Ӗнер Чӑваш Енре ҫил вӑйлӑ алхаснӑран хӑш-пӗр тӑрӑхра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ. Аса илтерер: ӗнер ҫил ҫеккунтра 22 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Республикӑра йывӑҫсем тӑпӑлнӑ, чӳречесем ҫӗмӗрӗлнӗ тӗслӗхсем пулнӑ.
Муркаш районӗнчи Анаткас ялӗнче вара пӗр ҫемье самаях шар курнӑ. Вӗсен ҫурт тӑррине ҫил сӳсе кайнӑ. Кун пирки ялти пӗр ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер вӑйлӑ ҫиле пула общество транспорчӗн чарӑнӑвӗн павильонӗсем те тӳнсе кайнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.
Паян Чӑваш Енри тӳре-шара укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Сӑмахӑмӑр — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн тӳлесси пирки.
Темиҫе ҫул каялла ун пекки пулман та, анчах халӗ, ав, ҫынсен ҫурт-йӗре хӑйсен шучӗпе юсамалла теме пуҫларӗҫ. Чӑн та, уйрӑм ҫуртра пурӑнакансем хӑйсемех юсаса, ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ-ха. Нумай хваттерлӗ ҫурт та ҫавӑн пек — ӑна юсама та хуҫисен укҫа пухмалла теҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер хуҫисем кашни тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 30 пус тӳлеҫҫӗ. Ҫав цифрӑна хваттер калӑпӑшӗ ҫине хутламалла та уйӑхсеренхи тӳлев виҫи палӑрӗ.
Паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗ Алексей Грищенко тӳлеве 2018-2019 ҫулсенчи шайрах хӑварма сӗннӗ. Ҫапла вара хак хальлӗхе хакланмӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ.
Канашри Симӗс урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансем, амӑшӗпе ачисем тата ватӑ ашшӗ-амӑшӗ, килте пулман. Вӗсем таврӑнсан ҫакӑн пек ӳкерчӗк курнӑ: пӳрте ишсе антарнӑ. Мӗн япали ку? Рабочисем йӑнӑшпа ишсе антарнӑ-мӗн. Чӑннипе вӗсен кӳрши ҫурта сӳтмелле пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ, пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ: ку ҫурт та пурӑнма юрӑхсӑр иккен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗрех хваттер панӑ.
Хваттерсене ӑшӑ парас ыйтупа канашлу ирттернине пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев @mihail_ignatiev_chuvashiya Инстаграмра. Ҫав хыпара вуланисенчен пӗри, @svetlana_lyallina, «Патӑрьелсем мӗншӗн ӑшӑсӑр, шывсӑр тата газсӑр 12 ҫул пурӑнаҫҫӗ?» тесе ҫырса хунӑ.
Хӗрарӑм Патӑрьел ял администрацийӗ суд йышӑнӑвне пӑхӑнманни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ҫырни тӑрӑх хакласан, суд хваттерсене шыв тата газ кӗртмелле йышӑну кӑларнӑ.
Тарӑхса ҫыракан пост авторӗ Чӑваш Ен Элтеперне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗншӗн витӗм кӳрейместӗр тесе ӳпкеленӗ. «Ачасене, пенсионерсене тата сусӑрсене йӗркеллӗ, этемле пурӑнма май парӑр! Мӗншӗн коммуналлӑ пулӑшу парассине саккуна пӑсса чарса лартма ирӗк панӑ? Намӑс мар-и?» — кӑмӑлсӑрланнӑ пост авторӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри общежити ишӗлсе анма пултарать. Ҫакӑнтан шикленеҫҫӗ иккен асӑннӑ поселокри Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансем.
Унта паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев пулнӑ. Пӗччен мар. Журналистсемпе.
МИХра ӗҫлекенсене «халӑх тарҫи» ҫуртри уйрӑмах япӑх вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ. Стенасенчен пӗри ҫурӑлнине кура ҫурт ӳлӗмрен ишӗлме пултарӗ. Апла специалистсене чӗнтерсе хаклаттармалла. Депутат ҫурт ҫивитти ҫине хӑпарса пӑхнӑ. Ҫивитти япӑхнине пула шыв анакан вырӑна палӑртнӑ. Нӳхрепри пӑрӑхсем тутӑх, вӗсене ылмаштармалла. Чылай туалет хӑрушӑ.
Депутат ҫурта сантехника чӗннӗ. Эрнекун пыма. Вӑл шыв пӑрӑхӗсене май килнӗ таран йӗркене кӗртӗ.
Ҫурт тӑрӑмӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Александр Андреев Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине, прокуратурӑна ӑсатнӑ.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ май хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ пама тытӑнчӗҫ. Анчах малтанхи тапхӑр тепӗр чух кӑлтӑклӑ пулать: ӑшӑ ҫитмен ҫуртсем те тупӑнкалаҫҫӗ. Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӗрӳ лини телефонне ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Унӑн номерӗ — (8352) 64-22-17.
Ҫурт-йӗре тата социаллӑ объектсене ӑшӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва ӗнер Чӑваш Ен Стройминӗн ертӳҫи Алексей Грищенко районсемпе хуласен администрацийӗсен ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑра ӗнерхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 99 процент таран хатӗрленсе ҫитнӗ. Ӗҫе Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Тӑвай районӗсенче, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пӗтереймен. Вӗсене министр 1-2 кунта вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсамалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта пурӗ 3 компани хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ тесе «Просперити» тулли мар обществӑна йышӑннӑ. Контракт хакӗ — 213 миллион тенкӗ. Ӗҫе конкурс ҫӗнтерӳҫин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Шупашкарти филармоние юсамалли аукционӑн пӗтӗмлетӳ протоколне патшалӑх закупкисен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Аукцион саккасҫи — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Филармоние юсаса ҫӗнетекен организацие палӑртмалли аукционта ҫӗнтернӗ «Просперити» тулли мар яваплӑ общество контракт хакне 215 миллион тенкӗрен 2 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци, уҫӑ ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Чечен Республикинчи Аргун хулинче регистрациленнӗ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, газификаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Газ кӗртесси Чӑваш Енре ҫивӗч ыйтусен шутӗнче мар пулин те ҫӗнӗрен хута яракан объектсене кӑвак ҫулӑм кӗртме тиветех. ЧР Стройминӗнчи канашлура Раҫҫейӗн Монополипе кӗрешекен федераци служби газ кӗртекенсемпе тума сӗннӗ ҫӗнӗ йышши килӗшӗве сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара министерствӑна пухӑннисем регулятор контракчӗн йӗркине тишкернӗ. Ҫӗнӗ меслет газ кӗртес ӗҫе хӑвӑртлатма тата тӑкаксене камӑн саплаштармаллине татса пама май парать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртар. Паян пирӗн республикӑра газификаци шайӗ — 93,2%. Вӑл шутра — уйрӑм ҫуртсемпе хваттерсем, тӗрлӗ объект.
Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вӑл шӑматкуна лекет, ӑшӑ парӗҫ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Документа хула мэрийӗн сайтӗнче пичетленр. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ хӑҫан ҫитересси пирки каланӑ.
Хутса ӑшӑтмалли сезон республикӑн тӗп хулинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑшша чи малтанах пульницӑсене, ача пахчисене тата шкулсене ҫитерӗҫ.
Аса илтерер: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра кӗрхи тата хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленнине тунтикун Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи канашлура тишкернӗччӗ. Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуртсене ӑшӑ пама хатӗррине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |