Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш кӗввине каланӑ, чӑваш ҫимӗҫне астивнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.08.2015 17:08 | 1806 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче ӗнер «Паттӑрлӑх кунӗ» уяв иртнӗ. Ун пирки Шупашкар район администрацийӗ «йӑлана кӗнӗ уяв» тесе палӑртать.

«Паттӑрсен кунне» пухӑннисем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тутар-монголсене ҫӗнтернине халалласа пухӑннӑ. Йышра Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, художниксем, Тутарстанри, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин элчисем пулнӑ. Вӑрманкасри Фолькор ҫурчӗн «Парне» ушкӑнӗ уява йӗркелекенсене парне туса панӑ — юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Ку уяв пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче, сӑмах май, кӑшт урӑхларах пӗлтернӗ. Унта «Чӳк» уявӗ иртни пирки каланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчен вара ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ уява Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор ертсе пынӑ. Шупашкар район сайтӗнче асӑннисемсӗр пуҫне Владимир Агеев художник, «Сӑвар» чӑваш культурин фончӗн ертӳҫи Владимир Тяпкин, Николай Фомиряков, Юрий Дядюков, Анатолий Павлов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Caкӑp ҫул каялла ҫaв вырӑнта Федор Мадуров ӑсталаса вырнаҫтарнӑ Юпа умӗнче кӑвайт чӗртнӗ. Николай Фомиряков варганпа авалхи чӑваш кӗввине каланӑ, пухӑннисем ҫутҫанталӑк Туррисене, йӑх-несӗлсене усал-тӗселтен сыхлама ыйтса «сӑйланӑ». Така шурпи пӗҫернӗ, чӑваш сӑрипе, апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ.

#ЧНК, #чӳклени, #Шупашкар районӗ, #Вӑрманкас, #уявсем, #Тутарстан, #Атӑлҫи Пӑлхар, #тӗн, #чӑвашлӑх, #истори, #Паттӑрлӑх кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем