Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра кӗрхи тата хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленнине ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи канашлура тишкернӗ. Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен ларура Михаил Васильевич кӑҫал хӗллехи тапхӑр иртерех пуҫӑнма пултарасси пирки каланӑ.
«Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансен социаллӑ объектсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсене ӑшӑ иртерех пама хатӗр пулмалла. Ахальлӗн ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе, ытти чирпе аптӑракансен шучӗ ӳссе кайӗ. Вӑл вара ҫемье хыснине пырса тивӗ», – тенӗ Михаил Игнатьев.
Республикӑн Строймин ертӳҫи Алексей Грищенко ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗле мӗнпур объектӑн 98 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ.
12 муниципалитетра: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуртсене ӑшӑ пама хатӗр.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енре ҫурт-йӗр 10 процент хакланама пултарӗ. ЧР строительство министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эскроу-счет ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Пур подрядчик те банкран укҫа кивҫен илеймест, ҫавна май ҫурт-йӗр хакӗ хакланма пултарӗ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви ҫырать. Хваттер пая кӗрсе илекен ҫын валли эскроу-счет уҫаҫҫӗ, укҫа ҫавӑнта пухӑнса пырӗ. Подрядчик ҫурта хута яриччен ку нухратпа усӑ кураймасть.
Ку саккун пая кӗрсе хваттер туянакансен прависене хӳтӗлет. Ара, строительство чарӑнса ларсан укҫа-тенкӗ хуҫи патнех таврӑнӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлекен педагогсенчен пӗри «Дом для учителя» (чӑв. Вӗрентекен валли ҫурт) программӑпа усӑ курса хваттерлӗ пуласшӑн.
Строительство организацине вӑл пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Анчах предприяти унӑн «кӗмӗлӗпе» халех усӑ кураймӗ. Малтан лешӗн ҫурта хута ямалла, кайран ҫеҫ пайҫӑсен нухратне илейӗ. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫалхи ҫулла ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗнӗ. Пайҫӑсем хӑйсен укҫине эксроу-счет ҫине хураҫҫӗ. ЧППУн ӗҫченӗ те ҫав меслетпе усӑ курнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Эпир маларах асӑннӑ «Дом для учителя» (чӑв. Вӗрентекен валли ҫурт) программӑна Чӑваш Енри педагогсене пулӑшас тӗллевпе йышӑннӑ.
Чӑваш Ен ипотека йышлӑн илекен Раҫҫейри 10 регион йышне кӗнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ. Вӑл вара «Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентствин тӗпчевне тӗпе хунине палӑртнӑ.
Танлаштарӑма йӗркелекенсем ӗҫлекен ҫынсем юлашки 12 уйӑхра (2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен) ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма банксенчен кивҫен укҫа илнине тишкернӗ. Пирӗн тӑрӑхра пин ҫынтан вӑтамран 26,8-шӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри кӑтартуран 1,4 хут пысӑкрах.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 6,5 пин ҫемье 11,2 миллиард ытла тенкӗлӗх ипотека кредичӗ илнӗ. Вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ укҫана хваттер пая кӗрсе тума уйӑрнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша ятарлӑ полигона турттарса каяссине пирӗн республикӑра унччентерех йӗркелерӗҫ. Апла пулин те ҫак ӗҫ пӑтӑрмахсӑр мар. Тепӗр ҫӗрте машинӑсем вӑхӑтра килменни, ҫӳп-ҫап тулса кайса таврана сапаланни, илемсӗр курӑнса ларни пирки пӑшӑрханса калаҫаҫҫӗ. Контейнерсем вырнаҫтарман урамсем те пур.
Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑхавсене «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портал урлӑ та евитлеме пулать.
Халӑхӑн пӑшӑрханӑвне йышӑнмалли онлайн-ресурса кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 300 ытла ҫыру янӑ. Вӗсенчен ҫурри урамра ҫутӑ ҫуккипе, тасатман тротуарсемпе тата нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсем япӑххипе ҫыхӑннӑ.
Паян кӑнтӑрлаччен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Шупашкарта ҫумӑр самаях тӑкнӑ, урамсенче шыв юхнӑ, транспорт чӑрмавлӑ ҫӳренӗ. Ку кӑна мар, нумай хваттерлӗ темиҫе ҫурта аҫа ҫапнӑ. Кун пирки «Про Город» редакцие халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
12 сехет тӗлнелле Кадыков урамӗнчи тата Максим Горький проспектӗнчи икӗ ҫурта аҫа ҫапнӑ. Иккӗшӗ ҫинче те аҫа ҫапасран сыхланмалли хатӗр пур, анчах ку та пулӑшман. Ахӑртнех, заземлени япӑх пулнӑ.
Аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑн домофонсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Специалистсем ку пӑтӑрмаха сирес енӗпе ӗҫленӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ҫӗр пама тытӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫав пурлӑхлӑ пулса тӑчӗҫ. Саккун вӑя кӗнӗренпе 8 пине яхӑн ҫӗр илнӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьесен ытларах пайӗ, 64 проценчӗ, е 5162 ҫемье, ҫурт-йӗр хӑпартма лаптӑк илнӗ, пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (2685 ҫемье, е 34 проценчӗ) — хушма хуҫалӑх тытма, 151 ҫемье — пахча вырӑнне усӑ курма.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр илнӗ хыҫҫӑн малтанхи виҫӗ ҫулта ҫӗр налукӗ хурса памаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Налук кодексне улшӑну кӗртнӗ. Вӑл налук ҫӑмӑллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, виҫӗ е ытларах ача (вӗсем 18 ҫула ҫитиччен) ӳстерекен ҫемьесене ҫӗршӗн налук сахалтарах тӳлеттермелле.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ҫуртне юсакан тупӑнман. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тендера никам та хутшӑнман.
Культура учрежденине юсама строительство организацине шырасси ҫинчен хыпарланӑ аукционта контрактӑн пуҫламӑш хакне 215 миллион та 400 пин тенкӗпе хакланӑ. Тендер ирттерекенсем юсав ӗҫне 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Патшалӑх закупкисен порталӗнче аукцион пӗтӗмлетӗвӗн протоколне вырнаҫтарнӑ. Комисси тендерта ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илме май килменнине пӗлтернӗ. Аукциона хутшӑнас текенсенчен пӗр заявка та тупӑнман.
Сӑмах май каласан, ҫуртӑн юсав ӗҫне строительсем унччен пуҫӑнса ӗлкӗрнӗ-ха. Урам енчен ӗҫсем тытӑнни аякранах курӑнса ларать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе муниципалитета «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем Владислав Солдатов тата Николай Косыев ҫитнӗ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне епле юсанине тӗрӗсленӗ.
Хӑтлӑх кӳмелли укҫана «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» проекта пурнӑҫланӑ май уйӑрнӑ.
«Халӑх фрончӗн» эксперчӗсемпе пӗрле республикӑн Стройминӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата реформировани пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫӳренӗ. Ушкӑн Етӗрне хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Муркаш районӗсенче пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатма 3,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал унти Ҫӗнӗ урамри 53-мӗш ҫурт, Завод урамӗнчи 60, 61, 63, 67-мӗш ҫуртсен картишӗсенче илемлетмелле. Анчах ӗҫ кал-кал пымасть иккен.
Етӗрне хулинче тата Элӗк районӗнче епле ӗҫлени тӗрӗслевҫӗсене килӗшнӗ.
Муркашра вара кӑлтӑксем тупӑннӑ. Подряд организацине ҫавӑншӑн штрафлама сӗннӗ.
Чӑваш Енри суд приставӗсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакан тӑлӑха хваттер илме пулӑшнӑ. Ҫамрӑкскерне пурӑнмалли кӗтес кирлине палӑртса суд тахҫанах йышӑннӑ-ха. Ӗҫ производстви суд приставӗсем патне 2017 ҫултах ҫитсе выртнӑ.
Анчах Ҫӗмӗрлери тӳре-шара суд йышӑнӑвне пурнӑҫлама хыпкаланман. Каярах вӑхӑта хӑварма ыйтса унтисем икӗ хутчен суда ҫитнӗ. Вырӑнти тӳре-шарана суд кашнинчех шелленӗ. Анчах ҫавӑнпа та ҫырлахман тӳре-шара. Виҫҫӗмӗш хут та тавӑҫ ҫырнӑ. Вара тӳресем вӑхӑта текех тӑсма килӗшмен.
Тӑлӑх ҫамрӑк нумаях пулмасть хваттерлӗ пулнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртес тесе суд приставӗсем Ҫӗмӗрле район администрацийӗнчи яваплӑ тӳре-шарана административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те асӑрхаттарма тивнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |