Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен «Ростелеком» ветерансене, вӑрҫӑ сусӑрӗсене полкра пӗрле пулнисемпе, аякра пурӑнакан тӑванӗсемпе, юлташӗсемпе тӳлевсӗр ҫыхӑнма май туса парӗ.
Ветерансем телефонпа тӳлевсӗр 70 минут таранах калаҫма пултарӗҫ. Вӗсен Раҫҫейри пӗр-пӗр региона, хулана, ҫывӑхри ют ҫӗршывсене (Украина, Беларуҫ, Молдова, Казахстан, Узбекистан, Таджикистан, Кӑркӑстан, Туркменистан, Азербайджан, Эрмен, Латви, Литва, Эстони, Грузи, Абхази, Кӑнтӑр Осети) шӑнкӑравлама май пур. Килтен те, ятарлӑ учрежденисенчен те (госпиталь, ветерансен ҫурчӗ тата ытти те) шӑнкӑравлама пулать.
Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта телеграммӑсене те тӳлевсӗр яма пулать.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каллех салтак юрри юрлама тытӑнчӗҫ. Ҫурхи призыва халалласа ҫӗршыв Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмӗсенче тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫу уйӑхӗн ҫурричченех тӑсӑлӗ. Мероприятисен шутӗнче — «хӗрӳ лини» йӗркеленине те асӑнмалла.
Салтака илсе каяссипе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑнӗҫ. «Хӗрӳ лини» номерӗ — 39-36-81. Ыйтусене хуравлаканӗсем Владимир Путинӑн Шупашкарти Йышӑну пӳлӗмӗнче ларӗҫ. Вӗсенчен хӗсметпе ҫыхӑннӑ самантсем пирrи ыйтса пӗлме пулать. Сӑмахран, камсене отсрочка парасси, мӗнпе чирлисен хӗсмете илмесси, сывлӑх тӑрӑмӗ пирки комисси йышӑннипе килӗшмесен кама евитлесси тата ытти ҫавӑн пек ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май ветерансем валли парнесем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата сусӑрӗсем тӗрлӗ транспортпа тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Унта автобуссем кӑна мар, пуйӑссем, авиа- тата юханшыв транспорчӗсем кӗреҫҫӗ. Ветеранпа пӗрле тепӗр ҫын, ӑна илсе ҫӳрекенни, тӳлевсӗр кайма пултарать.
Чӑваш Енре кӑна мар, унӑн тулашӗнче те тӳлевсӗр ҫӳреме май пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 фронтовик Мускаври, Питӗрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийӗсене хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ветерансене вокзала та илсе ҫитерӗҫ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсӗр ҫӳрес тесен кассӑсене пымалла. Унта кирлӗ документсене хатӗрлӗҫ. Кун валли Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, сусӑр пулнине ӗнентерекен удостоверени, паспорт кирлӗ. Ветеранпа илсе ҫӳрекен ҫыннӑн паспорчӗ те кирлӗ.
«Победа» авиакомпани пӗр хуларан тепӗр хулана самолетпа 999 тенкӗпе ҫитерессине пӗлтернӗ. Пӗтӗм билет пӗр хак тӑмӗ-ха, анчах чи йӳннине 999 тенкӗпе туянма май пур иккен.
Хӑй уҫакан ҫӗнӗ 22 направленипе авиакомпани ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан тинӗс хӗрне илсе кайӗ. Сочи тата Анапа хулисене билетсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех сутма тытӑннӑ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен Сочи хулине тӳрӗ рейс Архангельск, Белгород, Волгоград, Воронеж, Екатеринбург, Магнитогорск, Махачкала, Нижневартовск, Омск, Пермь, Дон ҫинчи Ростовран, Ӗпхӳрен уҫӑлӗ. Пысӑк мар Шупашкар хули ку списока лекмен. Анчах та пирӗн республикӑна ҫывӑх хуласенчен вӗҫме пулать. Кунта Киров, Хусан тата Чӗмпӗр хулисене асӑнмалла.
Тинӗс хӗрне Boeing-737 самолет хутлӗ.
Пушӑн 8-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Чӑваш Енре те, Раҫҫейри пекех, теле- тата радиосигналсем ҫухалма пултараҫҫӗ. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хӗвел вӑйӗпе ҫыхӑннӑ.
Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре хӑйне евӗр пулӑма асӑрхама май пулӗ. Ҫакна ҫуркуннехи интерференци теҫҫӗ.
Раҫҫейри ТАСС информаци агентствин официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Хӗвел, ҫыхӑну спутникӗ тата ҫӗр ҫинчи ретранслятор антенни пӗр йӗре тӑнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна пула телеэкрансем тата радиоприемниксем япӑх ӗҫлеме пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра сигнал пачах ҫухалас хӑрушлӑх та пур.
Кун пек пӑтӑрмах сиксе тухнине кӑтартакан график хатӗрленӗ. Кашни регион валли уйрӑм. Тӗслӗхрен, Ҫӗпӗрте пушӑн 8-мӗшӗнче телеэкран ҫинчи картинкӑсем 8 сехет 40 минутран пуҫласа 12 сехет те 45 минутчен ҫухалма пултарӗҫ. Тӗп федераци округӗнче — 11:45–12:45 сехетсенче, Хӗвелтухӑҫӗнче — 8:22–9:08 сехетсенче. Вӑхӑта Мускаврипе кӑтартнӑ.
Атӑлҫи федераци округӗнче пӗр регионтан тепӗр региона самолетсем малалла вӗҫеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, регионсем хушшинчи авиацие аталантарасси пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Шупашкартан самолетсем асӑннӑ округри хуласене вӗҫме чарӑнӗҫ текен сас-хура та тухнӑччӗ пӗр вӑхӑтра. Анчах ку вӑл пустуй сӑмах кӑна пулчӗ. Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве унччен епле вӗҫнӗ, халӗ те вӗҫме пулать.
Нарӑсӑн 7–13-мӗшӗсенче кӑна асӑннӑ маршрутсемпе 4-шар рейс тунӑ. Самартан Шупашкара 2 ҫын вӗҫсе килнӗ, кунтан унта 5-ӗн кайнӑ. Ӗпхӳрен Шупашкара килекенсем те, каякансем те ытларах, 12-ӗн килнӗ, 13-ӗн кайнӑ.
Аса илтеретпӗр, ку маршрутпа ҫӳрекенсене ҫул укҫине пӗтемпех тӳлеттермеҫҫӗ — такакӑн ҫуррине хыснаран саплаштараҫҫӗ.
Халӗ пурте тенӗ пекех халӑх тетелӗсенче регистрациленсе пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн — пурнӑҫ малаллах шӑвать, ҫӗнӗ технологисем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ те халӑхпа хутшӑнасшӑн. Паллах, халӑх тетелӗнче. Администрацин Инстаграм сӑнӳкерчӗксен тетелӗнче хӑйӗн официаллӑ страници пур.
Хула адиминистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку страницӑра хула хуҫалӑхӗн тата ытти тытӑмӑн ӗҫне сӑнлакан сӑнсем, Шупашкар аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ сюжетсем пичетленеҫҫӗ.
Сӑнсем пичетлесси — тӗп тӗллев мар. Администраци халӑхпа ҫыхӑнасшӑн, унӑн шухӑшне пӗлесшӗн. Администрацин ытти халӑх тетелӗнче те страницӑсем пур. Унта ҫынсем унта сӗнӳсем ҫыраҫҫӗ. Администраци вара унпа усӑ курса ӗҫлет.
Кунта сӑмах Михаил Игнатьев Элтепер Пӗтӗм Раҫҫейри Азербайджан Конгресӗн ертӳҫисемпе тӗл пулни пирки пырать. Чӑваш Енпе Азербайджан Республики килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнине Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Курнӑҫӑва асӑннӑ Конгресӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Ильгар Гаджиев тата ҫав органӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров хутшӑннӑ. Республика ертӳҫисенчен Элтеперсӗр пуҫне ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Еншӗн усӑллӑ пысӑк бизнес-проектсене аталантарма хатӗррине палӑртса хӑварнӑ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре юридици пӗлтерӗшлӗ корреспонденци валли электрон форматпа ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе каймалла.
Вӑл пӗлтерӗшлӗ документсемшӗн хӑйне евӗр e-mail. Унпа организацисем те, ҫынсем те усӑ курма пултарӗҫ. Унпа усӑ курнӑ чухне электрон мелпе алӑ пусӗҫ. Вӑл тулли документ шутланӗ. Тӗслӗхрен, унпа судра та усӑ курма пултарӗҫ.
Ҫапла майпа ҫынсене тӗрлӗ документ ярса пама май пулӗ: суда каймалли повестка, штраф пирки пӗлтерни тата ытти те. Ҫыру ҫыннӑн харпӑр электрон пӳлӗмне килӗ.
Тытӑма Роскомнадзор тӗрӗслесе тӑрӗ. Электрон ҫырусене вара Раҫҫей Почти илсе ҫитерӗ. Тытӑма патшалӑх сайчӗсемпе ҫыхӑнтарӗҫ.
Проекта нарӑс уйӑхӗнче пуҫарма шутлаҫҫӗ. Ӑна халӗ тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр япалана ҫеҫ тумалли юлнӑ. Раҫҫей Почти кун валли 1 уйӑха яхӑн ҫеҫ кирлӗ тесе шутлать.
Чӑваш Енпе Чулхула облаҫӗпе пӑрлӑ ҫул ҫыхӑнтарать. Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех уҫнӑ. Анчах вӑл яланлӑхаха пулмасси ятӗнченех паллӑ: вӑл — пӑр ҫул. Вӑл Сӑр юханшыв урлӑ выртать.
Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарать. Вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫма ирӗк пур. Хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. Пӑр ҫула ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |