Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникунран шӑрӑх вӗҫленӗ, пирӗн пата ҫумӑрлӑ ҫанталӑк килӗ.
Паян тата ыран 30 градус шӑрӑх пулӗ-ха: шывв кӗрсе савӑнӑр. Вырсарникун вара кӑнтӑрла аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫӗрле ҫумӑр пӗлӗчӗсем республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ еннелле куҫӗҫ. Ҫапла кӗҫнерникунччен ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Ҫанталӑк питех сивӗ пулмӗ, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑна термометр 17-22 градус кӑтартӗ. Кайран ҫуллахи уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 15-16 градус.
Ҫитес эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна антициклон килӗ, каллех чӑн-чӑн ҫулла таврӑнӗ — 23-28 градус таран ӑшӑ пулӗ.
