
Шупашкарта культура еткерлӗхӗн объектне сутаҫҫӗ. Кун пирки ЧР Юстици министерстви пӗлтерет.
Унччен ҫав ҫуртра «Родина» кинотеатр пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта хӑпартнӑ. 1953 ҫулта чӑваш архитекторӗ Ф.Сергеев проекчӗпе унӑн умне классика архитектурин элеменчӗсемпе илемлетнӗ. Вӑл ку таранччен упранса юлнӑ.
Ҫурта кӑна мар, ҫӗр лаптӑкне те сутаҫҫӗ. Малтанхи хак – 57 137 000 тенкӗ. Ҫурт Шупашкар варринче вырнаҫнӑ, чӳречисем Атӑлпа кӳлмек еннелле тухаҫҫӗ. Унта хӑна ҫурчӗ е ресторан уҫма палӑртнӑ.
Туянаканӑн ҫакна пӑхӑнмалла: ҫуртӑн сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла.

Канаш хулинче пӗр усламҫӑн лавккине хупма йышӑннӑ. Ҫакскер унти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, пӗрремӗш хутра, лавкка уҫнӑ. Унта вӑл автомашинӑсен саппас пайне тата машина ҫӑвӗ сутнӑ.
Усламҫӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки асӑннӑ хулара пурӑнакан пӗр этем прокуратурӑна евитленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, машина ҫӑвӗ сутни этем сывлӑхне сиен кӳрет. Надзор органӗнич пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Чӑн та, тӗрӗсех, сутма юрамасть», — пӗтӗмлетнӗ прокуратура ӗҫченӗсем.
Прокуратура тавӑҫне пӑхса тухса Канашри суд лавккана хупмалла тесе татӑклӑ йышӑну кӑларнӑ.
Строительство виҫисемпе правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, автомобильсен саппас пайӗсене, урапасене, машина ҫӑвне ҫын пурӑнакан ҫуртри пӗрремӗш хутра сутма юрамасть иккен.

Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезд картлашкине юсанӑ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Строительсем кайрӗҫ. Урлӑ ҫыхнӑ хӑйӑва никам та салтакан ҫук, ҫуртра пурӑнакансем пандуспа ҫӳреҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл. «Чарӑва пӑхӑнма хӑҫанччен чӑтӑмлӑх ҫитӗ-ши?» — йӗплесерех ҫавӑрттарнӑ пултаруллӑ калем ӑсти.
Ҫав хыпара сӳтсе явнӑ май Александр Белов тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Виҫӗ подъезд крыльцине юсанине управляющи компани 400 пин енкӗпе хакланӑ иккен. «Ҫуртра пурӑнакансем пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах хӑю патне пырса тӗкӗнме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ», — ҫырнӑ журналист.

Чӑваш Енре 2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче 8 пин те 600 ҫын ҫурт-йӗр, хваттер туянма ипотека кредичӗ илнӗ. Халӑха банксем пӗтӗмпе 13 миллиард тенкӗ кивҫен панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать.
Ҫынсене ипотека кредичӗ парасси кӑҫалхи ултӑ уйӑхра, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 63,5% ӳснӗ. Вӑтамран вӗсем кивҫене 16 ҫултан парса татмалла илнӗ. Ытларахӑшӗ мӗн чухлӗ илни те паллӑ: 1 миллион та 500 пин тенкӗ.
Раҫҫей банкӗн Атӑл-Вяткӑри тӗп управленийӗн Чӑваш Енри наци банкӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн кредит илекенсен шучӗ пысӑкланни процент ставки пӗчӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче кредита 11%-па панӑ пулсан, кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑрта — 9,6%-па.

Чӑваш Енри ҫамрӑк арҫын Мускавра ҫынсенчен апат ыйткаласа ҫӳрет. Ҫакӑн пирки vistanews.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче пӗр пике ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл хӗр тусӗсемпе кафере апатланнӑ чух пӗр ыйткалакан пынӑ, апат ҫитерме ыйтнӑ. Хӗрсем ӑна валли ҫимелли туяннӑ, вӑл мӗншӗн урам тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ.
Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, Мускава Шупашкартан ӗҫлеме кайнӑ. Унта пӗр ҫурт тара илсе пурӑннӑ. Анчах пушар тухса ҫурта тӗп тунӑ, арҫыннӑн докуменчӗсем ҫунса кайнӑ имӗш. Укҫасӑр, документсӑр этем, хӑйӗнпе вӑл Георгий тесе паллаштарнӑ, тӑван тӑрӑхне ҫитейменнине пӗлтернӗ, тӑванӗсене шырса тупма пулӑшма ыйтнӑ.
Тӗнче тетелӗнчисем арҫын историне ӗненменнине, хӑй вӑл ҫавӑн пек пурнӑҫа суйланӑ тесе шухӑшланине палӑртнӑ.

Череповецри 300 хваттерлӗ ҫурт Шупашкара пула ӑшӑ шывсӑр ларнӑ. Бойлер ванса кайнӑран унти ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗ юсас тенӗ. Кирлӗ саппас пайсене туянма 146 пин тенке ларнӑ. Ӑна туянакансем 120 пинне тӳлесе хунӑ. Ытларикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Череповецри юлташлӑха саппас пайсем ҫитмелле пулнӑ. Ҫуккине кура сӑлтавне шырама пуҫланӑ. Кирлӗ детальсем Череповец вырӑнне Шупашкара кайни ҫавӑн чухне палӑрнӑ.
Саппас пая турттарса пыма килӗшнӗ транспорт компанийӗ кӑлтӑка йышӑннӑ, ҫитменлӗхе татса пама шантарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗнче хытах тарӑхнӑ курӑнать — шӑтар-шатӑр ҫилленине пӗлтерсе вӗсем транспорт компанине ҫыру шӑрҫалама, юсав ӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлайманнине пӗлтерме йышӑннӑ.

Шупашкар район центрӗнчи унччен 27-мӗш училище пулнӑ тӑрӑхри (сӑмах Первомайски урамӗнчи 20-мӗш тата унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫурт пирки пырать) ҫуртсем пӑрахакан ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайнӑ. Кун пирки ҫӗркаҫ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) страницӑра ҫырса хунӑ.
«Маларах хӑлтӑр-халтӑр икӗ контейнер пурччӗ. Халӗ пӗри ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Кунта кӗҫех ҫӳп-ҫап тӑвӗ пулса ларӗ. Нивушлӗ ҫав ыйтӑва татса май ҫук?» — тӗлӗнсе те тарӑхса шӑрҫаланӑ унта.
Асӑннӑ тӑрӑха пырса кӗме кӗркуннепе ҫурхи тӗттӗм каҫсенче меллех те мар. Унта урамри хунарсем те ҫунмаҫҫӗ, ҫулӗ те ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑкскер ҫеҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑру, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вунӑ ҫул та ытла...

Шупашкарта «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ ҫурт тӗлӗнче ҫиччӗмӗш класс ачи пикета тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Яш РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршиновӑна хӑйсен «выльӑхла» (плакат ҫине вырӑсла ҫапла ҫырнӑ) пурнӑҫ условийӗ пирки систересшӗн пулнӑ.
Алена Аршинова ҫемьен пурнӑҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацине ҫемье пирки ыйтса ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫыру янӑ. Унтисем хайхи ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине кура хваттер черетӗнче списокра 10-мӗш тӑнине пӗлтернӗ.
Алена Аршинова асӑннӑ ҫемье хӑйӗнпе унччен ҫыхӑнманнине, пулӑшу ыйтакансене вӗсем хӑш парти пайташӗ пулнине пӑхмасӑр тӗкӗ кӳме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Ачана маларах политика тӗллевӗпе, усӑ курни те ҫиеле тухнӑ-мӗн. Ҫапла хӑтланнине депутат ырламаннине палӑртнӑ.

Паян Кӳкеҫре ача нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче ача ӳкнӗ. Инкек каҫхи 16 сехет тӗлӗнче район центрӗнчи ҫӗнӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хӗрача виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫынсем васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ.
Ача амӑшӗпе тата ашшӗпе пурӑнать. Ӳкнӗ ача — шкул ҫулӗсенче. Анчах вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗрех теҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл чӳрече патне шикленмесӗрех пынӑ-ши?.. Инкек вӑхӑтӗнче аслисем килте пулнипе пулманнине уҫӑмлатма май килмерӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗччӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ.

Шупашкарта пӗрисем хваттере хостела, тепӗр майлӑ каласан, йӳнӗ хӑна ҫуртне, ҫавӑрнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Тавӑҫра Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнчи хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курни кӳршӗсен саккунлӑ интересне пӑснине палӑртнӑ.
Хваттере хостел евӗр усӑ курнӑ. Унта сакӑр ҫын валли вырӑн йӗркеленӗ. Хӑна ҫурчӗ евӗр ӗҫленине хыпарлакан пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче те рекламӑланӑ, алӑк ҫине те ҫырса хунӑ, епле ӗҫленине кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче суд ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна куҫӑнсӑр майпа йӗркеленӗ. Тӳре Шупашкарти хваттере хостела ҫавӑрни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, хӑна ҫуртне ӗҫлеме чарма йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
