Раҫҫейри япӑх ҫул тӗп пӑтӑрмахсенчен пӗри пулни пирки ҫӗршыв тулашӗнче те калаҫаҫҫӗ те… Шупашкар влаҫӗсем ҫул юсакан подрядчиксен тӗлӗшпе ҫирӗпрех пулма тытӑнасшӑн.
Ҫавӑнпа ҫул пахалӑхне тӗрӗслемешкӗн ют хулари лабараторисене явӑҫтарасшӑн-мӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков подряд организацийӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем те, хула хӑнисем те чи малтанах ҫул пахалӑхне хаклаҫҫӗ. Кӑҫал ҫула юсакансенчен ҫирӗпрех ыйтма тытӑнассине пӗлтернӗ вӑл. Ара, кашни ҫулах пӗр вырӑнах саплани сахал пулать-им?
Алексей Ладыков ҫул сийӗн пахалӑхне тӗрӗслеттермешкӗн ют хула лабараторийӗсене илсе килессине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа подрядчиксене ӗҫе тӗплӗнрех тума ыйтнӑ.
Канашлура тепӗр ҫивӗч ыйтӑва та ҫӗкленӗ. Ӗҫе тумалли графикран юлса пыни тӑтӑшах пулать-мӗн. Подрядчиксен чылай ӗҫе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлемелле те-мӗн. Организаци элчисене юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн ҫулсене пӳлмессине асӑрхаттарнӑ. Ӗҫе каҫхине тата ҫӗрле тума тивӗ-мӗн.