РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.