Тӑвай районӗнчи Элпуҫ ялӗнчи шкула 1886 ҫулта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев хутшӑннӑ. Унта самана ыйтнине шута илсе Турӑ саккунне, ҫырулӑха, вулама тата арифметикӑна вӗрентнӗ.
1974 ҫулта ҫурта республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра культура эткерлӗхӗ шутланакан 379 объект пур. Вӗсем – чиркӳсем, купса ҫурчӗсем, 18-20 ӗмӗрсенче тунӑ хуҫалӑх хуралтисем. Росреестрӑн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем ҫавсене тупса палӑртас тесе кӑҫал самай тӑрӑшнӑ. Шел те, 33 ҫурт докуменчӗсене тупма май килмен. Истори пӗлтерӗшлӗ тепӗр 18 ҫурта вара ҫулталӑк вӗҫлениччен кадастр учетне илӗҫ.
Патӑрьел район прокуратури тӑлӑх ыйтӑвӗпе тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗнчен хӗр хӑй пулӑшу ыйтнӑ-ха. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр черетне ӑна 2015 ҫултах тӑратнӑ. Унтанпа Пӑлара шыв нумай юхса иртнӗ, лав вырӑнтан хускалман. Прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫавнах ҫирӗплетнӗ. Вырӑнти тӳре-шара тӑлӑха пулӑшас тесе тӑпӑртатса тӑни сисӗнмен.
Хӗре хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем те килсӗр-ҫуртсӑр тӑлӑха пулӑшмаллах тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Ӑна вырӑнти тӳре-шара епле пурнӑҫланине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Пурӑнан пурнӑҫра тӗрлӗ ыйтӑва татса пама тивет. Куҫман пурлӑха регистрацилес тесен те вун-вун япала пӗлмелле. Кун пек ыйтусене Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче уҫӑмлатма май пур.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ РФ Президенчӗн Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри йышӑну пӳлӗмӗнче, 2-мӗш хутра, граждансене йышӑнӗ. Асӑннӑ ҫуртра нумай пулӑшу кӳрекен центр (вырӑсла унӑн аббревиатури МФЦ) вырнаҫнипе те тупма ҫӑмӑл.
Хваттерпе пӳрте, ҫӗрпе гаража регистрацилес тата ытти ҫавӑн йышши самантсене Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗӗ Татьяна Васильева уҫӑмлатӗ. Ҫынсене вӑл 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен пулӑшӗ. Йышӑнӑва кайиччен 8 (8352) 62-22-33 тата 39-36-83 телефон номерӗсемпе
ҫырӑнмалла.
«Мир квартир» портал специалисчӗсем ҫурт-йӗр тара илме мӗн хака ларнине тишкернӗ. Хваттер тара илейменнисем пӳлӗм суйлаҫҫӗ. Вӑтамран илсен, хак 1,5 процент ӳснӗ.
Хаксем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӗршывӑн 39 пысӑк хулинче ӳснӗ, 31 хулара чакнӑ.
Севастопольте, сӑмахран, пӳлӗм тара илме халӗ 24,1 процент хаклӑрах ларать, Барнаулта – 18%, Пензӑра – 15%, Волгоградра – 14,2%, Мурманскра – 12,3%, Сочире – 12,1%, Якутскра – 12,1%, Белгородра – 9%, Аҫтӑрханта – 8,8%.
Хаксем Магнитогорскра хак 19,3 процент йӳнелнӗ, Тольяттире –13,4%, Краснодарта – 8,5%, Тверьте – 8% , Чуллӑ Ҫырта –7,7%, Шупашкарта – 7,3%, Хусанта – 5,2%. Мускавра 6,5 процент йӳнелнӗ, Мускав облаҫӗнче – 6,5%, Питӗрте – 4,6%.
Специалистсем Раҫҫейри хӑш регионта ипотека илекенсем йышлине тишкернӗ. Ҫурт-йӗре банк панӑ кивҫен укҫапа туянакансем Югра тата Тӗмен тӑрӑхӗсенче нумай. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви. Асӑннӑ МИХӑн эксперчӗсем кредит рынокне тишкернӗ. Вӗсем 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗчченхи лару-тӑрӑва тишкернӗ.
Ямал тӑрӑхӗнче кашни пин ҫынран вӑтӑрӑшӗ ипотека илнӗ. Ку вӑл ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах. Тӗмен облаҫӗпе Югра та кӳршӗллӗ Ямалтан нумай юлмаҫҫӗ. Унта пин ҫын пуҫне 27,6 тата 27,4 ҫын ипотека илнӗ.
Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Архангельск, Магадан тата Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗсем, Удмурт Республики тата Пермь тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те ҫурт-йӗр условине ипотека пулӑшнипе лайӑхлатаҫҫӗ. Унта пин ҫын пуҫне 25 кредитран пуҫласа 23,4 кредит таран тивет.
Ӗнер Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм чӳрече янахӗ ҫине тӑрса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Ӑнланмалла мар тем калаҫаканскере, шавлаканскере иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Пӑтӑрмах хулари Мускав проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тӑр кӑнтӑрла, 11 сехет иртсен, пулса иртнӗ.
Чӳрече янахӗ ҫинчи ватӑ хӗрарӑм ҫинчен Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине пӗлтернӗ, хӗрарӑм чӳречерен сикме пултарӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Дежурство сменин пуҫлӑхӗ Е. Шибров Е. тата Р. Шамсутдинов ҫӑлавҫӑ пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Вӗсем тӑваттӑмӗш хута чупса хӑпараҫҫӗ те хваттер алӑкӗ уҫҫине асӑрхаҫҫӗ. Ҫав самантра ватӑ хӗрарӑм урайӗнче выртнӑ, хваттерте полици ӗҫченӗсем тӑнӑ. Вӗсене те пӗлтерекен пулнӑ курӑнать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ.
100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри тӳре-шара хӑйсен ведомствине пӑхӑнакан организацисене, районсемпе хуласене ҫине тӑрсах тухса ҫӳрерӗҫ. Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви те ҫак ӗҫрен пӑрӑнман.
Вырӑна тухса ҫӳренӗ май вырӑнтисем тӗрлӗ кӑлтӑк, татса памалли ыйтусем пирки час-часах сӑмах хускатнӑ. Ҫавсене тишкерме ӗнер Стройминра канашлӑва пуҫтарӑннӑ. Шупашкар районӗнче, тӗслӗхрен, ӑшӑпа тивӗҫтерес тытӑма тӗпрен юсаса ҫӗнетмелле. Унти тӳре-шара болкпа модульлӗ котельнӑйсем тӑвас ӗмӗтлине ӗнтернӗ-ха. Александр Героев министр ҫак енӗпе «Чӑвашгаз» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн те хастар пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн проект тӑвас ӗҫе хутшӑнмалла.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби перфораторпа болгарка вӑрланӑ ҫынна шыранине пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри пӗр ҫуртри ҫав пурлӑх пуш уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Строительствӑра кирлӗ япаласем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех ҫӗтнӗ-ха.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын япалине куҫ хывнӑ арҫын ӗҫре тахӑнмалли кӑвак ҫи-пуҫпа пулнӑ. Вӑл Чурачӑкра пӗрисем тума пуҫланӑ ҫурта кӗрсе кайнӑ. Унтан болгарка тата перфоратор йӑтса тухнӑ. Усал шухӑшпа ҫӳренӗ этеме халӗ йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Ӑна палласа илекенсене 8 (83545) 2-12-40 е 102 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи икӗ объект ытла та вӑрахӑн ҫӗкленет. Сӑмах Асламас урамӗнчи 42-мӗш позици тата «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи 5-мӗш позици пирки пырать. Пӗрремӗшне «Гранит СК» тулли мар яваплӑ общество тӑвать, иккӗмӗшне – «Альянс-Недвижимость» предприяти.
Асӑннӑ строительство организацийӗсем хӑпартакан ҫуртсенче хваттерлӗ пулма ҫынсем пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Строительство ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсенче республикӑн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗ Евгений Ортиков, Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Денис Майоров пулнӑ.
Асламас урамӗнчи ҫуртри пайҫӑсене хваттер уҫҫисене кӗҫ-вӗҫ памалла. «Гагаринский» ҫурт-йӗр комплексӗнчи ҫурта 35% ҫеҫ хӑпартнӑ. Ӗҫ епле пынине тӳре-шара, ҫав шутра республика ертӳҫи таранах, сӑнаса тӑма шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |