Ырантан, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкартан Мускава социаллӑ самолет вӗҫме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Шупашкар аэропортӗнче ыйтса пӗлме пулать.
Самолетсем Мускавра «Внуково» аэропортра анӗҫ. Самолет Boeing 737-800 маркӑлли пулӗ. Билетсен хакӗ самолет хӑш кун вӗҫнинчен те килӗ. Ҫапах вӑл ыттисенчен йӳнӗрех.
Шупашкартан 20 сехет те 20 минутра вӗҫӗ. Мускавра вара 22 сехетре пулӗ. Каялла 17 сехет те 50 минутра тухӗ, Шупашкара 19 сехет ҫурӑра ҫитӗ.
Кӑсӑклантаракан ыйтусене 301-241, 301-487 номерсемпе шӑнкӑраваласа пӗлме пулать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ умӗн Чӑваш Енре «Хӗрӳ лини» уҫма йышӑннӑ. Вӑл — республикӑри Общество палатипе «Раҫҫейри ирӗклӗ суйлав фончӗ» коммерцилле мар общество организацийӗн пӗрле пуҫарнӑ проект-мӗн.
Федерацин 2016 тата 2018 ҫулсенчи суйлавӗ умӗн «Хӗрӳ лини» пункчӗн пӗлтерӗшӗ татах ӳсӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑнавҫӑсем.
Лини суйлав тапхӑрӗнче кӑна мар, малашне те ӗҫлӗ.
«Хӗрӳ лини» адресӗпе телефонӗсем: Шупашкар хули, Республика тӳремӗ, 2-мӗш ҫурт, 118 пӳлӗм; тел. (8352) 39-35-86; электрон почти: chuvashia21-hotline@mail.ru; SMS ямалли номер те пур: 8-927-668-35-67.
«Хӗрӳ линин» Мускаври тӗп пункчӗпе те ҫыхӑнма май парать. Унӑн тӳлевсӗр номерӗ — 8-800-333-4103.
Раҫҫей ҫыннисене 10 СИМ-карттӑран ытларах илме чарасшӑн. Ҫакна Раҫҫей банкӗсен ассоциацийӗ пуҫарасшӑн. Банкирсен шухӑшӗпе, ку ултавҫӑсене карас телефон операторӗсен шутӗнчен укҫа вӑрлама чӑрмантарӗ.
Проект пайташӗ Денис Калугин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кашни ҫынна 10 СИМ-карттӑран ытлашши туянма чарасшӑн. Ун чухне картӑсене тӗрӗслекен пӗрлӗхлӗ тытӑм тӑвасшӑн.
Банкирсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ултавҫӑсем телефон шучӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Кӑҫал акӑ ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Операторсем ҫынсене номерсем чылай параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗр номер те илет. Ултавҫӑсем укҫана банкри шутран карас телефон шучӗ ҫине куҫарсан, унтан электронлӑ енчӗкрен ӑна илсен вара ултава чарма та ҫук.
Анчах Ҫыхӑну тата Экономика министерствисем ку пуҫарӑва хирӗҫ. Мӗншӗн тесен ку тӳрӗ кӑмӑллӑ абонентсен прависене пӑсать. Ведомство каланӑ тӑрӑх, ку пур-пӗрех ултавҫӑсене тытса чарас ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн мӗн чухлӗ СИМ-карттӑ илес килет, вӑл ҫавӑн чухлӗ туянма пултарать.
Нумаях пулмасть республикӑра Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫме май пуласси пирки самай шавларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр самолетри вырӑнсен 30 процентне федераци хысни субсидилесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ.
Унпа килӗшӳллӗн билет хакӗ 3375 тенкӗ ҫеҫ пулмалла терӗҫ. «Шупашкар — Симферополь» авиарейса «Ямал» авикомпани ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлама тытӑнасси пирки пӗлтерчӗҫ.
Анчах паян лару-тӑру улшӑннӑ-мӗн. Ирхине «ЮТэйр» компани авиарейсне хӑтланӑ чухне Шупашкар аоэропорчӗн директорӗ Александр Жирнов журналистсене «Ямал» ку тивӗҫе пурнӑҫлама хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ.
Халӗ Чӑваш Енре ытти вариантсене шыраҫҫӗ-мӗн.
Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
Ҫыхӑну отраслӗнче ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Ун чухне вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑччӗ. Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри ял тӑрӑхӗ вырӑнти ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Мария Аляшкина «Ҫыхӑну маҫтӑрӗ» ята тивӗҫни пирки халӗ хавасланса пӗлтерет. Хушӑва ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларнӑ. Ырӑ хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Аляшкинӑна вырӑнти ял тӑрӑхӗ те саламланине пӗлтерет.
Мария Кузьминична ҫыхӑну уйрӑмӗнче 1994 ҫултанпа тӑрӑшать иккен. Тивӗҫе таса чунпа, парӑнса пурнӑҫланӑшӑн ӑна темиҫе хутчен те тӗрлӗ Хисеп хучӗпе, Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл ертсе пыракан ҫыхӑну уйрӑмӗ 2012 ҫулта чи лайӑх ҫыхӑну уйрӑмӗ ята та тивӗҫнӗ.
«Российский бизнес форум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне шыв ҫийӗнчи каҫӑ ҫыхӑнтарнӑ.
Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑнтаракан каҫӑ хута кайнине МИХсем нумай пулмасть пӗлнӗ. Вӑл метр тӑршшӗ. Урапасен ҫӳремелли вырӑнӗ 4,5 метр сарлакӑш. Ҫынсем утмалли ҫул вара 1 метр сарлакӑш.
Каҫӑ ҫинче ҫутӑсем, светофорсем пуррине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл Чулхулари Пильна районӗнче уҫӑлнӑ. Райцентртан тепӗр ҫыран хӗррине ҫитмешкӗн 320 метр ытла ҫеҫ парӑнтармалла-мӗн.
Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ.
2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи Китайпа пӗрлехи предприяти туса хума пултарать. Ку ыйтва енсем асӑннӑ ҫӗрщыв ертӳҫи Си Цзиньпин ертсе пыракан ушкӑнпа ҫитес уйӑхра тӗлпулсан калаҫса татӑлмалла. Унта енсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен «Мускав-Хусан» чукун ҫул магистральне тӑвас ыйтӑва пӑхса хӑвармалла.
Проекта пурнӑҫа кӗртме енсем пӗр тан парваллӑ SPV-компани тӑвас шухӑшлӑ иккен. Вӑл вара конкурс урлӑ подряд организацийӗсене строительство валли ышраса тупӗ. Кун пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви хыпарланӑ.
«Мускав–Хусан» ҫула тума Китай 300 миллиард тенкӗ хывма хирӗҫ мар-мӗн. Ку укҫаран 50 миллиардне компанин устав капиталне ямалла. 250 миллиардне хӑйсен банкӗсенчен кредит илмелле иккен.
«Мускав–Хусан» чукун ҫула тусан 770 километрлӑ ҫула хальхи пек 11 сехет те 30 минут кайма тивмӗ, 3 сехет те 30 минутра ҫитме май килӗ. Чарӑнусенчен пӗрне Шупашкар ҫывӑхӗнче палӑртнӑ. Ҫула тума пӗтӗмӗшле 1,068 триллион тенке лармалла.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Мускава икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Билетсене халех туянма пулать — паянтан сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
«Мускав–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тухӗ, Хусантан Мускава — ҫӗртмен 2-мӗшӗнче.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Мускавран 23 сехет те 10 минутра хускалать, Хусана тепӗр кунне 10 сехет те 45 минутра ҫитет. Хусантан вӑл 17 сехет те 10 минутра тухса тӗп хулара тепӗр кун ирхи 5 сехет те 38 минутра пулӗ.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Муром, Навашино, Сергач, Канаш, Вӑрмар, Ешӗлвар станцисенче чарӑнӗ. Апла пулсан Чӑваш Енри ҫынсен те икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме май килӗ.
Билет хакне малтанласа плацкарт вакунти евӗрех — 1550 тенкӗ — шантараҫҫӗ. Каярах ҫын епле ҫӳрени тӑрӑх ылмашма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |