Республикӑра
![]() Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Сухайкаси ялӗнче хӗвел батарейисемпе ӗҫлекен "ӑслӑ чарӑну" туса лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑнакан саксем, тӳлевсӗр Wi-Fi пур. Ҫавӑнтах телефона заряд тума, общество транспорчӗ ӑҫта ҫитнине сӑнама май пур. Ҫак чарӑнӑва пула Сухайкасси ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра пӗр номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Куншӑн федераци хыснинчен 6,3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа ял тӑрӑхне илемлетме, коммуналлӑ техника туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи 52 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем икӗ хутчен улталанӑ. Вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм пульницӑра ӗҫлет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна кӑшӑлвируспа чирленӗшӗн компенсаци парассине кӑтартакан каҫӑ ярса панӑ. Ку ун хыҫҫӑн палламан ҫынпа ҫырӑннӑ. Лешӗ ӑна 100 пин тенке яхӑн куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак хӗрарӑм кайран каллех полицие пынӑ. Хальхинче ӑна ун ячӗпе кредит илме хатӗрленни пирки суйнӑ. Ҫапла вӑл 80 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Нумаях пулмасть республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса шар кӑтартрӗ. Ӑна пула Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче те электроэнерги линийӗ сиенленнӗ. Вырӑнти тӳре-шара ӑна юсас тесе тӑрӑшнӑ-ха, анчах пӗр пӳрт вӑрах вӑхӑт ҫутӑсӑр ларнӑ. Мӗншӗн тесен электросеть организацийӗ ҫав электролини вӗсен территорине кӗменнине каланӑ. Прокуратура электросеть организацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырсан тин пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче пресс-службӑсенче ӗҫлекенсене коррупципе кӗрешме вӗрентнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ темӑна епле ҫутатмалли ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Семинара республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви республика Элтеперӗн Администрацийӗпе пӗрле ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ирттернӗ. Унта 40 ытла ҫынна пухнӑ. Республика прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Алексей Якушевич, сӑмахран, материалсенче коррупципе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсене нумайрах илсе кӑтартма сӗннӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна пӑсакансене епле явап тыттарни ҫинчен ҫынсене пӗлтерсе тӑмалла. Апла тусан профилактика шайӗ те ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Етӗрнере пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна 5 ҫӑрттан тытнӑшӑн судпа айӑплӗҫ. Вӑл вӗсене саккуна пӑсса тытнӑ-мӗн. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче рейд ирттернӗ. Вӗсем пӗр кимӗре ларакан пӗр арҫын сунчӑкапа усӑ курса пулӑ тытнине асӑрханӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ку хатӗрпе пулӑ тытма юрамасть. Ҫак арҫынран полицейскисем 5 ҫӑрттан туртса илнӗ. Вӑл патшалӑха 4 пин тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ. Пулӑҫ ӑна саплаштарнӑ. Халӗ ун килтен тухса ҫӳреме юрамасть. Арҫын суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tomsk.aif.ru сайтри сӑн Коммерци банкӗнче ӗҫлекен, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл брокер сайтӗнче укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа чӳкчен брокер сайтне укҫа хывма шантарнӑ "специалиста" укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе - 150 пин тенке яхӑн. Кӗҫех лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ хӑйне улталанине тинех ӑнланнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл палламан ҫынна 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Яла ӗҫлеме килнӗ вӗрентекенсене преми пама йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ялта пӗрремӗш ҫул ӗҫлекен педагогсене ҫулталӑкне 20-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Иккӗмӗш ҫул вӑй хуракансене - 40-шер пин,виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлекенсене 60-шар пин тенкӗ парӗҫ. 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан хулара тӑрӑшакан вӗрентекенсене малтанхи ҫул ҫулталӑкне - 10 пин, кайран - 20 пин, виҫҫӗмӗш ҫулхине 30 пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() quotar.org сайтри сӑнӳкерчӗк Хӑш-пӗр ҫын документ илес тесе кӑна пӗрлешет. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, кӑҫал унашкал ултӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Ведомство кӑҫал ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫын тӗлӗшпе пухнӑ материала прокуратурӑна ярса панӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра суя мелпе пӗрлешнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫемьесене саккуна пӑсса ҫавӑрнине палӑртмашкӑн материалсем пухнӑ. Суд икӗ ҫынӑнне Раҫҫейре вӑхӑтлӑх пурӑнма ирӗк паракан документне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Теприн кунта пурӑнма май паракан документне пӑрахӑҫланӑ. Виҫҫӗшӗ те пирӗн ҫӗршывран кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() nn.mk.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑи хӑйӗн хваттерӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене пропискӑна тӑратнӑ. Пӗр-иккӗшне кӑна мар, 8 ҫынна. Следстви пӗлнӗ тӑрӑх, Тутарстанра пурӑнакан 60 ҫулти арҫын ҫак хӗрарӑма Таджикистанри 3 ҫынна тата Узбекистанри 3 ҫынна ҫулталӑк вӗҫлениччен пропискӑна тӑратма ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран хайхискер кил хуҫипе ҫав ҫынсене нумай функциллӗ центрта тӗл пултарнӑ, унта кирлӗ документсене хатӗрленӗ. Канаш хӗрарамӗ ҫак мелпех Таджикистанри тепӗр 2 ҫынна пропискӑна тӑратнӑ. Халӗ ҫак хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Унпа пӗрле Тутарстан арҫынни те явап тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Ҫӗрпӳ районӗнче свалка ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар поселокӗ патнелле пӑрӑнмалли ҫул ҫывӑхӗнчи свалка ҫунма пуҫлани 15 сехет ҫурӑра паллӑ пулнӑ. "Сывлама ҫук. Пӗтӗм тӗтӗм Кӑнар поселокӗ тата ҫывӑхри ялсем еннелле каять. Мӗн те пулин тума ыйтатпӑр. Тен, свалкӑна рекультиваци тумалла", - тенӗ унти ҫынсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |