Шӑматкун, авӑнӑн 14-мӗшӗнче 11:30 сехетсенче Шупашкарта «Матэ Залка» чарӑну ҫывӑхӗнче ҫулҫӳрев-транспорт инкекӗ сиксе тухнӑ. Мопедпа пыракан каччӑ «Пежо» маркӑллӑ маршутлӑ такси ҫине пырса тӑрӑннӑ-мӗн.
Ҫак пӑтӑрмаха сӑнанӑ Дмитрий Агафонов каласа панӑ тӑрӑх, мопед маршруткӑн хыҫалти пайне ҫапӑннӑ, водителӗ вара «Пежон» хыҫалти кантӑкне каскӑпа ҫемӗрсе обществӑлла транспорт салонне вӗҫсе кӗнӗ.
Йывӑр сусӑрлануран мопед водительне пуҫри шлем хӑтарнӑ пулнӑ. Ытти сусӑрланакансем ҫинчен сас-хура хальлӗхе тухман-ха.
Паянхи кун та Улатӑрта ҫул сарас ӗҫ хастаррӑн пырать. Ҫак кунсенче ҫула хула пасарӗ йӗри тара вырнаҫнӑ Гончаров, Пушкин, Гоголь тата Жуков урамӗсенче юсаҫҫӗ. Кунта Вӑрнар ДРСУ филиалӗн специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫӗн хакӗ вара — 38 миллион тенкӗ.
Ҫав хушӑрах асӑннӑ лаптӑсенче электричесто ҫуттине тивӗҫтерес ӗҫ те пырать.
Горький урамӗнчен пуҫласа Пушкин урамӗ таран асфальта сарма та ӗлкернӗ, бордюр чулӗсене вырнаҫтарнӑ. Гоголь, Гончаров тата Жуковский урамӗсем тӑрӑх никӗс сарас ӗҫе вӗҫленӗ, 80% тротуарсем тунӑ.
Ӗҫе юпан 1-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикинче бензин хакне хӑпартнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх хаксем малашне те ӳсме пултарӗҫ. Вӗсен шучӗпе уйӑхран АИ-95 маркӑллӑ бензин литрӗ 33 тенкӗ пулӗ.
Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗ хушшинче АИ-95 маркӑллӑ бензин вӑтам кӑтартӑвӗпе 5% ӳснӗ. Паянхи кун ун хакӗ литӑршӑн - 32 тенкӗ те 16 пус, утӑ уйӑхӗнчен 1 тенкӗ те 55 пус ӳснӗ. АИ-95 бензинӑн вӑтам хакӗ ҫурла уйӑхӗнче 28 тенкӗ 90 пуса ларнӑ — утӑ уйӑхӗнчен 1 тенкӗ 42 пус нумайрах.
Паянхи кунсенче АИ-95 маркӑллӑ литр бензиншӑн заправкӑсенче ҫапларах тӑкакламалла пулӗ:
◇ «Лукойл» — 32,95 тенкӗ;
◇ «Татнефть» — 32,20 тенкӗ;
◇ «Оптан» — 32,10 тенкӗ.
Дизель топливне туяннӑ чухне вара «Лукойлта» — 33,7 тенкӗ, «Татнефтьра» — 30,80 тенкӗ, «Оптанра» — 29,50 тенкӗрен пуҫласа тӑкакламалла пулӗ.
АИ-92 маркӑллӑ бензин вара урапа водителӗсемшӗн йӳнӗрех ларӗ. Кӑшт ытларах тӳлемелле пулӗ «Лукойлта» тата «Татнефтьра», унта ҫак маркӑллӑ бензин хакӗ 29,30 тенкӗ тата 29,20 тенке ҫитет. «Оптан» заправка станцийӗнче вара ҫак бензишӑн 28,80 тенкӗ кӑна тӑкакламалла пулӗ.
Специалистсен шучӗпе, бензин хакӗ ӳснин сӑлтавӗ юлашки эрнесенчи нефть баррелӗ 109-тан 115 доллар патне ҫитсе ларнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗнӗ кун ҫул-йӗрте тухакан инкексемсӗр вӗҫленмест тейӗн, ҫавӑн йышши пӑтӑрмахсем ҫинчен хыпар агенствийӗсем ҫине-ҫине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Ак, эрнекун, ҫурлан 30-мӗшӗнче те «Ҫӗрпӳ–Канаш» трассинче чӗретлӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр инкекӗ «99-мӗш» урапан водителӗ айӑпӗпе пулса иртнӗ. Хайхи арҫын умӗнче пыракан урапана иртсе каясшӑн пулнӑ, ҫакна пула хирӗҫле килекен ҫул пайӗ ҫине тухса кайнӑ, «Форд Фокус» тата «ВАЗ-2111» маркӑллӑ урапасемпе ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ инкеке пула «99-мӗш» урапара ларса пыракан пассажир вилнӗ. Ӑна пульница леҫме ӗлкернӗ пулин те, вӑл вӑйлӑ суранланнине пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иккемӗш пассажирпа водителӗ вара чӗрех юлнӑ, анчах йывӑр аманнӑ.
«Форд» урапинче 4 ҫын ларса пынӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — 29 ҫулхи водитель, 27 ҫулхи хӗрарӑм тата пӗр ҫулхи хӗр пӗрчи пульница лекнӗ. «ВАЗ–2111» маркӑллӑ урапа ҫинче ларса пыракан пӗр ҫулхи шӑпӑрлан тата хӗрпе каччӑ та аманнӑ пулнӑ. Республикӑри ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх «ВАЗ-2111» урпара ларса пыракансем медицина пулӑшӑвне вырӑнтах илнӗ, хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ.
Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф служби автоҫулсене юсассипе ирттернӗ аукциона пӗтӗмлетнӗ иккен. Асӑннӑ конкурсра ҫул-йӗр хӗррипе тимӗр карта тытакансене палӑртма тӗллев лартнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкар, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсенче пурнӑҫламалла-мӗн. Ун валли хыснаран 18,9 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Анчах аукциона хутшӑннӑ пилӗк предприятирен пӗри, «Металлоконструкция» комплекслӑ техника центрӗ» тулли мар яваплӑ общество, ӗҫе самай йӳнӗпе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара вӑл республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли малтанласа уйӑрма палӑртнӑ тупрана 40 процент перекетлеме май туса панӑ.
Анчах ал парса антарма мар, парӑма шыраса илме. Ҫак уйӑхра темиҫе хутчен ҫапла тунӑ та вӗсем. Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ пуйӑсран анакансене (анчах пурне те мар, парӑмлисене) вӗсем парӑм пирки аса илтернӗ, тӳлевпе татӑлма сӗннӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен те, хӑшӗсем вырӑнтах тӳлесе татаҫҫӗ, теприсене суд приставӗсен уйрӑмне илсе кайма тивни те пулать-мӗн. Парӑма татма ҫумра укҫа ҫук-тӑк пурлӑха аретслеҫҫӗ.
Суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-служби вара парӑма татассине тӑсса ямалла маррине аса илтернӗ май, парӑмлисене ҫула кайма та тытса чарма пултарасси пирки асӑрхаттарать.
Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Toyota Camry» урапапа ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ. Калинин тата Гагарин урамсене пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха — машинӑсем вара кӑштах чӗрмеленнӗ.
Министр ҫумӗпе ҫыхӑннӑ ҫак инкек пирки Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин тата Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Харпӑрхӑй хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Инкек вырӑнне вӑл хӑй тӗллӗн пӑрахса кайнӑ, инкеке лекнӗ тепӗр машина водителӗпе кӑнттам калаҫнӑ, административлӑ ӗҫе пуҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, ӗҫ транспорчӗпе усӑ курнӑ текен факт ҫирӗпленмен.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ инкеке лекнӗ тепӗр урапан водителӗпе ҫепӗҫ калаҫманшӑн унӑн тыткаларӑшне републикӑн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫ дисциплини тата професси этики енӗпе ӗҫлекен коллегийӗнче пӑхса тухӗҫ.
Ӗнер, ҫурлан 28-мӗшӗнче, 11:14 сехетре М-7 «Мускав-Ӗпхӳ» ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрвар ялӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ ҫул-йӗр инкеке сиксе тухнӑ. Икӗ ҫӑмӑл урапа — вӗсенчен пӗри ҫул-йӗр хушсӑрлӑхне упраса пыракан патшалӑх инспекцийӗн ӗҫ урапи — пӗр-пӗринпе хытах ҫапӑннӑ.
Тухнӑ пӑтӑрмах ҫул-йӗр хурал службин икӗ ӗҫченӗн тата «Жигули» маркӑллӑ урапан рулӗ умӗнче ларакан арҫын пурнӑҫне татнӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх паянхи кун тухнӑ инкекӗн сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ, йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне йӗрлев ӗҫченӗсем пӑтӑрмах тухнӑ вырӑна тӗплӗн тишкереҫҫӗ, медицина экспертизине ирттермӗ палӑртнӑ.
Пӗрисем сиплӗ курӑксем ӳтересшӗн ҫӳреҫҫӗ, теприсем вара хыт хура ӳснипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫырлахаканнисем вара Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн тӳрӗ-шарисем. Хыт хура курӑкӗн ытамне лекнӗ хула ҫыннисем администрацийӗ ӳсекен амакран хӑтӑлтарма пӗрре мар тархасласа ыйтнӑ, «Грани» хаҫат та ҫак ыйтӑва утӑн 13-мӗшӗнчи 73-vӗi номерте ҫутатса панӑ.
Анчах та ыйтни кӑлӑха пулнӑ. Халӑхӑн ӳпкевyt хаҫатра пичетленӗрен вара хыт хура ӳссе, амаланса тӑршiӗпе ҫынна хуса ҫитнӗ пулас. Ку ҫеҫ те мар, хула центрӗнчен килсене таврӑнакансен асфальт хӑминчен йӗркеленнӗ такӑр мар ҫул тӑрӑх утмалла. Каҫхи вӑхӑтра сукмак тӑрӑх утма питӗ хӗн, мӗншӗн тесен ҫутӑ юписем тахҫанах электричество хунарӗсемсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗвел урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пурӑнакансем каласа панӑ тӑрӑх юрӑхсӑрланнӑ сукмах тӑрӑх кунсерен ҫӗршӗр ҫын иртет. Ҫавӑнпа та тӳрӗ-шара хула халӑхӗн ӳпкевне шута хуманни кулянтарать. «Тен, муниципаллӑ влаҫсем Атӑлҫи федраллӑ округӗ шайӗнчи чи ҫӳллӗ хыт хурана ӳтерессипе рекорд лартасшӑн ҫунаҫҫӗ?» — ыйту лартать «Грани» хаҫат корреспонденчӗ. Сӑлтавӗ ҫакӑнта пулсан вара хула влаҫне ӑнланма пулӗччӗ, халӗ вара вӗсен тыткалӑшне «явапсӑрлӑх» сӑмахпа ҫеҫ ӑнлантарма пулать.
Этем тени лайӑххине хӑвӑрт хӑнӑхать, Маларах, ав, урапа ҫулӗпех ҫырлахнӑ пулсан, паян, 21-мӗш ӗмӗрте, ӑна никам та ырлӑх вырӑнне хумӗ. Маларах ялсем патне ҫул сарасси пирки республикӑра программа йышӑнсан мӗн тери хавасланса йышӑнтӑмӑр. Паян ҫынсем урамсене те асфальт сартарасшӑн. Е асфальт мар-тӑк вак чулпа хытарсан та аван теҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнчи Емельянов урамӗнче те кӗҫех ырлӑх ҫитӗ. Кӗҫех унти ҫула юсаҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама «Вурнарыдорстрой» обществӑна шаннӑ. Урама 200 метр тӑршшӗ юсама район укҫа уйӑрать иккен, тепӗр 120 метрне В. Мешков усламҫӑ «кӗмӗлӗпе» йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |