Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗш каҫхине, Канаш хулинчи Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫланӑ. Шикленсе ӳкнӗ ҫынсене унтан хӑвӑртрах эвакуацилеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан 21 ҫын урӑх вырӑнта вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ: 14-ӑн тӑванӗсем патне кайнӑ, 7 ҫынна «Заря» хӑна ҫуртне куҫарнӑ.
Ишӗлекен ҫурта пӑхма шӑматкун ирпе республикӑри тӳре-шара — строительство министрӗ Владимир Михайлов,
Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков — тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахмассине шантарнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унти тӑрӑма сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Канашри ишӗлекен ҫурта паян экспертсем тишкерӗҫ, унпа мӗн тумаллине татса парӗҫ.
Шупашкарти Грасис урамӗнчи общежити ишӗлме тытӑннӑ. Кирпӗч арканма тытӑнсанах вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ку общежити кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Грасис урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн кирпӗчӗ ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ишӗлнӗ. Вырӑнта ИӖМ, полици, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Унта пурӑнакансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарма палӑртнӑ. Анчах пурне те мар, йӑтӑнса анма пуҫланӑ стена енчисене ҫеҫ. «Озон» управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртӑн стенине пӗлтӗр ҫирӗплетмелле пулнӑ. Анчах конкурс хӗлле иртнӗ, ҫавна май юсава куҫарнӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне юсамашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ку укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрса парӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсав Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ ятпа «Халӑх пӗрлӗхӗнче — Раҫҫей вӑйӗ» чула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хунӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне кӑҫалах уҫма палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Ку ахальтен мар. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр-ҫке-ха.
Улатӑрта пурӑнакансем Комаров урамӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушено Алатырь» ушкӑнра хӑйӗн ятне кӑтартма ыйтман ҫын унти хӑтлӑх ҫуккине пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫурта хута янӑ хыҫҫӑн йӗрке туман. Строительсем ҫуртсене хӑпартасса хӑпартнӑ. Анчах унта пыма тата унтан иртсе кайма меллӗ мар-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме ҫав ҫын сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.
Нумай хутлӑ виҫӗ ҫурта хӑпартакансем туалетне те ҫавӑнтах хӑварнӑ, кабельсем те унтах йӑваланаҫҫӗ. «Пирӗн ҫырусене администраци хуравламасть», — тесе ҫырнӑ унта. Вырӑнти тӳре-шара халӑх пӑшӑрханӑвне хӑлхана та чикмест тенипе пуҫлӑхсем килӗшесшӗн мар. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫуртсене туса кӑна пӗтернӗ, ҫавӑнпа тирпейлесе ӗлкереймӗн.
Украинӑри чӑвашсен диаспори Остёр хулинче тахӑҫан Ҫеҫпӗл Мишши пурӑннӑ ҫурта туянасшӑн иккен. Ку хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Издательство ҫуртӗнче Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫи Надежда Лисовая ӗҫлӗ калаҫупа пулнӑ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лидия Филипповӑпа тата «Хыпар» хаҫатӑн журналисчӗпе Андрей Михайловпа курса калаҫнӑ. Надежда Лисовая Ҫеҫпӗл пурӑннӑ йывӑҫ ҫурта, Евдокия Пенскаян пӳртне, туянас килнине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑскере унӑн хуҫи сутлӑха кӑларнӑ иккен. Ҫавна Украинӑри чӑвашсен диаспори туянса юласшӑн. Анчах илме укҫа ҫукки кансӗрлет. Аякри йӑхташсем ҫурта туянма кунти пуян чӑвашсем пулӑшмӗҫ-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна илсе юлайсан вӗсем ӑна музей евӗр упраса хӑварасшӑн.
Мускавра реноваци программине пуҫарса янине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех ӗнтӗ. Пилӗк хутлӑ кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ҫав программӑпа урӑх ҫуртсене пурӑнма куҫарасшӑн. Ҫӗнӗлӗхе Мускав ҫыннисем тӗрлӗрен йышӑнни те вӑрттӑнлӑх мар-ха. Унпа килӗшменнисем митинга тухсах хӑйсен шухӑшне палӑртнине Мускаври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫеҫ мар, ҫӗршыврисем те хыпарланӑччӗ. Анчах халӗ сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Реноваци программипе куҫармалли ҫуртсенчен иккӗшне, Мускавӑн кӑнтӑр-хӗвелӑнӑҫ автономи округӗнчи Артюхин урамӗнчи 24А тата 28А ҫуртсене, Чӑваш Енри строительсем хӑпартасҫӗ. Объектсенчен пӗрне кӑҫалах туса пӗтерӗҫ, теприне — 2018 ҫул пуҫламӑшӗнче. Кун пирки «Комсомольская правда» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ Олег Адамович хыпарланӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн строительство ӗҫӗпе паллашнӑ. Объекта 3-мӗш стройтрест хӑпартать. 198 хваттерлӗ 9 хутлӑ ҫурт — ҫынсене кивӗ ҫуртран куҫарма хӑпартаканскер.
Стройтрест гендиректорӗ Валерий Семенов ҫурта авӑн уйӑхӗнче вӗҫлеме шантарнӑ. Пӗлтерер, кӑҫалхи ҫав уйӑхӑн 1-мӗшӗ тӗлне 13,1 пин ҫынна хӑтлӑ хваттерпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев строительство ӗҫӗн пахалӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. «Вӑхӑтра объекта хута ярассишӗн кӑна ӗҫлемелле мар, пахалӑхшӑн та тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Васильевич. Строительсем ку сӑмаха ӑша хывнине палӑртнӑ май пахалӑха мала хунине ӗнентернӗ.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Алькеш поселокӗнчи ача пахчин строительстви епле пынипе паллашма вырӑна тухса кӗнӗ. Унпа пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ.
Ача пахчисене хута ярассипе ҫыхӑннӑ федерацин программи вӗҫленнӗ пулин те пирӗн республикӑра ҫак енпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тӑватӑ объект хута янӑ. Кӑҫал «Радужный», «Сад», «Ҫӗнӗ Хула» микрорайонсенче, Алкешра уҫмалла.
Алькешри икӗ хутлӑ пулӗ, унӑн хакӗ 142 миллион тенкӗпе танлашать. Унта пӗр харӑсах 12 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пӑхса хӑварӗҫ. Унта бассейн, музыка тата спорт залӗсем, тӗрлӗ кружок йӗркелеме май паракан пӳлӗмсем пуласси паллӑ. Хальхи вӑхӑтра чӳречесем лартаҫҫӗ, ӑшӑпа тивӗҫтермеллисене вырнаҫтараҫҫӗ, штукатурка тӑваҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тата ТЭКа хӗллехи тапхӑра хатӗрлес ыйтӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем умӗнчи тӗллев — планпа пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫламалла. Хутса ӑшӑтмалли системӑсене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене те шалти енчен ҫуса тасатмалла.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ отрасльти юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама пирӗн республикӑра 2,4 млрд тенкӗ пӑхса хӑварма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене те вӑраха ямасӑр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ чух та хускатнӑ.
Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев паянхи куна Чӑваш Енре 18,5 пин ытла вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑннине пӗлтернӗ. 2010-мӗш ҫултанпа 5878 вӑрҫӑ ветеранне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал 98 ветеран ҫурт-йӗр черетне тӑнӑ, вӗсенчен 4-шӗ — вӑрҫӑра сусӑрланнӑ ҫынсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ветерансен хваттер ыйтӑвне вӑраха тӑсмасӑр татса памаллине асӑрхаттарнӑ.
Ларура ветерансен сывлӑхне тӗрӗслес, вӗсене эмелпе тивӗҫтерес ыйтусене те тишкернӗ.
Аса илтерер, Раҫҫейре 2017 ҫул вӗҫлениччен мӗнпур ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |