Ырантан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ. Самолетсене ку линипе ҫӳреттернӗ «АК БАРС АЭРО» компани хӑйӗн ытти вӗҫевне те чарса лартассине пӗлтернӗ. Ҫакна унӑн хуҫисем самолетсене вӗҫтерме тӑкаклипе сӑлтавланӑ.
Раштавӑн ҫурринче аэрокомпани билет сутассине кӑралчӑн 12-мӗшӗччен сахаллатма йышӑннӑ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ кун хыҫҫӑн вӗҫеве чарса лартма йышӑннӑ. Хыснаран субсидилекен программӑна хутшӑнма вӑл заявка тӑратманнине кура (Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве уҫнӑ маршрут шӑпах ҫав программӑпа килӗшӳллӗн пулса пыраканскер) рейссене вӑл ырантанах хутшӑнмасси пирки пӗтӗмлетме пулать.
«АК БАРС АЭРО» компани хӑй панкурта тухманнине, ӗҫе вӑхӑтлӑха кӑна чарнине ӗнентерет иккен. Тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатни-мӗн.
Кӑҫал ҫав компани Шупашкартан 500 ытла рейс хутлаттарнӑ.
Шупашкарти 8-мӗш ача пахчи Ача-пӑчан сывлӑхне ҫирӗплетекен центрпа телекӗпер ирттернӗ.
Экранӑн пӗр енне 8-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем ларса тухнӑ, тепӗр енне — тухтӑр патӗнче сиплекен вӗсен тантӑшӗсем. Скайпсӑр пуҫне ҫыхӑну йӗркелеме опытлӑ методистсемпе психологсем пулӑшаҫҫӗ. 20 минутра ачасем пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, пӑхса йӑл кулаҫҫӗ, пӗрне пӗри ҫепӗҫ сӑмах калаҫҫӗ.
Ҫӗнӗлӗхе ача пахчи пуҫарнӑ. Маларах асӑннӑ центрта ырласах йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, ача пахчи сывлӑх сыхлавӗн тӗрлӗ учрежденийӗпе килӗштерсе ӗҫлет иккен. Хальлӗхе икӗ телекӗпер кӑна ирттернӗ-ха. Ӑна ӳлӗмрен те йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа кӗсье телефонӗн абоненчӗсем оператортан спам-ҫырусене блокировка тума ыйтма пултараҫҫӗ. Ҫак кунран пуҫласа «Ҫыхӑну пирки» федераци саккунӗнче тунӑ улшӑнусем вӑя кӗнӗ.
Ҫапла майпа абонентсем кирлӗ-кирлӗ мар реклама пирки пӗлтерсе яракан СМС-ҫырусенчен хӑтӑлма пултараҫҫӗ. Оператортан реклама яракан номере блокировка тума ҫеҫ ыйтмалла. Ҫавна май блокировка туман номертен ҫеҫ реклама килме пултарӗ.
Чӑваш Енре ҫулталӑк вӗҫне «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал ӗҫлесе каймалла. Ку кашни ҫынна пӑшӑрхантаракан ыйтӑва республика Правительствине тӗнче тетелӗпе усӑ курса яма май парать.
Сайта Патшалӑх услугисен порталӗнчен харпӑр пӳлӗм урлӑ кӗме пулать. Ҫӗнӗ порталӑн тӗллевӗ — республикӑри халӑхӑн шухӑшне пӗлесси, ҫивӗч ыйтусен мониторингне тӑвасси.
«Халӑх тӗрӗслевӗ» портала ыйтусене 8 енпе йышӑнаҫҫӗ: ЖКХ, ҫыхӑну, социаллӑ тытӑм, услам, экологи, хӑтлӑх тата инфратытӑм, ҫулсем, ял хуҫалӑхӗ. Текст ҫумне сӑнӳкерчӗк тата видеоматериал ҫирӗплетме пулать. Модератор информацие тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн министерствӑна ярса парать. Ыйтӑва 10 кунра пӑхса тухаҫҫӗ.
Кирек епле уяв умӗн те пӗр-пӗр объект уҫма тӑрӑшаҫҫӗ те, Шупашкар 545 ҫул ҫитнине уявланӑ май тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. 24-мӗш номерлӗскерте таможня тӗрӗслевӗн вӑхӑтлӑх зони вырнаҫнӑ.
Таможньӑн тӗрӗслев зони вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗсем Шупашкарта тек ҫуккине шута илсен вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑни каламасӑрах паллӑ.
Халӑхсем хушшинчи посылкӑсене пӑхтарас тесен ӑна илекенсен маларах тавара вӑхӑтлӑх упрамалли склада, вӑл вара Шупашкра хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫитме тивнӗ. Ӳлӗмрен клиентсем кӑмӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Раҫҫей почтин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ уйрӑма уҫнӑ май ҫӗнӗ почта открыткисене те кӑтартнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине, Чӑваш АССРӗн 100 ҫулхине халалласа Раҫҫейӗн почти вырӑнти тематикӑллӑ открыткӑсем, конвертсем тата маркӑсем кӑларма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн художество музейӗпе, ӳнер шкулӗсемпе тата республикӑра пурӑнакансемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кӑҫал кӑна маркӑсӑр 50 тӗрлӗ открытка кӑларнӑ.
Украинӑран Чӑваш Ене тарса килсе Сусӑр ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне вӑхӑтлӑх килсе вырнаҫнисене ҫӑмӑллӑхлӑ тарифлӑ сим-карттӑсем валеҫсе панӑ.
Официаллӑ информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика лаптӑкӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене таркайсене ҫӑмӑллӑхлӑ условиллӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерме ыйтса каланӑ. Таркайсемпе Украинӑри тӑванӗсемпе йӳнӗ тарифпа калаҫма май пурришӗн питӗ савӑннӑ имӗш. Любовь Валова ятлӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл кӗрӳшӗн ҫемйишӗн пӑшӑрханать — лешсем унтах юлнӑ. Вӗсен хӑйсен те ниҫта кайма ҫук иккен. Темиҫе кун каялла вӗсен пӳрчӗн кантӑкӗсем юлман, ҫуртӑн стени те ҫурӑлса кайнӑ. Кун пирки вӗсене кӳршисем темиҫе кун каялла пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, ҫурлан 11-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх шыраса 454 ҫын килнӗ, вӗсенчен 21-шӗ таркай статусне илес тенӗ.
Сӑнсем (18)
Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ абитуриентсене меллӗ пултӑр тесе ҫӗнӗ меслет шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тата йышӑну комиссийӗн сайчӗсене тата «Ҫыхӑнура» социаллӑ тетелти ушкӑнӑн «хӗрӳ линине» карас хатӗрӗсем урлӑ кӗме пулать-мӗн. Абитуриентсен QR-кода сканерласа илмелле те суйланнӑ сайтсене контактне упраса хӑвармалла.
Асӑннӑ икӗ виҫеллӗ штрих-код текстлӑ информацие кодлама май парать. Кода сканерла карас хатӗрӗсен камера пулмалла кӑна.
Ку информацие Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин журналистсене пӗлтернӗ. «Паян китайсем апат-ҫимӗҫпе хӑйсене тивӗҫтереймеҫҫӗ. Республикӑра ирӗклӗ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ӳстересси енпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗсене Китая пӑхса тухса тишкерме патӑмӑр. Кунсӑр пуҫне эпир вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Пирӗн вара вӑрман хуҫалӑхне тара пама май пур», — тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех лифт хуҫалӑхӗ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн.
Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, китайсем ҫул тӑвассипе ӗҫлес шухӑшлӑ. Сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперне юсама. Министр китайсемпе калаҫса татӑлма хайхисен «пачах расна философи, тӗнче курӑм» пулнипе те ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ.
Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Регионсен ертӳҫисем ун чух Китайра пулнӑ, кайран унтисем килсе курнӑ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика тата гуманитари енӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Чӑваш Енпе, сӑмахран, Аньхой провинци ҫыхӑну тытас шухӑшлӑ. Пирӗн патра китайсем автокомпонентсен производствине уҫас, биотехнологи проекчӗсене аталантарас кӑмӑллӑ.
Ҫынсене карас тата ытти ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (монополипе кӗрешекенсем реклама тесе хакласран хӑшне каламӑпӑр) Шупашкар хулинчи Чапаев поселокне тата Красноармейски салине чӗлкӗмпе оптика линийӗн ҫыхӑнӑвне илсе ҫитернине пӗлтерет. Ун пек меслетлӗ ҫыхӑнупа нумай хутлӑ 77 ҫурта, е 3 пин ытла киле, тивӗҫтернӗ.
Ку вӑл пӗрремӗш проект мар-ха, юлашки темиҫе ҫулта асӑннӑ компани FTTx технологие, тепӗр майлӑ ӑна «киле ҫити оптика» теҫҫӗ, юсаса ҫӗнетесипе ҫине тӑнӑ. Ку меслет оптика чӗлкемне пӗр-пӗр вырӑна илсе ҫитерме май парать иккен. FTTx пулӑшнипе ҫынсем тӗнче тетелне пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме пултараҫҫӗ, телефон ҫыхӑнӑвӗ те пек аванрах-мӗн, интерактивлӑ телевиденипе те тивӗҫтереҫҫӗ.
«Киле ҫити оптика» технологине хальхи вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисене, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Вӑрнар, Йӗпреҫ поселокӗсене, Муркаш, Ҫӗньял тата Красноармейски ялӗсене ҫитернӗ. Пӗчӗкрех хӑш-пӗр ялсенче те вӑл пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 40 километр ҫавӑн пек лини хунӑ пулсан, ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 километр палӑртнӑ. FTTx технологи ырлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра Пӑрачкавпа Етӗрнере пурӑнакансем туйса илӗҫ.
Шупашкарти аэропортра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра Сургутран Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫсе килекенсем йышланаҫҫӗ. Отпуск вӑхӑчӗ те, килен-каян пурах ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑнпа кӑҫал та «Сургут–Шупашкар–Сургут» маршрутпа самолетсем ҫӳретеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер пӗрремӗш пассажирсем вӗҫсе килнӗ. Пурӗ 54 ҫын.
Асӑннӑ маршрутпа самолетсем кашни эрнере, кӗҫнерникунсерен, хутлӗҫ. Ҫула 50 ҫын вырнаҫакан «Bombardier CRJ-200» маркӑллӑ самолетсене кӑларнӑ. Билет хакӗ — 10 пин те 700 тенкӗ. Сургутран самолет унти 10 сехетре тухать, пирӗн пата Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехет те 40 минутра ҫитет. Шупашкартан 16 сехетре хускалать те Сургута унти вӑхӑтпа 20 сехет те 50 минутра ҫитет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |