Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет.
Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ.
Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ.
Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук.
Шупашкарта халӑха турттаракан транспортӑн чарӑнӑвӗнчи хӑш-пӗр павильонсене ылмаштарма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе тӗп хулара тӑрӑллӑ 360 чарӑну шутланать. Вӗсенчен 20-ӗшне ҫитес вӑхӑтра улӑштарма палӑртнӑ.
Алюмини профилӗнчен тата кантӑкран тунӑ ҫӗнӗ чарӑнусем Шупашкар сӑнне илемлетӗҫ. Вӗсене Питӗрти организаци шухӑшласа кӑларнӑ. Производство ҫав хуларах вырнаҫнӑ. Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче «Дорэкс» АУО директорӗ унта ҫитсе килнӗ, производствӑпа, продукци пахалӑхӗпе паллашнӑ. Тӗлпулура хак, чарӑнусене хӑҫан вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Юлашкинчен Шупашкар тата Петербург организацийӗн ертӳлӗхӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн организаци Шупашкар валли 20 павильон хатӗрлӗ.
Предприяти павильонсен пахалӑхӗ ҫирӗп пулнине ӗнентерет. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши чарӑнусем ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахсенчен те сыхлама пултараҫҫӗ. Ун ҫине автотранспорт кӗрсе кайсан вӑл авӑнать, машина ҫапӑннин вӑйне чакарать. Тепӗр пахалӑх та пур. Павильона кирек мӗнле вырӑнта та хӑвӑрт лартма пулать: 20 минут ҫеҫ кирлӗ. Кантӑкӗ нӳрӗке, ҫиле, юра витӗр ямасть.
Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур.
Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ.
Ку ыйту пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче темиҫе хут та ҫырнӑччӗ. Чӑвашра чарӑнӑвӗсем ӑҫта пулассине та асӑннӑччӗ ун чух. Кайран ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫула тума триллион тенкӗ кирлине палӑртнӑччӗ. Мускавран Хусана ун пек ҫула тӑвас вӑхӑта каярах вӑхӑта куҫарасси пирки каланӑччӗ.
Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Ҫул пулать. Ӑна тума уйрӑм инвесторсене ирӗк парӗҫ. Инфраструктурӑна тума хайхисене патшалӑх укҫине те уйӑрас шанчӑк пур иккен.
Ҫак ыйту ҫӗнӗрен амаланнине кура Раҫҫейӗн Общество палатинче халӑх итлевӗ ирттересшӗн, ӑна пушӑн 12-мӗш кунне планланӑ. Унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме «Мускав–Хусан–Екатеринбург» маршрутпа ҫул тӑвас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.
Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ Тӑвайӗнче пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.
Республикӑн Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсама тытӑнӗҫ. Кунта сӑмах хӗл каҫипе япӑхланнисем пирки пырать. Вӑл ваннине республикӑн автоҫулсен управленийӗ каҫхи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури вӑйлӑ ылмашса тӑнипе сӑлтавлать.
Ҫул-йӗр пахалӑхне вара асӑннӑ управлени вӑтам тесе хаклать иккен. Пӑрлакланса ларасран 1,5 пин ытла тонна ятарлӑ хатӗр сапаҫҫӗ иккен. Федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре тытса тӑма 51 ятарлӑ техника явӑҫтарнӑ, республика пӗлтерӗшлисем валли — 89.
Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать.
Ҫул ҫинчи чылай авари ӳсӗр водителе пула сиксе тухать. Кун пирки темен чухлех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те хӑшӗ-пӗрин хӑлхине кӗмест. Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах вара, телее, инкекпе вӗҫленмен.
Ӳсӗр бульдозерҫӑ кабинӑна пӗччен мар, ачапа ларнӑ. Хайхискер Богдан Хмельницкий урамӗпе тротуарпа пынӑ. Бульдозер юпана пырса тӑрӑннӑ, унтан водитель каялла чакса тӗмсем урлӑ ҫул ҫине тухнӑ, кайран каллех тротуар ҫине таврӑннӑ. Ӳсӗр бульдозеритса патруль экипажӗ чарнӑ.
Водительрен эрех шӑрши кӗнӗ. Арҫын малтанах нимӗн те ӗҫменнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Унтан ирхине 50 грамм эрех ӑша янине пӗлтернӗ. Унӑн мухмӑр пулнӑ-мӗн. Каярахпа кӑнтӑрлахи апатра та эрех ӗҫнине каланӑ. Медицина тӗрӗслевӗ бульдозерист самаях ӳсӗррине палӑртнӑ: 1:4 промилле. Водитель хӑйӗнпе кабинӑра ларакан ача ывӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Сӑр Майдан сали ҫывӑхӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 6:23 вӑхӑтра пулнӑ. Автобус ҫулпа пынӑ вӑхӑтрах ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре виҫӗ техника, 8 ҫын хутшӑннӑ. ИӖМрен вара виҫӗ ҫын тата пӗр пушар машини ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |