Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрет. Пӗччен ватӑсене социаллӑ ӗҫченсем киле кайса пулӑшаҫҫӗ. Ачаллӑ ҫемьесемпе тата йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Ӳрӗк ватӑсем центра пырса тӗрлӗ ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, зарядка тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть центрта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна пулӑшнӑ. Асӑннӑ арҫын Шупашкара Челепир облаҫӗнчен килнӗ. Унӑн ҫумӗнче нимле документ та пулман. Паспорта та вӑл ҫухатнӑ. Шупашкарти комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ҫав этеме паспорт тата пенси страхованийӗн свидетельствине туса пама пулӑшнӑ.
Чӑваш Ен митрополийӗпе Шупашкар епархийӗпе калаҫса татӑлса ҫав ҫына Улатӑрти арҫынсен мӑнастирне пурӑнма ӑсатнӑ.
Кӑнтӑр Корейӑра нумай хутлӑ ҫурт ишӗлнӗ — тӑхӑр ҫын вилнӗ.
«Ишме палӑртнӑ ҫурт ӑнсӑртран ишӗлсе аннӑран тӑхӑр ҫын вилнӗ тата тепӗр саккӑрӑшӗ аманнӑ», — ҫӗртмен 10-мӗшӗнче корейсен ҫӑлав служби пӗлтернине тӗпе хурса ҫапларах хыпарлать Reuters.
Ҫурт ишӗлсе анас умӗн темиҫе минут маларах рабочисем ҫӳлти хута салатнӑ, ун хыҫҫӑн аялти хутран паллӑ мар сасӑ илтӗнме пуҫланӑ. Вара ҫурт автобус чарӑнӑвӗ ҫине, унта шӑп та лӑп халӑх автобусран тухнӑ самантра, йӑтӑнса аннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт мӗншӗн йӑтӑнса анни хальлӗхе паллӑ мар.
Кӑнтӑр Корейӑра ку ҫакнашкал инкек пӗрремӗш хут мар пулса иртет. Сӑмахран, 1995 ҫулта Сампун суту-илӳ центрӗ ишӗлсе аннӑччӗ, ун айӗнче 500 ҫын вилнӗ, 1994 ҫулта вара кӗпер ишӗлнине пула 49 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.
Чӑваш Ен тӗп хулинче регион шайӗнчи «Аптека ҫурчӗ, XIX ӗмӗр вӗҫӗ» культура еткерӗн объектне юсама пуҫӑннӑ. Вӑл Бондарев урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, Шупашкарти аптекӑллӑ пӗрремӗш ҫурт пек паллӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби каланине «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ҫурт фасадне юсаҫҫӗ, чӳречесене ҫӗнетеҫҫӗ. Ӗҫ докуменчӗпе килӗшӳллӗн, чӳречесене малтанхи пекех упраса хӑварӗҫ. Вӗсене пластиклипе ылмаштармӗҫ, ҫавӑн пекех чӳречесен малтанхи тӗсӗ те сыхланса юлӗ. Алӑксене юсанӑ чухне те ҫавӑн пекех тӑвӗҫ.
Юсав хакӗ 5,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫе «Фирма «РИС» ТМЯП ирттерет.
Сӑмах май, ку ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш №-лӗ аптека юсав вӑхӑтӗнче те хупӑнмӗ, ахаль чухнехи пекех ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн кивӗ Правительство ҫуртӗнче мӗн пулсан лайӑхрах? Чӑваш Енре пурӑнакансем кун пирки хӑйсен шухӑшне «Чӑваш Республики» ушкӑнра пӗлтерме пултарнӑ.
Ыйтӑма 1200 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Сасӑланисенчен ытларахӑшӗ (32,57%) аслӑ шкула вӗренӳ корпусӗ валли пама сӗннӗ. 14,26 проценчӗ шкул уҫтарасшӑн. Тӗрлӗ мероприяти (куравсем, конференцисем, форумсем тата ытти) валли усӑ курма сӗнекен те пур. Ун пек шухӑшлисем — 13,63 процент. 11,89
проценчӗ уҫтарасшӑн. Администраци ҫурчӗ пултӑр тенисем — 8,72 процент.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗ парассипе ҫӗнӗ программа ӗҫлесе кайӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявксене ҫав кунтан йышӑнма пуҫлӗҫ. Республикӑра пурӑнакансен ипотека илнӗ чух тӳленӗ пирвайхи взносӑн 20 процентне тавӑрас шанчӑк пур.
Ку ҫӑмӑллӑха ҫурт-йӗр илме черетре тӑракан ҫынсем, ҫавӑн пекех шанчӑксӑр застройщик-стройорганизацисене пула шар курнисем илейреҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен ҫӗнӗ ҫурт-йӗре туянмалла.
Программӑна хутшӑнма заявление вырӑнти администрацире ҫырса памалла. Тӗплӗнрех хыпарланипе Чӑваш Ен Стройминӗн сайтӗнче паллашма пулать.
Вӑрмарта тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпар авторӗ пушар ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухнӑ тесе хыпарланӑччӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкекре тӑватӑ ҫемье килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурта 37 ҫулти арҫын чӗртсе яма пултарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл арҫынна административлӑ майпа темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ иккен, анчах ҫав этем унччен судпа явап тытса курман. Хальхинче ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Паянтанпа, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Шупашкарта вӗри шыв сӳнтерме тытӑнӗҫ.
Паян вӗри шывсӑр хулан тӗп пайӗнче, Богдан Хмельницкий урамӗнче, Йӑлӑмри Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын тӑрса юлӗ. Ырантанпа вӗри шыв хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, Лапсарта, Кӑнтӑр посёлокӗнче пулмӗ.
Вӗри шыва пуҫласа сӳнтернӗ чухне ҫынсем ҫак ырлӑхсӑр виҫшер кунтан ытла тӑрса юлмӗҫ, хӑш-пӗр ҫӗрте вара — пӗр талӑкран ытла та мар.
Вӗри шыва вӑхӑтлӑха 1789 ҫуртра сӳнтерӗҫ. Профилактика мероприятийӗ авӑн уйӑхччен тӑсӑлӗ.
Улатӑр хулинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ. Эрнекун ҫуртӑн никӗсне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хывнӑ. Унта республика прокуратуринчен те Андрей Фомин прокурорпа унӑн ҫумӗ Александр Кондратьев пырса ҫитнӗ. Улатӑр хулин администрацийӗн ӗҫченӗсем, Улатӑр тата Пӑрачкав епископ Феодор та унта пулнӑ.
Андрей Фомин пӗлтернӗ тӑрӑх, СССРӑн пӗрремӗш генпрокурорӗ Константин Горшенин Улатӑртан пулнӑ. Республика прокурорӗ Улатӑрти прокуратурӑра хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен коллектива ырласа каланӑ.
Строительство ӗҫӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗ валли вӗҫлемелле.
Шӑмӑшӑ районӗнчи тӳе-шара тӑлӑха хӑтсӑр ҫурт панӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн прокуратура Шӑмӑршӑ районӗн администрацине асӑрхаттарса хут ҫырса янӑ.
Прокуатура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ: тӑлӑх валли тесе уйӑрнӑ ҫуртра санузел пулман, сивӗ тата ӑшӑ шыв та ҫук. Чи кӑсӑкли — килӗшӳре ҫав япаласем пур тесе кӑтартнӑ.
Надзор органӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырнӑ, унта вӑл кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем пирки материалсене следстви органӗсене ярса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ҫуннӑ. Инкек кӗҫӗр пулнӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗрне халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Шар курнӑ пӳртсем Амӑшӗн палӑкӗ хыҫӗнчи тӑвайккинче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем – Герцен урамӗнче . Вут-ҫулӑм паян ирхи пӗр сехет тӗлӗсенче алхасма тытӑннӑ.
«Малтан пӗр ҫурт хыпса илчӗ. Ӑна сӳнтернӗ вӑхӑтра иккӗмӗш ҫунма тытӑнчӗ, вӑл пачах тепӗр вырӑнта лараканскерччӗ. Ҫавна май такам чӗртсе яман-ши тесе шухӑшлама май пур», – тенӗ МИХа халӑх корреспонденчӗ.
Асӑннӑ ҫуртсенче никам та пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче газ та, ҫутӑ та пулман.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |