнчене куҫнӑ ҫыннӑн страници ҫине куҫма пулать. Ҫав страницӑна кирек мӗнле информацие те кӗртме пулать. Тӗслӗхрен, ҫын пурӑннӑ чухне юрланӑ пулсан унӑн юррине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫак QR-кода вилнӗ ҫыннӑн вилтӑпри ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын контрафактлӑ пирус сутнӑ тесе вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Региона контрафактлӑ пирус кӳрсе килнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тупса палӑртнӑ. Маркӑламан ҫак продукцие электрон пирус упаковкинче лавккасенче сутнӑ. Вӗсене сутмашкӑн вара маркировка кирлӗ мар. Украинӑри арҫыннӑн тата Куславккапа Патӑрьел районӗсенчи ҫынсен куншӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре эрех-сӑра сутасси нумайланнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра водка, сӑра тата спиртран тӑракан ӗҫмелли япаласем кӑларассин калӑпӑшӗ ӳснӗ. Республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче водка туса кӑларасси 23,7 процент ӳснӗ; ӑна сутасси 5,1 процент нумайланнӑ. Асӑннӑ тапхӑрта сӑрана 8,1 процент ытларах туса кӑларнӑ; 6,7 процент нумайрах сутнӑ. Тавар кайнӑ май акцизран хыснана каякан тупӑш виҫи ӳснӗ: водкӑпа — 29,8 процент, сӑрапа – 22,5 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |