ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев республикӑри аякри районсенчи ялсене тата Шупашкарти хӑш-пӗр микрорайона пахалӑхлӑ карас ҫыхӑну илсе ҫитерме хушнӑ. Ҫав вырӑнсенче халӗ лайӑх ҫыхӑну ҫук-мӗн, кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравлама йывӑр.
«Ҫитес вӑхӑтра пахалӑхлӑ карас ҫыхӑну республикӑра 100 проценчӗпех пулмалла», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта «Хӗвеллӗ» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ку енӗпе хальлӗхе йывӑрлӑхсем пур. Юпа уйӑхӗнче «Хӗвеллӗ» микрорайонта подстанци хута кайӗ, «Ҫӗнӗ хулара» вара кун валли ҫӗр участокне уйӑрса парас енӗпе документсем хатӗрлеҫҫӗ. «Радужный» микрорайонта та кӗҫех пахалӑхлӑ ҫыхӑну пулӗ.
Урамсене таксофонсем темиҫе ҫул каяллах вырнаҫтарчӗҫ. Малтанхи вӑхӑтра вӗсем пурри пахаччӗ те пулӗ. Паян урамри таксофонпа усӑ куракансене, тӳррипе каласан, курман та. Ара, карас ҫыхӑнӑвӗ вӑйлӑ сарӑлнӑ хыҫҫӑн тин ҫитрӗҫ-ҫке вӗсем ялсене... Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар-ха...
«Ростелеком» акционерсен обществи таксофонпа тӳлевсӗр шӑнкӑравлама май пуррине пӗлтерет. Анчах регион тулашне мар. Республика тӑрӑх. Вӑл пулӑшнипе тус-юлташпа, пӗр-пӗр организаципе ҫыхӑнайӑн. Ун валли таксофон картти те кирлӗ мар.
Сӑмах май каласан, паянхи куна Раҫҫейре «Ростелеком» ҫеҫ универсаллӑ пулӑшу кӳрет. Ҫӗршывӗпе вӑл 148 пин таксофона тытса тӑрать. Таксофонсемпе усӑ курса ҫынсем васкавлӑ службӑсене тата ытти вырӑна талӑкӗпех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.
Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала. Ара, хӑть кӳршӗ яла шӑнкӑравла, хӑть Хабаровскине, уйрӑмлӑхӗ ҫук, бензин тӑкакласси ҫук. Анчах та чемпионат вӑхӑтӗнче ҫыхӑну питӗ пахалӑхлӑ пулчӗ тесе мӑнаҫланнӑ министр. Мӗншӗн пахалӑх мӗн-тӗр иртнӗ чухне кӑна паха пулмалла? Вӑл кашни кунхине паха пулма тивӗҫ мар-ши? Иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ тапхӑрта Потёмкин текен кнеҫ пулнӑ, ятарласа ӑҫта мӗн-тӗр Иккӗмӗш Кӗтерне иртмелле-тӗк, урам тӑршшӗпе ӳкернӗ ҫуртсем, е вӑхӑтлӑха ӑсталанӑ ҫуртсем вырнаҫтарнӑ, халӑх пурӑнакан ҫуртсене пытарса.
«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, анлӑ сарӑлнӑ мессенджер Telegram чӑхӑмлама пуҫланӑ. Унпа усӑ куракансем ҫакна асӑрханӑ.
Мессенджер пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахман ахӑртнех. Унпа усӑ куракансем каланӑ тӑрӑх, ҫырусем пачах каймаҫҫӗ е питӗ вӑрахӑн каяҫҫӗ. Ҫакна Twitter-ти ҫырусем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Мессенджер япӑх ӗҫлеме пуҫланине паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Кун пирки Раҫҫей ҫыннисем кӑна мар, Италири, Германири тата ытти ҫӗршыври ҫынсем те пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫак мессенджера Раҫҫейре чарасси пирки унчченех хӗрӳ калаҫнӑччӗ. Ку тӗлӗшпе суд та пулнӑ, анчах ун чухне мессенджера хупма йышӑнман.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Питӗрти ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки vistanews.ru портал хыпарлать.
Следстви шухӑшӗпе, пирӗн республикӑра пурӑнакан ҫак арҫын телефонпа шӑнкӑравласа Питӗрти Тихорецк проспектӗнчи пӗр ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май ҫав ҫуртран 40 ҫынна пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тӗрӗслеве тухнӑ. Телее, ҫуртра нимӗнле бомба та пулман. Кӗҫех кам шӑнкӑравлани те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 48 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулни паллӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.
Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.
Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӑна-кӑна туянма тесе тухнӑскер яла телевидени, Республика пуҫлӑхӗн представителӗсем килнӗ тенине илтсен унталла ҫул тытрӑм. Халӑх умӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фомин В. В. 7 уйӑхлӑхра мӗнле ӗҫленӗ пирки савӑнса отчет ирттерет.
Пухӑва бюджетра ӗҫлекенсене кӑна чӗннӗ пулас. Миҫе ҫын Чӑваш енри Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче вӗсем? Вара ялти пенсионерсем, колхозниксем тата ытти сферӑра ӗҫлекенсем пуҫлӑхсемшӗн хура пӑнчӑ анчах пулсан мӗн тума утатпӑр-ши суйлава? Тӗлӗнмелле!
Аван ӗҫлесе пырать иккен пирӗн ял хуҫи. Кӑпас ялӗнче туса пӗтереймен ҫул, амбулаторинче шыв ҫукки, Ҫамрӑксен урамне кӗрекен ҫул ҫӑрӑлса выртни, центрпа иртекен асфальт ҫул юрӑхсӑра тухни, Явӑльня, Мӑнъял, Ҫамрӑксен урамсенене тивӗҫтерекен шыв башни паян-ыран ӳкме пултарни,– пӗри те ун ӗнсине хыҫмалли ӗҫсем мар иккен. «Халӑхпа пӗр чӗлхе тупса ӑнланса ӗҫлекен хуҫасем» ҫула май тесе МТС вышки ҫине те ҫитрӗҫ. Чунӗ тулса ҫитнипе калаҫма ал ҫӗклекенсене сӑмах памаҫҫӗ. Сӑмахпа путарма тӑрӑшаҫҫӗ, влаҫа юрама юратакан япшар чӗлхесем.
Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ пуштӑрисем ҫынсене ҫырусене вӑхӑтра ҫитерсе паманнине тӗрӗсленӗ. Прокуратурӑна кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Ҫитменнине тата кунта сӑмах прокуратура хуравӗсем пирки пырать. Вӗсене пуштӑрисем пырса паманнине надзор органне темиҫе ҫын та пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Хуравсене саккас ҫырупах янӑ прокуратура. Апла пулин те адресатсене вӗсене ҫитермен. Алла паман ҫырусене пуштӑрисем прокуратурӑна та каялла тавӑрса паман.
Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури кӑлтӑка пӗтерме хушса асӑрхаттару ҫырса панӑ.
Шупашкарти троллейбуссемпе ҫӳрекенсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗнче тетелне тӳлевсӗр тухайӗҫ. Вӗсем валли вай-фай ҫыхӑну йӗркелӗҫ.
Аса илтерер, троллейбуссенче тӳлевсӗр Wi-Fi ӗҫлеттерсе ярассине йӗркелеме ҫыхӑну сферинче ӗҫлекен компанисенчен пӗри конкурсра тивӗҫнӗ. Оборудование кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Официаллӑ майпа ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ.
Теста ҫурла уйӑхӗнче ирттерӗҫ. Wi-Fi ҫыхӑну 1, 4, 20, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗ. Официаллӑ майпа ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ.
Унсӑр пуҫне ку ҫыхӑну Хӗрлӗ лапамра тата Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев ячӗллӗ парксенче пулӗҫ. Унта канма пыракансем те вай-фай ҫыхӑнӑвӗпе тӳлеасӗр усӑ курайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |