Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Улатӑра оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ.
Ятарлӑ комисси вӑйлӑ ҫил кӳнӗ тӑкака шутланӑ. Уйрӑмах нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт шар курнӑ. Малтанах комисси «Стрелка» микрорайонти 37-мӗш ҫурт умӗнче чарӑннӑ. Унта тӑкак 370 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫил ҫурт тӑррин 300 тӑваткал метрне сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ӑна юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ материал витеҫҫӗ.
Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт та самай сиенленнӗ. Ӑна 10 ҫул каялла кӑна хӑпартнӑ. Тӑрӑран нимӗн те юлманпа пӗрех. Хальлӗхе хваттерсене ҫумӑр анасран витнӗ-ха, тӗп ӗҫе специалистсем ыран пуҫӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» асӑрхаттарса ҫыру янӑ, тепӗр икӗ кунран вара котельнӑйне сӳнтернӗ. Микрорайонта 30 ытла ҫурт вӗри шывсӑр юлнӑ. 203-мӗш ача пахчинче те вӗри шыв ҫук.
Паян 13 сехет ҫурӑра микрорайонта пурӑнакансем журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫынсем чан ҫапаҫҫӗ. Ара, вӗсем управляющи компанине вӗри шывшӑн укҫа тӳлесе тӑнӑ-ҫке-ха. Ҫынсем пӗтӗм инстанцирен, ҫав шутра прокуратурӑран та, пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисен йышӗнчи икӗ ҫамрӑка паян, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫав пӳртсене ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, унта санузел, сивӗ тата вӗри шыв пур. Кун пирки район администрацийӗн сайчӗ хыпарлать.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ йӗкӗте ҫурт уҫҫине Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.М. Марочкин та опекӑпа попечительлӗхӗн йӗркелӳ пайӗн эксперт специалисчӗ Л.В. Иванова тыттарнӑ. Тӳре-шара ҫамрӑксене пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ ятпа саламланӑ май ҫакӑ малашнехи кун-ҫула йӗркелеме, ҫемье ҫӑвӑрса телейлӗ пурӑнма тулли май панине палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла, каччӑсене ҫурт-йӗрпе «Пурӑнмалли вырӑн уйӑрасси» саккуна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫтернӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче темле хыпар та пӗлме пулать. Вӗсенче паян Шупашкар районӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ хыпара асӑрхама тӳр килчӗ.
Вӗсенчен пӗринче Кӑрмӑш ялӗ сӑнарланнӑ, теприсенче — район центрӗ, Кӳкеҫ.
Кӑрмӑш ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем те пур. Вӗсене «Новое село» (чӑв. Ҫӗнӗ ял) управляющи компани тытса тӑрать иккен. Анчах ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарса кайманнине пула контейнерсем тулса тӑкӑннӑ. Сӑн ӳкерчӗксен авторӗ — Александр Яичников ятлӑ ҫын.
Тепӗр хыпарта Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртсенче пурӑнакансем аэфутбол выляма ачасем валли пӗчӗк уй тата волейбол лапамӗ хатӗрленине кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен пуҫарӑвӗпе тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах район центрӗнчи пӗр вырӑнта каснӑ йывӑҫ тураттисем сапаланса выртнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 72 пушар тухнӑ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 6 пушар ытларах алхаснӑ, ҫав инкексенче 7 ҫын пурнӑҫӗ (пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра — 6) вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧСӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов пӗлтернӗ.
Вут-ҫулӑм ытларах чухне юсавсӑр кӑмакапа усӑ курнӑран шар кӑтартать, асӑннӑ тахӑрта ҫак сӑлтава пула 33 хут вут тухнӑ. Электрооборудовани юрӑхсӑррине пула — 13, пирус туртнӑ самантра асӑрханманнипе — 6, вут тивертнӗ вӑхӑтра тимсӗрлӗхе ҫухатнипе 2 пушар алхаснӑ. Автотранспорт юсавсӑррине пула — 4, ача вутпа вылянӑран 1 пушар инкек кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне кӑҫал икӗ ҫемье кил-ҫурчӗ чӗртсе янӑран ҫунса кӗлленнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пушарта вилнисем пурте тенӗ пекех ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарти Энгельс урамӗнчи пӗр ҫуртра тӗплӗ юсав ирттернӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав хыҫҫӑн унӑн стени ҫурӑлса кайнӑ.
Стена ҫурӑлнӑ кӑна мар, штукатурка та тӑкӑнать. «Перемычка ҫурӑлни дефектсем пуррине кӑтартать. Эппин, ку инкек тахҫанах пуҫланнӑ, пӗр-икӗ ҫул кӑна каялла мар. Ӑна тупса палӑртса юсав планне кӗртсе ҫак вырӑнтах реконструкцилеме май пулнӑ», - тенӗ проектпа смета бюровӗн директорӗ Валерий Михайлов.
Халӗ специалистсем типӗ те ӑшӑ ҫанталӑка кӗтеҫҫӗ. Ун чухне вӗсем облицовкӑн кирпӗч сийне илӗҫ те экспертизӑна ярӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра ҫынсен унта мӗнле пурӑнмалла? Хӑраса кӑна ҫӗркаҫмалла ӗнтӗ. Ара, Петров урамӗнчи ҫурт пек ишӗлме тытӑнсан мӗн тумалла?
Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартакан декларацисене йышӑнасси малалла пырать. Чӑваш парламентне суйланнӑ депутатсем те мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер, «халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов, чи сахал ӗҫлесе илекенни — Вячеслав Соловьев.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, «ТУС» строииельство организацийӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов иртнӗ ҫул 16,9 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 3 пӳрт, 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 4 гараж, пурӑнмалли мар 46 ҫурт, 53 машина вырӑнӗ. Депутатӑн хваттерӗсенчен пӗри, 128,92 тӑваткал метр калӑпӑшли, — Испанире. Николай Угаслов мӑшӑрӗ пысӑк укҫа ҫинче ӗҫлемест: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 135 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем иртнӗ ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци панӑ. «Халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов пулса тӑнӑ, чи сахал ӗҫлесе илекенни вара — Вячеслав Соловьев. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи «Элара» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗн Андрей Угловӑн тупӑшӗ пӗлтӗр 38,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне депутатӑн харпӑрлӑхӗнче «Porshe Panamera» ҫӑмӑл машина тата икӗ хваттер пур.
2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе республикӑри чи пуян депутат пулнӑ Олег Мешков вара ку хутӗнче унчченхинчен виҫӗ хут сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти эрехпе ликер савучӗн тата «Агро-Инвест» пӗрлӗхӗн ертӳҫи 6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пек курӑнать. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 28 пин тӑваткал метр ҫӗр, 811,7 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ пурӑнмалли ҫурт, тӑватӑ хваттер, вунӑ хуралтӑ, чукун ҫул, йывӑр тиевлӗ тӑхӑр машина, автовышка, автобус, икӗ автофургон тата тӑватӑ прицеп. Арӑмӗн енчӗкне вара иртнӗ ҫул 41,4 миллион тенкӗ кӗнӗ. Унӑн 27 транспорт хатӗрӗ пур.
Депутатсенчен чи сахал укҫа ӗҫлесе илнӗ Вячеслав Соловьев вара «Песок» пӗрлешӳре юрист пулса ӗҫлет, унӑн тупӑшӗ — 140 пин тенкӗ.
«Ҫурт-йӗр» программӑпа кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра Чӑваш Енри 39 ҫамрӑк ҫемьене укҫа панӑ. Свидетельство илнисенчен ҫуррине яхӑн пайӗ ҫурт-йӗр хӑпартнӑ та унта тӗпленсе пурӑнма тытӑннӑ. Анчах тем сӑлтава пула вӗсем ҫурта регистрацилемен иккен. Ҫак цифрӑна ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Кӑсӑклӑ тепӗр самант — патшалӑх укҫине тивӗҫнӗ кашни пиллӗкмӗш ҫемье ҫурт туман.
Хысна укҫине илсе те ҫурт-йӗр тума пуҫламаннине республика ертӳҫи Михаил Игнатьев хурласа калаҫнӑ. Кӗмӗле ӑҫта янине тӗрӗслеме сӗннӗ май Элтепер республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине яваплӑ пулмалли пирки хытах асӑрхаттарнӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти ӗҫ-хӗле тишкернӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ правасене кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 53 пин ытла регистрациленӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 5 процент нумайрах.
Пайҫӑ пулса хваттер илес кӑмӑллисен шучӗ кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 55 процент нумайланнӑ. Ипотекӑпа туяннӑ ҫурт-йӗр шучӗ 57 процент хушӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах дача амнистийӗ текен саккунпа (ку вӑл ҫурт-йӗре ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе регистрацилессине пӗлтерет) усӑ курма хыпӑнакансен йышӗ сахалланнӑ. Ҫӗр илекенсен хисепӗ пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен 22 процент чакнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |